Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Корстон» суту-илӳпе кану центрĕнче февралĕн 16-мĕшĕнче «ТР бриллиант çураçнă хĕрĕ – 2007» фестивалĕн финалĕнче ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Андрей Кондратьев: «Чи хитре çураçнă хĕрсем Тутарстанра пулни пирки никам та иккĕленмест», – тенипе пурте килĕшеççĕ пулĕ тетĕп. Унсăрăн ку фестивале 2007 çулта качча тухнă 346 (!) хĕр (кун пекки Раççейĕн нихăш регионĕнчи фестивальте те пулман) хутшăнма кăмăл тунине мĕнле ăнлантарăн? Жюри членĕсен темиçе тур ирттерсе конкурсанткăсене çичĕ ала витĕр кăларнă хыççăн та, финалта «Тутарстанăн бриллиант çураçнă хĕрне» суйланă чух ĕнсене сахал мар хыçма тиврĕ пуль. Пурте илемлĕ, пултаруллă-çке. Çавах та «чи-чине», апрель уйăхĕнче «Раççей бриллиант çураçнă хĕрĕ – 2007» фестивальте Тутарстан чысне хӳтĕлеме тивĕçлине палăртрĕçех. «Бриллиант çураçнă хĕрĕ» номинацире Олеся Салихова çĕнтерчĕ пулсан, Ольга Ясайтис «Ал ăсти-çураçнă хĕр» номинацире палăрчĕ.
Çакăн çинчен пĕлсен эпир калама çук савăнтăмăр. «Ку тăрăхра сайра тĕл пулакан Ясайтис хушаматлă пике Хусан чăвашĕсене мĕнпе çав териех савăнтарнă-ха?» – тейĕ вулакан. Хуравлатăп: пĕрремĕшĕнчен, Ольга – Нарспи пек хитре, иккĕмĕшĕнчен, пултаруллă, виççĕмĕшĕнчен – пирĕн йăхташăн, ТР ЧНКА хастарĕн, Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ В.Егоровăн мăнукĕ.
Ольга çирĕм иккĕре кăна-ха, апла пулин те студент чухнех республика шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ. А.Н.Туполев ячĕллĕ патшалăх техника университетĕнче (унчченхи КАИ) вĕреннĕ вăхăтра вăл тĕнчери кирек мĕнле ВУЗра та вĕренме ТР Правительство грантне тивĕçнĕ. Тăван ВУЗра пĕлӳ пухнă хушăрах тепĕр профессие – куçаруçă – алла илнĕ. Юлашки курссенче Мускавра Халăхсен хушшинчи хутшăну университетĕнче çулталăк стажировкăра пулнă.
Ольга вырăсла, акăлчанла, тутарла çăмăллăнах калаçать. Темиçе чĕлхе пĕлес енĕпе вăл асламăшне Эмилия Дмитриевнăна (вăл тĕрлĕ шкулта 33 çул акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ) хунă пулсан, ал ĕç пултарулăхĕ ăна кукамăшĕнчен Алевтина Васильевнăран куçнă. Ольăна кукамăшĕ мĕн пĕчĕкренех йĕппе çип тытма вĕрентнĕ иккен. Жюри унăн хăй çĕленĕ çитсă кĕпине питĕ çӳллĕ шая хурса хакланă.
Алă ĕçĕ унăн пĕртен-пĕр чун киленĕвĕ мар-ха, тата вăл ташлама та ăста. Пултарулăх турĕнче пике пурне те хĕвел тухăç ташшипе тыткăнланă. Сăмах май, Ольга çӳрекен «Саида» ушкăн хĕвел тухăç ташшин Тутарстан чемпионатĕнче «Формейшн» номинацире çĕнтерсе Раççей чемпионатне кайма тивĕçнĕ.
«Тутарстан çураçнă хĕрĕ–2007» финалистки хальхи вăхăтра ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствинче тăрăшать, вăл – пултаруллă эколог.
Хусан хĕрĕ пулас мăшăрĕпе, Евгений Ясайтиспа (вăл Хусанта çуралса ӳснĕ литовец) университетра вĕреннĕ чухнех паллашнă, пилĕк çул туслă çӳренĕ хыççăн, пĕлтĕр июлĕн çиччĕмĕшĕнче пĕрлешнĕ. Упăшкин тăванĕсем Балтика тăрăхĕнче халĕ те пурăнаççĕ-мĕн. Çамрăк мăшăр çитес вăхăтра унта хăнана кайма хатĕрленет.
Ясайтиссем пĕрлешнĕ кунранах мĕнпур ĕçе пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Фестивале хутшăнассине те акă, пĕрлех сӳтсе явнă вĕсем.
«Фестивале хутшăнма сĕнсенех мăшăрпа иксĕмĕр канашларăмăр та тӳрех килĕшрĕмĕр,– пĕлтерчĕ Оля кун пирки. – Фестивальте Женя, çывăх тăвансем хавхалантарсах тăни çав тери пулăшрĕ,– терĕ вăл кĕскен. Çывăх çыннисем пулăшнипех ĕнтĕ чăваш пики финала çитнĕ çеç мар, вун икĕ номинацирен пĕрне тивĕçме пултарнă. Фестиваль вĕсен çемье пурнăçĕн чи хаваслă саманчĕсенчен пĕри пулĕ, кун çинчен финалистсене парнеленĕ бриллиант кулонлă ылтăн колье аса илтерĕ.
Ольга сăмах ваклама юратаканнисенчен мар пулас, ĕçе сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетме хăнăхнă. Ума лартнă тĕллеве ниме пăхмасăр пурнăçлама тăрăшать. Пурнăçра вара хваттер илме, сывлăхлă ачасем çуратма тата... мăшăрĕпе пĕрле нумай-нумай çул телейлĕ пурăнма ĕмĕтленет. Мĕнех, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçлансах пыччăр вĕсен.
«Тутарстан бриллиант çураçнă хĕрĕ» фестивале вара малашне çуллен ирттерме планлаççĕ. Ольгăн алли çăмăл пулса, пирĕн чăваш пикисем те финала çитсе ун пекех номинацисем çĕнсе илессе шанас килет.
 
: 1579, Хаçат: 10 (740), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: