Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕнчи Чакăлтăм ялĕнче пурăнакан Евдокия Гавриловнăпа Аверкий Алексеевич Дмитриевсен кăçал ылтăн мар, çитсă туй тейĕн çав. Ара, чап-чап уйăхĕ вĕсен ытти пин-пин мăшăрăнни пек, пĕр уйăха мар, аллă çула çитиех тăсăлнă-çке. Юратăвĕ лайăх эрех пек, çулран-çул çирĕпленсе кăна пынине Дмитриевсем хăйсем те тунмаççĕ. Унсăрăн ĕмĕр ĕмĕрленĕ çемье пуçĕ мăшăрĕ пирки: «Альтук манăн пĕртен-пĕр юратăвăм», – темен пулĕччĕ.
Кил-çуртра савăт-сапа шакăртатмасăр пулмасть теççĕ-ха ваттисем, анчах аллă çул пурăнакан çак мăшăр пирки пĕрре те апла калама чĕлхем çаврăнмасть. Вĕсем кăвакарчăнсем пек шăкăл-шăкăл калаçса кăна пурăнаççĕ те.
«Телейлĕ çемье пурнăçĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре?» – тесе ыйтсан: «Шӳтре»,– терĕç пĕр харăссăн. Аверкий Алексеевич та, Евдокия Гавриловна та шӳте ăнланакан çынсем. Пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан та хĕрӳленсе чĕрре кĕрес йăла çук вĕсен, шӳте çавăрма пăхаççĕ.
Хăйсен романĕ мĕнле пуçланса кайнине те акă йăл кулса аса илчĕç. Пĕр-пĕринпе пĕр касăрах пурăннă пулин те хĕрпе каччă пек çӳреме ӳссе çитсен кăна тытăннă-мĕн.
– Аверкий çамрăк чух спортпа туслăччĕ, кашни кун турник çинче йăтăнатчĕ. Мĕнлерех хусканусем тунине вăрттăн пăхса тăраттăм. Хам туйăм çинчен калама вăтаннă ĕнтĕ. Пĕррехинче ларма ларнă чух кӳршĕ ял каччи манпа паллашасшăнччĕ, Аверкий касă хĕрне юта парас темерĕ-тĕр, хăйĕн карттусне мана тăхăнтартса: «Эсĕ манăн пулатăн»,– терĕ (ун чух ялта çамрăксен хушшинче çакăн пек йăла пурччĕ). Вăт çапла çӳреме тытăнтăмăр эпир,– каласа парать иртнине Альтук аппа.
Пĕр кас çамрăкĕсем юратăва пилĕк çул тĕрĕсленĕ, шăпах çавăн чухлĕ çӳренĕ вĕсем. Çамрăк хĕр Хусанти Юдино поселокĕнчи стройкăна ĕçлеме кайсан та юратăвĕ сӳнмест вĕсен, пачах урăхла, çирĕпленет кăна. Канмалли кунсенче хĕр яла таврăнсан Аверкий ăна качча тухма ыйтать. Хирĕçлемест Альтук. Анчах... пăрчăкан пек вăр-вар хĕре темшĕн каччăн амăшĕ килĕштермест. Ывăлне Альтука илтерес мар тесе килте тем чуль шавласан та пĕрлешет çамрăк икĕ чĕре. Вăрттăн.
– Çырăнма Пăхăрçа лашапа кайрăмăр,– пурнăçри чи паллă куна аса илеççĕ Дмитриевсем.– Çырăннă хыççăн кашни хамăр киле таврăнтăмăр. Аверкий çĕрле иртсен пĕррере мана хăйсем патне илсе кайрĕ. Унта никам та кĕтмен паллах, пурте çывăраççĕ. Тĕпелелле иртме те вăтаннăскерсем, тăратпăр çапла алăк патĕнче. Юлашкинчен Аверкийĕн йăмăкĕ: «Анне, тете инкене илсе килчĕ, паранкă пĕçерер пуль»,– хăйрĕ сăмах хушма. Çук, пăянамăн кăмăлĕ çаврăнмарĕ, питĕ çилленнĕ ĕнтĕ вăл пире: «Урайне вырăн сарса парăр, выртчăр çывăрма»,– терĕ çеç. Урайне, шăпăр кутне пулсан та пире, çĕнĕ çынсене, тӳшек çинех вырттарчĕ.
Тукмак тӳнмелле туй кĕрлеттерменшĕн çывăх çыннисене ун чух та, халĕ те пĕр сăмах каласа та ӳпкелемест мăшăр. Телей туй пĕркенчĕкĕнче мар-çке, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлнинче.
Паллах, йывăрлăхсăр пулман ĕнтĕ вĕсен пурнăçĕ, ĕмĕр ĕмĕрлесси хир урлă каçасси кăна мар-çке. Вĕсене те шăпа тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитернĕ. Малтан Архангельск облаçĕнче Мускаври метрострой валли вăрман каснă, пĕр хушă Хусана таврăннă, унтан вербовкăпа Çĕпĕрти Кемерово облаçнех çитнĕ. Ниçта та ята яман чăвашсем. Евдокия Гавриловна стройкăра, столовăйĕнче, ача садĕнче тăрăшнă. Аверкий Алексеевич вара руда кăларнă çĕрте вăй хунă. Йывăр та сиенлĕ ĕçре нумай çул ĕçлени Дмитриевсемшĕн те пĕр йĕрсĕр иртмен паллах, 25 çул каялла Аверкий тетен инфаркт пулнă.
Çак сăлтавпах ĕнтĕ Дмитриевсен 90-мĕш çулта тăван яла, хăйсем калашле, вĕлтрен çине каялла таврăнма тивнĕ. Тăван ялта та пуç усман вĕсем. Килнĕ-килмен çурт-йĕр çавăрма тытăннă. Ватлăхра теприн, тен, çак ĕçе пурнăçлама вăйĕ те çитместчĕ пуль. Пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса пурăнакан мăшăршăн ку та йывăрлăх пулман. Альтук аппан амăшĕн пӳрчĕ çумне хушса хăпартнă çĕнĕ çурта сакăр кунра ĕлкĕртсе пурăнма кĕнĕ вĕсем. Халĕ пыр та кур – Дмитриевсен çурчĕ халапринчен кая мар. Кил-тĕрĕшре улăм пĕрчи те тĕлли-паллисĕр йăваланса выртнине кураймăн. Пĕлтĕр Дмитриевсен кил-çуртне ял хутлăхĕнчи чи хăтли тесе палăртнă.
Аверкий Алексеевичпа Евдокия Гавриловнăн ачисем хăйсенчен аякра пулин те (асли Валерий ашшĕ ĕçленĕ предприятирех электрик, инженер-судостроителе вĕреннĕ Евгений Красноярскра предприниматель, Маргарита вара Алтай крайĕнче товаровед) кил-çуртĕнчен çын татăлмасть, тăванĕсем, кӳршисем килсех çӳреççĕ. Кĕрекене ларсан юрă-кĕвĕсĕр ирттермеççĕ вĕсем. Ара, купăсçи те, питĕ ăста юрăçи те хăйсемех-çке. Аверкий тете купăсне тăссан Альтук аппа саккăрла çаптарса ташланине пăхса кам савăнмĕ. Хаваслă та ĕçчен пулнишĕнех Дмитриевсене ял-йыш, ратне-тăван хисеплет.
Тĕлĕнмелле çак мăшăрăн кăçал юбилей, пурнăç сукмакĕпе юнашар утма тытăннăранпа 50 çул çитет. Çак ятпа вĕсене эпир те саламлатпăр, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тата нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тату пурнăç сунатпăр.
 
: 1343, Хаçат: 23 (701)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: