Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун Хусанта Тутарстан Республикин Социаллă политикăна тата «Сывлăх» нацин приоритетлă проектне пурнăçа кĕртессине контрольлесе тăракан патшалăх комиссийĕсен пĕрлехи пухăвĕ пулчĕ.
Кунта «ТР халăха адреслă социаллă пулăшу парасси» саккунĕ мĕнлерех ĕçленине, шăл тата хăлха протезĕсемпе тивĕçтерессине тата вĕсемшĕн тӳлессин тĕслĕхĕсенче курма май пулчĕ.
2007 çулта граждансен уйрăм категорийĕсене хăлха, шăл протезĕсемпе тивĕçтересси пирки ТР Министрсен Кабинечĕ 2006 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче постановлени йышăннă. Унпа килĕшӳллĕн çак ĕçсене тума 58200 пин тенкĕ укçа тăкаклама палăртнă. Çав кунах Министрсен Кабинечĕ тата тепĕр постановлени йышăннă, асăннă суммăна тата 868,57 пин тенкĕ ӳстересси пирки сăмах пынă унта. Çапла вара 2007 çулта протезсем çине тăкаклама палăртнă пĕтĕмĕшле сумма 59068,57 пин тенкĕ пулса тăнă. Çак укçана пĕтĕмпех Обязательнăй медицина страхованийĕн фондĕнчен куçарнă. 2007 çулхи программăпа килĕшӳллĕн 21203 çын çăмăллăхсемпе усă курса шăл е хăлха протезĕ лартма пултарнă. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче ТР Министрсен Кабинечĕ 2008 çулта усă курас суммăна палăртса постановлени йышăннă. Пĕтĕмпе кăçал 62300 пин тенкĕлĕх тăкак палăртнă, вĕсенчен шăл протезĕсене – 56450 пин тенкĕ, хăлха протезĕсене – 5850 пин тенкĕ (2007 çултинчен 4100 пин тенкĕ ытларах). Республикăн муниципаллă районĕсемпе хуласен округĕсем панă заявкăсемпе вара пĕтĕмпе 68978 пин тенкĕ кирлĕ. Çаксене тивĕçтерес тесен тата 12528 пин тенкĕ кирлĕ. Тĕслĕхрен, Хусана 18000 пин тенкĕ кирлĕ, чăннипе 14316 пин тенкĕ уйăрнă.
Хăлха, шăл протезĕсемпе ĕçлекен тухтăрсене «яка çулпа çăмăллăн пыраççĕ» тееймĕн. Пĕрремĕшĕ – çăмăллăха тивĕç пациентăн тӳлевсĕр протез лартма тивĕççине ĕнентерекен документсем пухса йĕркелеме вăхăт нумай каять (уйрăмах федераллă льготниксен), иккĕмĕшĕ – больницăсенчи оборудованисене тахçантанпах улăштарман. Паллах, вĕсемпе паха протез хатĕрлесе лартма çăмăл мар. Виççĕмĕшĕ – тӳлевсĕр протезсене пур больницăра та лартмаççĕ, шалу пĕчĕк пулнипе кадрсем те çителĕксĕр. «Харкам больницăсене çак ĕçе явăçтарсан çынсен черетре çав тери нумай вăхăт кĕтмелле пулмĕччĕ», – тесе шутлать Хусанăн тĕп стоматологĕ, 7№ стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ А.Х.Греков. Çакăнта каласа хăварни вырăнлă пулĕ, 2004 çулта йышăннă саккун тăрăх Раççей Федерацийĕн шайĕнче тӳлевсĕр протезсем лартассине пăрахăçланă. Халĕ вырăнти влаçсен йышăнăвĕсемпе Тутарстанра, Самар облаçĕнче, Чăваш Енре тата темиçе çĕрте кăна тӳлевсĕр протезсем лартаççĕ.
Социаллă хӳтлĕх органĕсем паракан списокпа 2005 çулта 113617 çынна протез лартмалла пулнă, 2007 çулта – 105870 çынна. Куратпăр ĕнтĕ, пĕлтĕрхи цифра самаях пĕчĕк, апла пулин те врач-стоматолог врач-терапевт пекех питĕ кирлĕ çынсене. Мĕншĕн тесен çынсен йышĕн 90-95 проценчĕ куллен стоматологран пулăшу кĕтет. Нумайăшĕ вара (77 проценчĕ) харкам стоматологсем патне мар, патшалăх поликлиникисене пулăшу шыраса килет.
Хăлха протезĕ кирлĕ çынсен шучĕ те çулсерен ӳсет. Çырчаллинчи «Хăлха илтменнисен реабилитаци центрĕ» тахçантанпах начар илтекенсемпе тачă ĕçлет. Унăн ĕçне халĕ регион шайĕпе хаклаççĕ. Директор çумĕ, сурдолог Г.А.Казакова каланă тăрăх, центр халĕ Менделеевски, Елабуга, Мензелинск, Анат Кама районĕсенчи çынсен сывлăхĕсене тĕрĕслесе тăрать. Юлашки çулсенче япăх илтекен ачасем йышланни пăшăрхантарать. Паянхи куна центрта 7442 çын учетра тăрать. Хăлха илтмелли аппаратсене кӳрсе килесси вăраха тăсăлнипе черет пĕрмай ӳсет.
 
: 1190, Хаçат: 10 (740)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: