Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юнкун, мартăн 5-мĕшĕнче, Хусан Ратушинче халăх, уйрăмах хĕрарăмсем, питĕ нумайччĕ. Пĕрле пуçтарăнма сăлтавĕ те пурччĕ çав, ара, умра Хĕрарăмсен кунĕ-çке. Çуллен мартăн 8-мĕшне халалласа çак вăхăтра Хусанта хĕрарăмсен хула пухăвĕ иртет. Мероприяти фанфар сассинчен мар, Ратушăн кашни картлашки çине тенĕ пек тăрса тухнă Суворов училищин курсанчĕсем кашни хĕрарăма: «Ырă кун, уяв ячĕпе!» – тесе кĕтсе илнинчен пуçланчĕ тесен те йăнăш мар. Çурхи уявпа хула мэрĕ Ильсур Метшин зала пуçтарăннисене кăна мар, хулари мĕнпур хĕрарăма (618 пин çын) саламларĕ. Унтан чи пултаруллисене наградăсемпе чысларĕ.
 
Мэр хаваслă церемоние республикăн пысăк наградине тивĕçнисене, халăх сывлăхне сыхлас ĕçре çитĕнӳсем тунăшăн ТР Президенчĕн Указĕпе Элла Аглуллинăпа ( Хусанти Васкавлă пулăшу больницин кардиологи уйрăмĕн заведующийĕ) Зульфия Салаватуллинăна ( Хусанти 2№ Ача çуратмалли çуртăн врач акушер-гинекологĕ) «Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята панинчен пуçларĕ.
Çак кун Хусанăн Хисеплĕ кĕнеки çине тата тепĕр икĕ çыннăн ячĕ çырăнни те савăнăç. Хула Думин Президиумĕн йышăнăвĕпе ку хисепе хула халăхĕн хаваллăх шайне ӳстерес, сывлăхне сыхлас ĕçре хăйсенчен пысăк пай кĕртнĕшĕн Луиза Космылинăпа (ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ) Ирина Питулова (17№ хула поликлиникин тĕп врачĕ) тивĕçрĕç.
Пирĕн пысăк хулара çынсене кирек хăçан та пулăшма хатĕр çынсем те çук мар. Логашинсен çемйи, тĕслĕхрен, 2007 çулта кăна миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварман-ши? Çак çемье пĕлтĕр 300 литр ытла юн панă. Ашшĕ Эдуард Владимирович – 120 хут, амăшĕ Нина Николаевна – 90, аслă ывăлĕ Александр – 111, кĕçĕнни Андрей 18 хут юн йышăнакан станцире пулнă. Хисеплĕ донорсен çемйи те тимлĕхсĕр юлмарĕ çав кун, Ильсур Метшин вĕсене Хусанăн Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Акă вунă çул ĕнтĕ Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Хусанта «Çулталăк хĕрарăмĕ. Çулталăк арçынни: хĕрарăм куçĕпе» конкурса пĕтĕмлетесси йăлара. Кăçал унта хутшăнма пурĕ 63 заявка панă. Пирвайхи турсем малтан хулари çичĕ районта иртнĕ, унта çĕнтернисем хула мероприятине хутшăннă. Çапла вара чи пултаруллисене сакăр номинацире палăртнă.
«Бизнес-леди» номинацире «Поиск» строительствăпа монтаж фирми» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Лариса Королева çĕнтерчĕ. Паллах, çак хисепе пĕр ахаль çĕнсе илмеççĕ. Вăл ертсе пыракан фирма вара чăннипе те калама çук пысăк ĕç тунă: 2007 çулта инвалидсене, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене, пăхаканĕсемсĕр юлнă ватă çынсене, инвалид ачасен социаллă реабилитаци центрне 410 пинлĕх ыр кăмăллăх пулăшăвĕ панă.
Учитель ĕçĕ ĕмĕртенех пархатарлă шутланнă, класс руководителĕн ачасемшĕн ахаль педагог çеç мар, иккĕмĕш анне те пулма тивет. « Хĕрарăм – класс руководителĕ» номинацире Уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 15 № вăтам шкулăн математика учительне Светлана Легошинăна çитекенни пулман. Вăл ТР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, тĕрлĕ конкурссен, çав шутра автор программисен конкурсĕн те лауреачĕ пулнă. Унăн вĕренекенĕсем районти, хулари конкурссенче кăна мар, Раççей конкурсĕсене те хастар хутшăнаççĕ.
Тепĕр «Хĕрарăм – лидер, общество деятелĕ» номинацин çĕнтерӳçи, Хусан патшалăх тар завочĕн ветерансен канашĕн председателĕ Лариса Киян умĕнче пуç тайсан та юрать. Мĕншĕн тесен ку заводпа унăн пĕтĕм çемйин шăпи çыхăннă. Глебов-Киянсен çемье династийĕн ĕç стажĕ 290 (!) çул.
Маликовсем вара республикăра кăна мар, Раççейĕпех, тĕнчипех паллă. «Сайдаш» культура центрĕнчи «Туслăх» вăрçăпа ĕç ветеранĕсен халăх ансамблĕн ертӳçи Гузель Маликова пулчĕ те «Культурăпа ăс-хакăл» номинацин çĕнтерӳçи. Вĕсем çемйипех юрлаççĕ. Ывăлĕ Муса Маликов халĕ Франкфуртри музыка академийĕн аспиранчĕ, Р. Вагнер ячĕллĕ халăхсен хушшинчи премийĕн лауреачĕ. Уява хутшăннă хĕрарăмсем валли Маликовсем те ятарласа юрă парни хатĕрленĕччĕ.
Хĕрарăмăн çĕр çинче чи таса тивĕçĕ – анне пуласси. «Хĕрарăм-анне» номинацие тӳрех икĕ анне тивĕçнĕ. Вĕсем Наиля Дроничкинăпа (вăл ултă ача амăшĕ, вĕсенчен тăваттăшне усрава илнĕ, ВИЧ инфекциллĕ ачасем) пилĕк ача амăшĕ, 28 çулти Гульшат Сабитовская.
«Хĕрарăм – çулталăк тĕслĕхĕ» номинаци çĕнтерӳçи «Булкăпа кондитер комбиначĕ» УАОн улăштаракан мастерĕ Людмила Волкова, чăн та, тĕслĕхе илмеллискер, тĕрлĕ конкурссен номинанчĕ кăçал тепĕр «Раççейĕн чи лайăх çăкăр пĕçерекенĕ – 2008» ята тивĕçнĕ.
Уява хĕрарăмсене халалланă пулин те залри хăш-пĕр арçын, тĕрĕсрех каласан, конкурс çĕнтерӳçисем, ячĕпе те ăшă сăмахсем янăрарĕç çав кун. Çапла вара: «Арçын-лидер» номинацире – «Казметрострой» МУП генеральнăй директорĕ Марат Рахимов, «Арçын – ырă кăмăллă чĕре» номинацире – Ачасен техника пултарулăхĕн тата инновацилле технологисен республика центрĕн хушма пĕлӳ паракан педагогĕ Александр Антоновпа «Корстон-Хусан» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Раис Мубаракзянов çĕнтерчĕç.
 
: 1383, Хаçат: 10 (740)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: