Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Кĕтме пĕлекене – парне» тенĕ пекех эпир те каярах юлса пулин те «Сувар» хаçат çырăнакансен хушшинче ирттернĕ лотерейăра выляса илнĕ парнесене валеçме тухрăмăр.
Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче пурăнакан О.С.Тимрякова патне, пĕлнĕ пекех, чей ĕçнĕ вăхăтра пырса кĕтĕмĕр. Вăл шăпах чей курки выляса илнĕ-çке. Çавна кура çĕнĕ бокалтан ĕçнĕ чей тата тутлăрах пек туйăнчĕ.
– Эпĕ «Сувара» икĕ экземпляр çырăнатăп. Пĕри – килте, тепри – хĕр патĕнче. Унта хăнана кайсан та вулама кирлĕ вĕт мана. Эпĕ ăна пĕр нимĕн сиктерми тĕпĕ-йĕрĕпе вуласа пыратăп, – тесе ăсатрĕ пире Октябрина Степановна.
Хăçан та пулсан киле таврăнаймасăр Пăва вокзалĕнче ларса юлсан эпĕ ниçта та мар, вокзал çывăхĕнче пурăнакан Ивановсем патне каятăп. Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ-Шăхаль каччипе Тутиел хĕрĕ Пăвара йăва çавăрнă. «Сувар» хаçата Альберт Геннадьевича ĕçрен (Агропромснабран) çырăнса панă иккен, çавăншăн вăл ертӳçине Ансар Мансурович Сибгатуллина тав тăвать. «Пĕтĕм страницисене васкаса пăхса тухатпăр малтан, унтан Е.Турхан илсе пыракан «Тĕлĕнтермĕшсенчен» е кулăшсенчен вулама тытăнатпăр», – теççĕ Ивановсем.
Кипеккасси ялĕнче пурăнакан, блокнотпа авторучка выляса илнĕ Алексей Попов килĕнче пулмарĕ, вăл Пăва хулинче таксист пулса ĕçлет, парнесене çамрăк мăшăрне парса хăвартăмăр. Вăл «Верук тĕпелĕнчи» рецептсене пуçтарсах пырать иккен, ТV программи пурри те çемье енчĕкне перекетлет.
Александра Ивановна Чугунова килти тумне хывса «Сувар» футболкине тăхăнчĕ те:
– Эпĕ ку парнене тахçантанпах кĕтетĕп, хаçата та юратса вулатăп, – терĕ. Футболка тăхăннă Александра Ивановнăна курсан Мăкăр ялĕнче хаçата вулакансен шучĕ ӳсессе шанатпăр.
 
: 1259, Хаçат: 23 (701)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: