Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕре çывăраймасăрах ирттерчĕ кĕçĕр Марина. Ирех тăрса каçран кучченеçсемпе хатĕрлесе хунă сумкине йăтса Çĕпреле каякан автобус чарăнăвне утрĕ. Вăл Упи ялĕнче вырнаçнă ачасен приютне васкать, ывăлĕпе хĕрĕ икĕ уйăх ĕнтĕ унта пурăнаççĕ. Наркологи диспансерĕнчен ĕнер кăна таврăннăскер, ирпе урамра çын çуккипе савăнса утрĕ. «Ял-йыш умне курăнма та намăс», – шухăшларĕ вăл. Хĕрĕх пĕр çулхи çамрăк хĕрарăм автобус çинче те шухăша путса ларса пычĕ, иртнĕ пурнăçне куç умне тепĕр хут килтерчĕ. Çĕнйĕркелӳ тапхăрĕ хыççăн пурнăç улшăнса кайни, Мускава сутма кайнă чух пĕр «КамАЗ» фургонĕ пахча çимĕç аварие пула шăнса юрăхсăра тухни, унтан кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайни... Тăванĕсем пулăшнипе çĕнĕ çурт та лартрĕç вĕсем, анчах çурт пулчĕ те, пурнăçĕ пулаймарĕ. Çутă пуçлă савăтри эрехе хуйхă пусарса, ывăннă çинчен сыпкалани ӳсĕртрĕ те, ĕрĕхтерчĕ те, намăса та хăварчĕ.
Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче Чăнлă шывĕ хĕрринче пĕр гектар çĕр çинче вырнаçнă «Ăшă çурт» приют хуçалăхĕ. Тăхăр çул каялла кунта мăянпа эрĕм кăна ӳснĕ пулсан – халĕ чăн-чăн хуçалăх. Кĕлечĕ те, мунчи те, выльăхсен витисемпе картисем те, такăнса ӳкмелĕх выльăх-чĕрлĕхĕ те пур.
Юхăннă ача çуртне юсасан шăп хĕллехи Микула кунĕнче уçăлнă çак приют. Çавăнпа та унăн директорĕ З.М.Пелепейкина кашни килекен çĕнĕ куна приютра пурăнакан ачасемпе вĕсене пăхакан ĕçченсемшĕн Çветтуй Николай турăшĕ умĕнче кĕл туса пуçлать. Темĕн те пулнă кунта тăхăр çул хушшинче. Приют стенисем ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе йĕнĕ ача сассисене те е килĕсене каясшăн мар вĕсенчен тарса пытаннине те, пăхакансем ĕнĕрленĕ сăпка юррине нихăçан та манса каяс çук. Çак çурт ачасене ăшăтнă та, çитернĕ те, тумлантарнă та, йăпатнă та. Приют ĕçĕ тăлăха юлнă е тата ытти пурнăçри пăтăрмахсене çакланнă ачасене социаллă реабилитаци, адаптаци парасси çеç мар, ял хушшинче вырнаçнă приют вĕсене ял хуçалăх, кил таврашĕнчи ĕçсене хăнăхма вĕрентет. Кунта виçĕ ĕне, вăкăр, сыснасем, чăх-чĕп усраççĕ. 10 гектар çĕр çинче çĕр улми, выльăх кăшманĕ, утă, тĕрлĕ пахча çимĕç ӳстереççĕ. Ку, паллах, хăйсене çиме те, суту-илӳ тума та çитет. Çав укçапа ачасене тĕрлĕ музейсене, цирка илсе каяççĕ. Хусанти аквапаркра, Раифа мăнастирĕнче, Атăлпа Кама хушшинчи заповедникра, Пăвари Пăр керменĕнче пулса курнă. Ку ĕçре вĕсене пулăшакансем те нумай, вĕсенчен пĕри – «Татспиртпром» генеральнăй директорĕ Р.Р.Шайхутдинов. Икĕ çулхинчен тытăнса вун çичĕ çула çитичченхи вăтăр ачаран, 34 ĕçлекенрен тăракан пысăк çемьен «Владимировец» трактор, «Газель» пĕчĕк автобус тата «УАЗ» автомашина пур. Ачасен приютĕнче йĕркеленнĕ фермер хуçалăхĕ хăйĕн опычĕпе, ĕçĕпе паллаштарма кĕнекесем те кăларнă, ăна социаллă инновацисен аталанăвĕн фончĕн дипломĕпе наградăланă. Пухса илнĕ пахча çимĕçе те ачасем ĕçлекенсемпе пĕрле консервăласа хуплаççĕ. «Пĕрре çапла интереслĕ калаçу тĕлне пултăм, – каласа парать стационар уйрăмĕн заведующийĕ А.В. Скорнякова. – Пĕр хĕр ача амăшне телефонпа шăнкăравлать: «Анне, эсĕ помидорсене пуçтартăн-и-ха? Пуçтар та банкăсене хурса хупла. Эсĕ пĕлетĕн-и икĕ кашăк тăвар та пĕр кашăк песок ямаллине? Çавăн пек яр», – тесе амăшне ăс вĕрентет».
Ачасем приютра пулнă вăхăтра ашшĕ-амăшĕсем вĕсем патне килсе кайма пултараççĕ, уявсене пĕрле ирттереççĕ, каникул вăхăтĕнче килĕсене те илсе каяççĕ. Вырăнти ял хутлăхĕн представителĕсем, социаллă хӳтлĕх ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕсем патне кайса çӳресе ятарлă калаçусем ирттереççĕ, эрех тыткăнĕнчен тухма больницăна вырттараççĕ, ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ. Ачасене ашшĕ-амăшĕсенчен уйăрнин тĕп сăлтавĕ хăш чухне вĕсен ĕç вырăнĕ çукки те пулать. Хĕвел тухăç енчен килнĕ çынсем Раççей гражданлăхне илейменнине пула ачисем те документсăрах юлаççĕ, кун пек чухне приют ĕçченĕсем ачасене медицина полисĕсем е ытти документсем, чирлисене инвалид докуменчĕсене илме пулăшаççĕ. Çапла майпа, пĕр ачан приютра пурăннă вăхăтра пухăннă пенси укçипе 18 çул тултарнă çĕре газ, çутă кĕртнĕ çурт туянса параççĕ. «Вĕсем пирĕншĕн ылтăнран та хаклă, ашшĕ-амăшĕ прависене илнĕ хыççăн ачисене ача çурчĕсене ăсатаççĕ, пирĕн вĕсене унта ярас килмест, эпир вĕсене çемьесене вырнаçтарма тăрăшатпăр. Пирĕн Упи тăрăхĕнче вунă çавăн пек çемье», – каласа параççĕ ĕçлекенсем.
Эпир пынă кун приютра питĕ хĕрӳ тапхăрччĕ. Ĕçлекенсем кӳршĕре хăпартса лартнă çĕнĕ приют çуртне япаласене куçараççĕ. Унăн хĕрлĕ шăвăçпа витнĕ тăрри инçетрен курăнса ларать. Ăна 2002 çулта «Стройдизайн» ХАО тума тытăннă та палăртнă вăхăтран маларах ĕлкĕртсе ачасен аллине панă. Февралĕн 22-мĕшĕнче Упире пысăк уяв иртнĕ, çурта пысăк хăнасем – ТР премьер-министрĕ Р.Н.Минниханов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Р.Ш. Губайдуллин, ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Г.Ахметов, ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕ А.Ф.Шафигуллин тата район ертӳçисем хутшăннипе уçнă. Çĕнĕ çурт туни питĕ вăхăтлă пулнă, киввинче вырăн хĕсĕкрех те, ачасемпе ĕçлекенсене те чи кирлĕ условисем çуккипе кансĕртерех пулнă.
Хальхи çап-çутă, пысăк «Ăшă çуртра» бассейн, тренажер залĕ, компьютер класĕ пур. Актовăй залра спутниклă антенна лартнă, плазмăллă экранлă пысăк телевизор, библиотека, санитари енчен пĕтĕм правилăсене пăхăнса çĕкленĕ çурта.
Г.Х. Ханбикова психолог ачасене психологилле пулăшу паракан кабинетпа паллаштарчĕ. Кунта çĕрлехи тӳпери çăлтăрсем çутатакан кавир, кресло-трансформер, типĕ бассейн, тĕрлĕ тĕслĕ çутăсен вăййи тата ытти ачасен хавшанă нерв системине çирĕплетмелли аппаратурăсем. Хальхи вăхăтра кунта кĕске пурнăçĕсенче тĕрлĕ йывăрлăхсем курма ĕлкĕрнĕ 13 чăваш ачи, 11 тутар ачи, 6 вырăс ачи пурăнаççĕ. Приют Çĕпрел, Пăва, Кайпăç районĕсенчи ăнман çемьесен нушисене тивĕçтерет.
Пĕрре пăхсан, çын çут тĕнчене ырă курма кăна килнĕ пек туйăнать. Анчах «Пурнăçăн хӳри пăрăнăç», – теççĕ, хурине те, шуррине те кăтартать. Ачасен шăпине патшалăх хăй çине илни, ашшĕ-амăшĕ парайманнине пама тăрăшни вĕсенчен тивĕçлĕ гражданин тума пулăшать. Упири приютра ачасене ĕçлеме хăнăхтарни, ăс пани мана И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн йĕркисене аса илтерчĕ. Пĕрмаях чăваш халăхĕшĕн çунса пурăннă вĕрентекенĕмĕрĕн чăваш халăхне пиллесе хăварнă сăмахĕсем паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатман. Хальхи вăхăтра та çемьесен И.Я.Яковлевăн халалĕнчи сăмахсене асра тытни пăсмĕччĕ: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр. Килĕштерсе, тĕреклĕ пурăнакан çемьешĕн пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ӳтĕре ясарпа ан варалăр, ӳсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре, ачăрсене чипер сыхă усраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр».
Марина ачисем амăшĕ курма килнипе шкула та каймарĕç. Вĕсем виççĕшĕ диван çинче шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç. Те шоколадпа пылак çимĕç çисе тăраннипе, те амăшĕнчен уйрăлассинчен хăраса, Артем апат çиме те каймарĕ. «Эсир ан йĕрĕр, эпĕ нумай тăмастăп, илсе каятăп сире», – йăпатрĕ вĕсене амăшĕ. Тăван кил, анне ăшшине нимĕн те çитмест, паллах. Ачасен çĕнĕ приючĕ хутнипе мар, ĕçлекенсем ачасене паракан ăшăпа тултăр.
Ăçта ăшă – çавăнта ырлăх.
 
: 1185, Хаçат: 10 (740)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: