Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кунра (июнĕн пĕрремĕшĕ) çĕршыври кашни хулара, çав шутра пирĕн республикăра та, ыр кăмăллăх акцийĕсене ирттересси йăлара. ТР Президенчĕн М.Шаймиевăн Указĕпе 2007 çула Ыр кăмăллăх çулталăкĕ тесе палăртнăран кăçал Тутарстан çак кун çине тата пысăкрах тимлĕх уйăрчĕ.
Тутарстанăн тĕп сцени М.Джалиль ячĕллĕ тутар патшалăх академи оперăпа балет театрĕ те июнĕн пĕрремĕшĕнче ача-пăчана хăнана чĕнчĕ. Социаллă учрежденисенчи, ача çурчĕсенчи, çул çитменнисен клубĕсенчи, республикăри обществăлла ача-пăча организацийĕсенчи пурĕ 1000 ача валли ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви «Таттрансгаз» тулли мар яваплăхлă обществăпа пĕрле ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркелерĕç.
Концерт пуçланас умĕн пĕчĕк туссене ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин саламласа Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна 61 çĕршывра паллă тунине, Тутарстанра 2007 çула Ыр кăмăллăх çулталăкĕ пулнăран вăл кăçал хăйне евĕрлĕ иртнине каларĕ. «Единая Россия» партипе пĕрле эпир кăçал Тутарстанри кашни ачана савăнтарма тĕллев лартрăмăр»,– терĕ вăл.
Уяв концерчĕ хăй те çĕр-çĕр ачана савăнăç парнелерĕ-çке. Ара, «Таттрансгаз» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕпе Рафкат Кантюковпа ТР Президенчĕн социаллă ыйтусен енĕпе ĕçлекен советникĕ Татьяна Ларионовăсăр пуçне сцена çине Раççей телеканалĕн чи юратнă няни Анастасия Заворотнюк та тухса ачасене уяв ячĕпе саламларĕ-çке, çуллахи каникула хаваслă ирттерме ăнăçу сунчĕ. «Счастливое детство», «Кристалл» ташă ушкăнĕсемпе пĕрле Мускав хăнисем «Возрождение» балет ташлани тата «Рефлекс» эстрада ушкăнĕ юрлани те тахçанччен асра юлĕ.
 
: 1346, Хаçат: 23 (701)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: