Хусанти 12-мĕш номерлĕ музыкăпа хореографи шкулĕнчи «Изумруд» ташă ушкăнĕсен ячĕ конкурсран конкурса янравлăрах та янравлăрах илтĕнет. Халиччен пысăк сцена çинче аслăрах классенче вĕренекенсем кăна хăйсен пултарулăхне кăтартатчĕç, ку вĕренӳ çулĕнче вара кĕçĕннисен ушкăнĕ те куракан умне тухрĕ. Çамрăк «Изумруда» пĕрремĕш конкурсрах асăрхарĕç. Ытти ушкăнсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать вăл – костюмсемпе те, ташлас пултарулăхпа та, йăл куллипе те, сцена çинче хăйне тирпейлĕ тыткалассипе те, вырăссем çакна пĕр сăмахпа артистичность тесе палăртаççĕ. Паллах, темĕнле пултаруллă коллектив пулсан та ташă интереслĕ мар-тăк куракан асне кĕрсе юлаймĕ, жюри членĕсен кăмăлне çавăрма вара татах та çăмăл мар. Çаплах «Изумруд» çитĕнĕвĕсенче те чи малтанах унăн ертӳçин тата ташăсем лартаканĕн Лилия Шарафутдиновăн тӳпине палăртмалла.
Лилия Валерьевна Чăваш Енри культурăпа çутĕç училищинче вĕреннĕ вăхăтрах халăх ташшисене кăмăлланă, Хусан патшалăх культурăпа искусство академийĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ чух вара çак туртăм тата вăйлăрах çирĕпленнĕ. Халĕ Шарафутдинова класĕнче вĕренекенсен репертуарĕнче вырăс, тутар, казах, акăлчан ташшисем. Лилия Валерьевнăн ĕмĕчĕ – чăваш халăх ташшине лартасси. Анчах ăна пурнăçлама çăмăлах мар иккен. Пултаруллă, çĕнĕрен те çĕнĕ ташă вĕренме хатĕр хĕр ачасем пур, костюмĕсене те тупма пулать (шкул директорĕ О.Н. Мартынова çамрăк артистсене яланах пулăшма хатĕр, кашни ташă валли çĕнĕ костюм çĕлеттерме тăрăшать). Мĕн çитмест ташă ăстине? Музыка. Хусанта чăваш халăх ташшин кĕввине тупма йывăр иккен. Пулсан пулĕ стилизациленĕ эстрада ташши. Пурăна киле «Изумруд» ертӳçин çак ĕмĕчĕ пурнăçланĕ тесе шанас килет.