Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Туя туй пек тума, кирпĕч хума тата... «хĕрарăм» сăмаха тĕрĕс çырма пĕлмесен, пĕр шутласа тăмасăр Шупашкара, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн кулăш ăсти Виталий СЕРГЕЕВ патне васкăр. Паллашăр, пирĕн хăна – Шупашкар артисчĕ!
– Витали, артист пултарулăхĕ сана камран куçнă?
– Çемьере артистсем пулман пирĕн, пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Георги хĕресне тивĕçнĕ асатте купăс лайăх каланă теççĕ. Хам эп ача чухне хулиганччĕ, шкулти, ялти пĕр концертпа спектакле те хутшăнмасăр юлман.
– Кĕлпук мучин кулăшĕсемпе хăçан «паллашрăн»?
– Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне аппа çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатчĕ. Вырсарникунсенче вара мана пĕр сумка апат-çимĕç тултарса вĕсем патне яратчĕç. Хаваспах çула тухаттăм. Пĕрре хулана куратăн, тепре – тăвансене. Ун чух йыснан магнитофон пурччĕ, унта Кĕлпук мучи (чăваш халăх артисчĕ Е. Никитин) калаçнине çыртарнăччĕ. Пĕрмаях çавна яраттăм. Кĕлпук мучин интонацине итлеттĕм. Калаçăвне çырса илтĕм те кайран ăна ялти концертсенче кăтартма пуçларăм. Çапла Кĕлпук мучи пулса та тăтăм. Унтан района, Шупашкара илсе кайма тытăнчĕç. Кулăш жанрĕ хама та килĕшме пуçларĕ.
– Артист профессийĕ çинчен ачаранах ĕмĕтленнĕ эппин?
– Ача чухне пурте артист пулма ĕмĕтленеççĕ вĕт, эпĕ те вĕсенчен юлман. Артистсем сцена çинче юрласа-ташласа кăна пурăнаççĕ пек туйăннă ĕнтĕ. Çитменнине шкулта вĕреннĕ чухнех мана районта пĕлетчĕç. Шупашкарта Мускаври Щепкин ячĕллĕ училищĕне вĕренме кĕме конкурс иртнине пĕлсен, хама тĕрĕслесе пăхма шутларăм, анчах пĕр балл çитейменнипе илмерĕç. Шкултан тин кăна вĕренсе тухнăскер, конкурс мĕн иккенне, ăна мĕнпе пуçса çимеллине те пĕлмен эп. Конкурс хыççăн чăваш халăх артисчĕ Геннадий Терентьев (Ухтер мучи) пычĕ те: «Эх, Витали, ма эсĕ пĕр-икĕ кун маларах ман пата килмерĕн? Эпĕ сана хатĕрлесе çитернĕ пулăттăм»,– терĕ.
– Хурланнипе строитель пулма шутларăн-и вара?
– Хурланнипе мар, ун чух ку професси çывăхрах пек туйăнатчĕ, ялта нимесене çӳресе кирпĕч хума вĕреннĕччĕ ĕнтĕ, çапла ЧПУри строительсен факультетне документсене патăм. Анчах каллех пĕр балл çитеймерĕ. Çапах та пуçа усмарăм, тӳрех Канашри 16-мĕш профтехучилищĕне строймастера вĕренме кĕтĕм.
– Хăвна пĕтĕм район пĕлни пурнăçра пулăшрĕ-и?
– Пулăшни-мĕнĕ, çара кайнă чух блат пекки кăшт пулчĕ пуль. Çар комиссариачĕ сĕтĕрме пуçласанах мана çар комиссарĕ (эпĕ унпа маларах паллашнăччĕ): «Витали, сана Германие яратпăр»,– терĕ. Германи тесен урăх япала та-ха, хирĕçлемерĕм.Чи интересли – ун чухне манăн çартан пăрăнса юлас шухăш пуçра та пулман, ачаранах çара каймалла тесе ӳснĕ. Германире нумай тытăнса тăраймарăмăр, пирĕн çара кăларсан Молдавие лекрĕм. Çав вăхăтра молдавансен те хăйсен çарне туса хурас килсе кайнă. Эпĕ отпуска таврăнсан, манпа пĕрле хĕсметре тăракан ачасене килĕсене янă. Чаçе çитсен мана та киле ячĕç, çапла çулталăк çурă кăна салтакра пулнă эпĕ.
– Çартан таврăнсан аслă шкула кĕмех шутларăн-и?
– Ку тепĕр мыскара. Тĕрĕссипе, эпĕ аслă шкул еннелле çаврăнса та пăхмастăп тенĕччĕ. Çартан таврăнсан Канашри МСОна ĕçе вырнаçрăм. Пĕррехинче ĕçрен килсен пахчара тăрмашаттăм, çак вăхăтра такам шăхăрать, хама шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ учитель иккен, хăй сыпкаланă, пĕрене çинче лара парать. «Витали, кил-ха, сан вĕренме каймалла»,– тет. «Ăçта?»– тетĕп. «Университета»,– хуравлать вăл. «Эпĕ унта кайнă, пăнчине лартнă»,– тетĕп. Унтан: «Атя-ха, киле леçсе яр»,– тет ку. Тумлантăм та кайрăмăр ун патне, пĕр пулăштух кăларчĕ. Çапла калаçа-калаçа пĕр сетка туллиех чăваш чĕлхипе литература кĕнекисене тултарса ячĕ: «Все, хатĕрлен, тепĕр эрнерен экзаменсем пуçланаççĕ. Кайса заявлени пар»,– терĕ юлашкинчен. Вăл мана ӳкĕте кĕртрех. Мĕнех, хăтланса пăхас терĕм те, икĕ çулшăн илмен отпускпа усă курса Шупашкара кайрăм.
Культурологи уйрăмне малтан пултарулăх турĕ пулать. Факультетăн декан çумĕ В.Абрамов мана асăрханă. Экзаменсем патăмăр. Манăн каллех пĕр балл çитмерĕ. Документсене каялла илме кайсан, вăл мана: «Витали, пастай-ха, ан васка»,– терĕ. Унтан О.Викторов проректорпа паллаштарчĕ. Ăна хамăн юптарусене, сăвăсене вуласа патăм. Килĕшрĕ пулас. Тата чи интересли – ман хушамат та, ят та, атте ячĕ те чăваш филологийĕпе культурологи факультечĕн деканĕн В.И.Сергеев профессорăнни пек пулни. Экзаменсем вĕçленсен, университетăн профессорĕсемпе преподавателĕсен канашлăвĕ пулать, ун хыççăн – концерт. Вара вĕсем мана çав концертăн программине кĕртрĕç. Кайран Виталий Иванович каласа панă тăрăх, вĕсем ман документсене малтанах хатĕрлесе хунă иккен. Эпĕ хам юптарăва каласа пĕтерсенех вĕсем залра ларакан ректор Л.Кураков патне пынă та шӳтле-шӳтлех: «Лев Пантелеймонович, е çак ачана вĕренме илетпĕр, е мана ĕçрен хăтарăр»,– тенĕ. Çапла шӳтле-шӳтлех ректор приказ çине алă пуснă. Кафедра пуçлăхĕ З.Григорьев сентябрь пуçламăшĕнче телеграммăпа мана вĕренме чĕнсе илчĕ.
Вĕсен шанăçне тӳрре кăлартăм тесе шутлатăп. Экстернлă майпа университета тăватă çулта пĕтертĕм, аспирантурăна вĕренме кĕтĕм. Вĕреннĕ чухнех Н.В.Никольский, Г.И.Воронцов, Н.И.Ашмарин, ЧР Президенчĕн стипендиачĕсем пулма тивĕçрĕм.
– Эппин, ЧПУра Виталий Иванович-асли, Виталий Иванович-кĕçĕнни тени хушаматсем пĕр пеккипе кăна çыхăннă?
– Эпир тăвансем мар, çапах та халĕ В.Сергеев профессор маншăн пичче вырăнĕнчех.
– Тăван факультетра декан çумĕ пулса ĕçленĕ çĕртен театра чун туртнипе куçрăн-и?
– Вăл вăхăтра декан В.Родионовчĕ, унпа пĕр чĕлхе тупаймарăмăр, аспирантурăна та çав сăлтавпах пăрахрăм. Тата В.Оринов (культурологи уйрăмĕн преподавателĕ, режиссер) та ун чух çамрăксен театрне куçрĕ, çапла эпĕ те унран юлмарăм. Халĕ ăкă ĕнтĕ тăхăр çул театрта ĕçлетĕп.
– Мĕнле рольсене выляма кăмăллатăн?
– Тĕрлĕ жанрпа ĕçлеме интереслĕрех, тексчĕ кăна лайăх пултăр. Тĕслĕхрен, М.Вольерăн «Мăйракаллă упăшка» пьесинче Джорж Дантене, Н.Сидоровăн «Пушмак пăру мыскари» камитĕнче – Маркиле, А.Толстойăн «Семья Вурдалакра» Виктор рольне савăнса вылятăп.
– Кулăш жанрĕпе малашне те ĕçлеме шутлатăн-и?
– Кулăш вăл – çав тери йывăр жанр, çынсене шухăшлаттарса култарма тăрăшмалла. Çавăнпа кулăшла калавсем хăвăрт çырăнмаççĕ, çапах та Кĕлпук мучи стилĕпе малалла ĕçлес шухăш пур-ха.
– Витали, кулăшла монологсене сана кам çырса парать?
– Кулăш жанрĕпе ĕçлеме пуçласан материал çитместчĕ, пĕр япалана ялан усă курни куракана та, хама та йăлăхтарать. Хальхи вăхăтра вара пĕр ахаль никам та, нимĕн те çырса памасть. Çапла монологсене хамах çырма пуçларăм, пĕчĕк материалсем пуçтартăм. Кайран «Капкăн» журналпа туслă пулни тата хавхалантарса пычĕ. Çапла пуçтарăннă материалсене çухатас мар тесе «Хуйхăратăп» сăмаха мĕнле çырас-ши? Пĕрле е...» кĕнеке кăлартăм. Калавсемпе юптарусем тепĕр кĕнеке валли те çителĕклĕ пуçтарăнчĕç ĕнтĕ, анчах хальлĕхе кĕнеке кăларма вăхăт çитмест-ха.
– Витали, эсĕ Чăваш Енре паллă артист, вăхăтĕнче «Телехупах» телекăларăма та ертсе пыраттăн, Хусан чăвашĕсем вара санпа пĕрремĕш хут 2006 çулта «Чăваш пики» конкурсра кăна паллашрĕç. Пирĕн хулана мĕншĕн хальччен килмен эсĕ?
– Хусан пире лайăх йышăнать, анчах тĕлпулăвĕсем сахалрах. Кунта пиртен кăна килмест вĕт-ха, енчен те пире çакăн пек тĕлпулусем йĕркелесе паракан пулсан эпир пĕр сăмахсăрах килнĕ пулăттăмăр.
– Концертсем ертсе пырасси, туйсемпе юбилейсенче тамада пуласси санăн чун киленĕвĕ-и е...?
– Вăл – пурнăç хистени. Театрта илекен укçа – арçын укçи мар, çавăнпа туйсенче, юбилейсенче тамада пулса ĕçлеме тивет. Юлашки вăхăтра туйсене чăваш йăлипе ирттересси модăна кĕчĕ. Вара сухалсем çыпăçтарса, мăн кĕрӳ такмакĕсем каласа ертӳçĕ пулатăп.
– Апла сан канма та вăхăт çук пуль?
– Вăхăчĕ, чăн та, çукрах, халĕ автошкулта вĕренетĕп, театрта та ĕç çителĕклех. Нумаях пулмасть И.Дмитриев режиссер лартнă «Ромео и Джульетта» мюзиклăн премьери пулчĕ. Питĕ нумай ĕçлерĕмĕр, мюзикл лартни театр историйĕнче пулманччĕ-ха. Тата ялта хурт-хăмăр ĕрчететĕп, унта та час-часах çӳреме тивет.
– Ку ăсталăх тата сан ăçтан?
– Вăл каллех мыскара. Канашри МСОра ĕçленĕ чух прорабăн юбилейĕнчен кăшт хĕрĕнкĕ таврăнтăм. Анне çакна курчĕ те: «Эпĕ сана çуралсанах пыллă-хуртлă пулма пиллерĕм, эсĕ мĕн тăван?»– тесе тустарчĕ кăна. Вăт çавăн чух анне сăмахĕсем хăлхана кĕчĕç те. Тепĕр кун ирех колхоз утарне вĕçтертĕм, утарçăпа калаçрăм, вăл мана икĕ кивĕ вĕлле парса ячĕ. Вĕсене тӳрлетсе икĕ çемье (рой) ятăм. Ялти хурт-хăмăр ăстисенчен кĕнекесем пуçтартăм, «Пчеловодство» журнал, «Пасека» хаçат çырăнса илтĕм. Вăт çапла пуçланчĕ те. Халĕ ман çирĕме яхăн вĕлле.
– Малашнехи ĕмĕтӳсем мĕнле?
– Хамăн пурнăçа йĕркелесе ярасси, хваттер е çурт туянасси. Ытти хальлĕхе мана йăлтах тивĕçтерет.
– Эппин, ăнăçу сана, калаçушăн тав.
 
Пирĕн досье
Виталий СЕРГЕЕВ:
35 çулта,
Çуралнă: Чăваш Ен, Канаш районĕ, Анаткас Татмăш.
Вĕреннĕ: Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕ, Канашри 16-мĕш профтехучилище, Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультечĕ, аспирантура.
Ĕç вырăнĕ: «Канашская» МСО, ЧПУри ЧФКФăн декан çумĕ, халĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ.
Чун киленĕвĕ: вĕлле хурчĕсем.
Çемье: хальлĕхе пĕччен.
 
: 1821, Хаçат: 9 (739), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

Олег Прокопьев (2008-12-04 20:25:34):
Ирина, Эсĕ "Хыпарта" "ЧĂваш хĕрарăменче ĕçленĕччĕ вĕт-ха малтан. Халĕ кунта-им? Римма "Самантра" Тутарстанра çак журнала çырăнаççĕ-и?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: