Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 25-мĕшĕнче писатель-драматург, скульптор, ӳнерçĕ-график, СССР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Герасим Дмитриевич Харлампьев (Пилеш) çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.
Г.Д.Харлампьев 1913 çулта Курмăш уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикине кĕрекен Элĕк районĕ) Аслă Тукташ ялĕнче çуралнă. Чулхулара педагогика рабфакне пĕтерсен Мускаври ӳнер техникумне вĕренме кĕнĕ. Пĕр вăхăт Çĕрпӳ районĕнчи Упи ялĕн шкулĕнче столяр, учитель пулса та ĕçленĕ. Унтан Чăваш кĕнеке издательствин ӳнерçинче тăрăшнă. Чылай вăхăт Чăваш патшалăх ӳнер галерейин директорĕнче вăй хунă.
Литературăна Пилеш пĕр пайлă пьесăсемпе «пырса кĕнĕ»: «Марфа», «Пĕр колхозра», «Тăн кĕртрĕç», «Турикасри туй». Çак пьесăсене вăрçă хыççăнхи çулсенче «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче пичетленĕ. Каярахпа çырнă «Çурхи кĕвĕсем», «Юрату вилĕмсĕр», «Юлашки тĕлпулу» пьесăсене К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче те лартнă. Куракан йышлă çӳренĕ çав спектакльсене.
1952 çулта Г.Харлампьевăн пĕрремĕш кĕнеки «Тăрнасен ташши» пичетленсе тухнă. 1955 çулта çак кĕнекене Мускавра, 1979 çулта тепĕр хут Шупашкарта пичетлесе кăларнă. «Тăрнасен ташшине» кĕçĕн тата вăтам çулсенчи ачасем валли çырнă 16 пĕчĕк калав кĕнĕ. Вĕсенче автор ачасене пĕчĕкрен чĕрчунсене, ӳсен-тăрана юратма вĕрентнĕ. Дисциплинăна пăхăнасси çине те тимлĕх уйăрнă. Пĕтĕмĕшле илсен писателĕн нумай произведенине вырăсла, украинла, белорусла, пушкăртла куçарнă.
Герасим Пилеш харăсах Писательсен союзĕн те, Художниксен союзĕн членĕ те пулнă. Кĕнекесене ӳкерчĕксемпе нумай илемлетнĕ вăл, литература журналĕсенче карикатура ӳкерчĕкĕсене пичетленĕ. Ывăнма пĕлмен ӳнерçĕ çавăн пекех плакатсем, реклама композицийĕсем хатĕрленĕ.
Герасим Дмитриевич обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. Хулара та, ялсенче те вулакансемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Чăваш литературине аталантарнăшăн ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ, КПСС обкомĕ, Чăваш АССР Министрсен Совечĕ Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă пултаруллă писателе, ӳнерçе. Герасим Харлампьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.
Г.Д.Харлампьев (Пилеш) 1994 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче вилнĕ.
Герасим Пилеш хăйĕн нумай енлĕ пултарулăхĕпе яланлăхах чăваш халăхĕн асне кĕрсе юлнă.
Паянхи куна Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕн фончĕсенче Г.Харлампьевăн 28 кĕнеки упранать. Вĕсенчен паллăраххисем: «Икĕ пьеса» (1949), «Тăрнасен ташши» (1952), «Пĕчĕкçеç юмахсем» (1955), «Çурхи кĕвĕсем» (1957), «Палюк мучи кĕнеки» (1958), «Иртнĕ çулсенче» (1959), «Илемлĕ ир» (1961, 1964, 1966,1970), «Утарта» (1964), «Ытарайми çĕршывра» (1971), «Чуну таса пулсан» (1973), «Вăрман юрри» (1974), «Йăлтăр çăлкуç» (1976), «Пăшăлтисем» (1983) тата ыттисем.
 
: 1466, Хаçат: 9 (739)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: