Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕрремĕш хут ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев хушăвĕпе аслă çулсенчен ялсене çитиччен асфальтлă çулсем сарма программа йĕркеленĕ. Ăна пурнăçлама тĕп программа çумне тата 2,1 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă. Çак программăпа килĕшӳллĕн 137 ял патне çити 170 километр тăршшĕ çул сарнă.
Вак чул, хăйăр, битум алă айĕнче пулсан çул тăвасси ним те мар пек. Анчах...
Анчах та, ТР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Ильдус Ирфанович Фасхутдинов каланă тăрăх, яланах укçа çитмест. Апла пулсан та кашни çул аслă çулсен тăршшĕ ӳссе пырать. Кунта, паллах, Раççей бюджечĕсĕр ĕç тухмасть.
– 2007 çул валли пурĕ 13,65 миллиард тенкĕ куçарнăччĕ, – тет министр. – Çав шутран çулсене юсама тата çĕнĕ тума Раççей бюджетĕнчен 4,15 миллиард тенкĕ, Тутарстанран – 9,1 миллиард тата Хусан хулин бюджетĕнчен – 0,4 миллиард тенкĕ куçарнă. Питĕ нумай укçа çулсене юсамашкăн каять, акă 2007 çулта кăна 344 километр юсама 1,8 миллиард тенкĕ укçа пĕтрĕ.
Унсăр пуçне тата проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме, çĕрсене касма (межевани), искусственнăй çутă конструкцийĕсене тытса тăма, çулсемпе кĕперсен диагностикине тума тата ытти ĕçсене саплаштарса пыма пурĕ 325,9 миллион тенкĕ укçа кайрĕ. Кăçал та плансем питĕ пысăк. Республикăри çул-йĕр хуçалăхĕн финансированийĕ ӳснине кура тата çав укçапа вырăнлă усă курма, уйрăмах ялсен хушшинчи çулсене вăхăтлă тума Тутарстанра çул-йĕр компанийĕ туса хурасшăн. Çак ĕçсене пĕтĕмпех «Татавтодор» УАОна шанса парасшăн.
Электротранспортпа автобус маршручĕсем те сахал мар пирĕн республикăра. Пурĕ 3132 автобус, 237 троллейбус тата 408 трамвай вакунĕсем тытса тăраççĕ куçакан состав паркĕнче. Пĕлтĕр республикăри транспорт предприятийĕсем 401,1 миллион пассажир турттарнă. 2006 çулпа танлаштарсан, 20 миллион нумайрах. Çаплах хула çум маршручĕпе усă куракансем те нумайланса пыраççĕ. «Вĕрентӳ» нацпроекта пурнăçламашкăн республикăри 200-е яхăн ял шкулĕсен вĕренекенĕсене 208 автобус турттарать.
Пĕлтĕр, çулталăкĕпе пурĕ 412,5 миллион тенкĕлĕх 1856251 социаллă билет сутнă. 2006 çулпа танлаштарсан социаллă пулăшусемпе 15 процент ытларах усă курать халăх. Паянхи кун Хусан транспортпа çӳреме электронлă карточка çине куçса пырать. Ку, паллах, мĕн чухлĕ пассажир турттарнине, çав шутран çăмăллăхсемпе усă куракансене шута илсе тăрас ĕçе çăмăллатать.
Сывлăш транспорчĕпе те мухтанмалăх пур. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан пĕлтĕр çĕнĕ рейссем уçнă. Уйрăмах чикĕ леш енне нумай вĕçме пуçланă. 2006 çулпа танлаштарсан пĕлтĕр хамăр çĕршыв тăрăх – 34,6 процент, ют çĕршыва 51,1 процент нумайрах пассажир вĕçсе кайнă. Çаплах «Казань» аэропортра пассажирсене автоматизациленĕ системăпа регистрацилес ĕçе те хута янă. Çак çĕнĕлĕх питĕ пысăк хăвăртлăхпа, пĕр çынна 40 çеккунтра, регистрацилет.
Шыв транспортĕнче те çĕнĕлĕхсĕр мар. Пĕлтĕр «Марс-2000» сывлăш тултарнă карап çӳреме пуçларĕ. Юр çинчен те, шыв çинчен те вĕçтерсе кăна пырать вăл. Паянхи кун карап «Хусан – Тури Услон» маршрутпа çӳрет. Кунне 250 çын турттарма пултарать. Малашне çакăн пек карапсем тата та пулмалла-ха. Вĕсем вара тĕрлĕ çĕре çитĕç. Питĕ ансат транспорт.
Чукун çул транспорчĕ çинчен калас пулсан, вăл чи тăнăç, канлĕ, хăрушсăр тата йӳнĕ транспорт темелле. Нумайăшĕ ăна кăмăллать, унпа усă курма тăрăшать. Çуллен пуйăссем темиçе миллион пассажир турттараççĕ, пĕр çĕршывран теприне мĕн чухлĕ тиев сĕтĕреççĕ.
Кунсăр пуçне пĕлтĕр министерство çĕнĕ чукун çул линине планлама тата тума шут тытнă. 2030 çулччен 230 километра яхăн Хусан – Элмет – Пĕкĕлме линине хута ямалла. Август вĕçĕнче çаплах Юдинопа Залесный поселокĕсем хушшинче Ачасен чукун çулне туса хута ячĕç. Билетсене те халĕ кассăна çитмесĕрех интернет урлă туянма пулать.
Хусан метрополитенĕ те пĕр вырăнта тăмасть. Унăн станцийĕсене ӳстерме 2007 çулта пĕтĕмĕшле бюджет финансированийĕнчен 1,97 миллиард тенкĕ, çав шутран ТР консолидациленĕ бюджетĕнчен 1,3 миллиард тенкĕ куçарнă. Кăçал август вĕçĕнче «Çĕнтерӳ проспекчĕ» станцине уçмалла.
– Çул çинчи транспорт инкекĕсене илес пулсан та, пĕлтĕр ытти çулсемпе танлаштарсан 15,4 процент чакнă, суранланнисем те 14,3 процент сахалрах. Вилекенсем вара, шел пулин те, нумай пулмасан та 2 процент таран ӳснĕ, – терĕ докладчик. – Транспорт комплексĕнчи предприятисенче çул çӳрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ĕç пырать. Водительсене кашни çулах çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн программипе вĕрентеççĕ, унтан аттестаци ирттереççĕ. Автобус, трамвай, троллейбус водителĕсен хушшинче çаплах конкурссем иртеççĕ.
Тата çакна та палăртса хăвармалла, çул çинче 373 транспорт инкекĕ пулни пĕтĕмпех начар çулсен айăпĕпе. Ку пĕлтĕрхи кăтартусем.
Транспорт услугисен хакĕ ӳсни тата çулсем тăвас, юсас ĕçсем хаклăланни пĕтĕмпех çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ ӳснинчен килет. 2007 çулта кăна 40 процента çитрĕ.
Çул-йĕр тăвас, юсас материалсем те самаях ӳсрĕç: битум – 12 процент, вак чул 67-рен 97 процента çитрĕ, цемент – 112 процент, хăйăр – 67 процент.
Чăнах та вак чул, хăйăр тата ытти те алă айĕнче мар, ура айĕнче пулсан та, çул тăвасси çăмăлах мар иккен.
 
: 1119, Хаçат: 9 (739)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: