Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2007 çула Тутарстан вăрман хуçалăхĕн управленийĕ пысăк реформăпа вĕçлерĕ: ТР Президенчĕн Указĕпе 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Вăрман хуçалăхĕн министерстви йĕркеленчĕ, Тутарстанра пурĕ 30 лесничествăна (унта 124 лесничество участокĕ кĕрет) çирĕплетрĕç. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен «Лесничествăсем» патшалăх бюджет учрежденийĕ йĕркеленчĕ (унăн тĕп тĕллевĕ – вăрмана сыхлассине, лартассине, çĕнетессине ертсе пырасси тата çут çанталăк, техноген пулăмĕсенчен сыхлакан вăрман лаптăкĕсемпе хуçаланасси). Унчченхи «Лесхоз» патшалăх учрежденийĕнчен «Лес» патшалăх бюджет учрежденийĕ туса хучĕç. Вăл ытларах хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлать, урăхла каласан, «Лесничествăсем» тунă килĕшӳсемпе вăрмансене сыхлать, сутлăха йывăç хатĕрленипе пĕрлех вăрмансене çĕнетсе пырать. Çĕнĕ министерство февралĕн 14-мĕшĕнче реформа çулталăкне пĕтĕмлетрĕ, 2008 çулăн тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Коллеги ларăвне ТР Премьер-министрĕ Р. Минниханов хутшăнчĕ.
Тĕрĕссипе, Тутарстан Раççейĕн сахал вăрманлă регионĕсен шутне кĕрет. Республикăн касмалли вăрманĕ пурĕ 1785,5 пин кубла метр кăна, çитменнине тата унăн ытларах лаптăкне (85 процент) çемçе çулçăллă йывăçсем йышăнаççĕ. Вăл вара йӳнĕ чĕртавар пулнине кура тупăшлă мар-мĕн. Çак сăлтавпах Тутарстанра йывăç хатĕрлекен ятарлă предприятисем сыхланса юлман. Ку вара тепĕр йывăрлăх кăларса тăратнă: ватăлнă вăрман лаптăкĕсене ӳстернĕ. Вĕсенчен усси сахал-мĕн, вăхăтра касмасан йывăçăн пахалăхĕ чакать тата вĕсем тавралăха çут çанталăк пулăмĕсенчен те аван сыхлаймаççĕ. Юлашки 10 çулта кăна кун пек вăрман лаптăкĕ 413 пин кубла метр ӳснĕ. Вăрман хуçалăхĕнче татса паман ыйтусем вуншар çул пухăннă. Хальхи вăхăтра çивĕччисенчен пĕри вăл – çемçе çулçăллă йывăçсене касса суту-илӳ тăвакана тупасси.
Вăрман ĕлĕкренех тупăшлă отрасль пулни каламасăрах паллă, унпа усă курма пĕлсен, паллах. Анчах Тутарстан ку енĕпе мухтанаймасть-ха хальлĕхе. Мĕншĕн тесен тулли хăватпа ĕçлемест. Сăлтавĕ – вăрман хуçалăхĕ рынок самани ыйтнă пек ĕçлеме хăнăхманни. Паллах, инвесторсем килмесен вăл малашне те тупăшлă отрасль пулмĕ. Йывăç хатĕрлекен предприятисем, вăрман поселокĕсенче асфальтлă çулсем пулмасан инвестици илĕртесси иккĕленӳллĕ. Вăрман хуçалăхĕ ку йывăрлăхран патшалăх пулăшăвĕсĕр тухайманнине ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов та çирĕплетрĕ: «ТР Президенчĕ республикăра йывăç хатĕрлемелли пысăк предприятисем тумалли çинчен каларĕ. Ман шутпа, пĕчĕк бизнеса та аталантармалла. Шел, хальлĕхе пирĕн вăрман хуçалăхĕ тупăшлă маррипе конкуренцие çĕнтереймест. Апла-тăк ăна конкурентлă тумалла. Сирĕн тĕп тĕллев – продукцие вырнаçтармалли рынок тупасси. Вăрман хатĕрлекен бригадăсем, техника кирлĕ. Паллах, пĕрле шутласа татмалли ыйту ку»,– терĕ вăл кун пирки.
2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен РФ Вăрман кодексĕ вăя кĕни Вăрман хуçалăх министерствине алă çавăрса яма пулăшмалла пек, çĕнĕ законпа килĕшӳллĕн халĕ вăрманпа усă курнăшăн тӳлемелле. Урăхла каласан, лару-тăрăва вăрман лаптăкĕсене арендăна парса лайăхлатмалли мел. «Вăрманта утă çулма пĕр ахаль лаптăксем уйăрса парас вăхăтсем иртсе кайрĕç,– сăмаха малалла тăсрĕ Премьер. – Вăрман лаптăкĕсене арендăна панă чух çирĕп килĕшӳсем тумалла. Мĕн тума илет вăл ăна, унпа мĕнле усă курма тăрăшать, мĕнле продукци кăларма планлать, çынсем валли ĕç вырăнĕсем пулаççĕ-и? Паллах, лаптăка арендăна илчĕ-тĕк, унăн тирпей, вăрмана çĕнетесси çинчен те шутламалла»,– терĕ.
Вăрман хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене пула Раççей регионĕсенчен нумайăшĕнче çамрăк хунавсен питомникĕсем юхăнчĕç, телее, пирĕн республикăна ку пырса тивмен. Хальхи вăхăтра Тутарстанра мĕн пурĕ 560 гектар йышăнаççĕ вĕсем. Çамрăк хунавсене ӳстермелли агротехника, технологи пирĕн çӳллĕ шайра. Ассортимент та пуян, пурĕ 65 тĕрлĕ йывăçпа тĕм. Вăрман хуçалăхĕн министрĕ З.Абдуллин малашне министерство йывăçсемпе тĕмсене заказпа ӳстерсе тупăш тума шутланине пĕлтерчĕ.
Отрасль тупăшлă пулманнине кура çамрăксене питех илĕртмест. Ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçинчен икĕ хут пĕчĕкрех, çавăнпа вăрманçă профессине суйлакан яш-кĕрĕм те сахал. Лубянски лесхоз-техникум директорĕ М.Губайдуллин каланă тăрăх, унта вĕренекен 90 ачаран лесничествăсенчен направленипе вĕренме килнисем пурĕ те иккĕн çеç. Чăн та, кунтан вĕренсе тухнисем ĕçсĕр юлмаççĕ-ха, ытларахăшĕ профессипе ĕç тупма тăрăшать. Çапах та вĕренĕве кластер системипе йĕркелесен усси нумайрах пулассине шантарчĕ.
Паллах, отрасльти çакăн пек пысăк улшăнусем çынсен шăписене тивмесĕр иртмеççĕ. Вăрман отраслĕсен профсоюз комитечĕн ертӳçи В.Ионов каланă тăрăх, телее, ку хутĕнче вăрман хуçалăхĕн штачĕ питех чакман. Анчах пĕчĕк ĕç укçи пулнипе, пурăнмалли вырăн çуккипе специалистсем ĕçлеме килесшĕнех мар-мĕн. ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов Лубянски совхоз-техникумпа Хусанти аграри университечĕн вăрман хуçалăхĕпе экономика факультетне вĕренĕве тĕллевлĕ йĕркелесе кадрсен ыйтăвне татмаллине каларĕ: «Эпир ку факультета çĕнĕрен уçрăмăр-тăк – вăл пулмаллах. Специалистсене хамăр патра хатĕрлемелле. Вĕренӳ ытла хака ларнипе пирĕн çамрăксем Йошкар-Олана вĕренме каяççĕ. Çак ыйтăва пăхса тухмалла. Ĕç вырăнĕсене сыхласа хăвармалла пирĕн»,– терĕ. Çаплах пурăнмалли çурт-йĕр те хальхи вăхăтра татса парайми ыйтăвах маррине пĕлтерчĕ. Кун валли республикăра социаллă ипотека, «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси», «АПК аталанăвĕ» программăсем пуррине аса илтерчĕ.
 
: 1325, Хаçат: 8 (738)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: