Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк пуçламăшĕнче пур министерствăсемпе ведомствăсем иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетсе кăçалхи плансене палăртаççĕ. Иртнĕ эрнере ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви коллеги ларăвне ирттерчĕ. Унта ТР Премьер-министрĕ Р.Н.Минниханов, ТР Журналистсен союзĕн председателĕ Р.А.Ратникова, ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Р.Г.Нугуманов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ И.И.Гильмутдинов, Раççей Ача-пăча тата çамрăксен организацийĕсен наци канашĕн председателĕ А.В.Соколов тата ыттисем хутшăнчĕç. Чи малтан, паллах, асăннă министерствăн ертӳçи М.М.Бариев доклад турĕ.
– 2007 çула пĕтĕмлетнĕ май, çакна каласа хăвармалла: ума лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçланă, – тесе пуçларĕ Марат Мансурович хăйĕн докладне. – Нормативлă финансировани çине куçнă май, спорт мероприятийĕсене ирттерессин тăкакĕсен çĕнĕ нормине йышăннă. Çамрăксен политикин нормативне, Тутарстанра туризма аталантарассин проектне сӳтсе явнă. Чи пысăк çитĕнӳсенчен пĕри – министерство йĕркелекен ĕçсене пурнăçлама федераллă укçа-тенкĕ ытларах килни: 2006 çулпа танлаштарсан пĕлтĕр Федераци шутĕнчен тăватă хут нумайрах укçа-тенкĕ кĕчĕ. Çакă нихçанхинчен нумайрах спорт сооруженийĕсем туса хута яма май пачĕ – пĕлтĕр пурĕ 135 спорт сооруженине хута янă.
Çакна Р.Н.Минниханов та ырларĕ. «Республикăри районсемпе хуласенче юлашки çулсенчи пек нумай спорт объекчĕ нихăçан та туман, – терĕ вăл. – Халĕ вара тепĕр ыйту сиксе тухрĕ: тренерсем çитмеççĕ». Опытлă тренерсем районсенче юлччăр тесен вара вĕсене тивĕçлĕ ĕç укçипе, çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Сăмах май, физкультурăпа спорт учрежденийĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 5666 тенке, çамрăксен ĕçĕсемпе ĕçлекен учрежденисенче 4791 тенке çитнĕ.
2007 çул Федерацин Атăлçи округĕнче Çамрăксен çулĕ пулнă май, Тутарстанра та ку тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçленĕ. Республикăра çамрăксен проекчĕсене грантсемпе пулăшас система ĕçлеме пуçланă. Студентсен ĕç отрячĕсем (унта 8 пин студент хутшăнать), обществăлла йĕркене сыхлакан «Форпост» йĕркеленӳ (651 отрядран тăрать), «Созвездие» фестиваль (70 пин ача хутшăнать) çулран çул вăй илсе пыраççĕ. Ыр кăмăллăх çулĕнче Тутарстанра волонтерсен юхăмĕ вăйлă аталанчĕ. Политикăра та хăйсене кăтартма пуçларĕç çамрăксем: декабрьте иртнĕ суйлавра пирĕн республикăран Алина Кабаевăна, Ильдар Гильмутдинова тата Виктория Черкесовăна РФ Патшалăх Думин депутатне суйларĕç.
Ача-пăчапа çамрăксем ытларах та ытларах спорт патне туртăнни уççăнах куçкĕрет. ТР Вĕренекенсен VI спартакиадинче çĕнтернĕ командăсене шăпах ларура ТР Премьер-министрĕ Р.Н.Минниханов кубокпа тата дипломсемпе чысларĕ. Чи пысăк парни вара ачасемпе вĕсен тренерĕсене урамра кĕтрĕ: пĕрремĕш вырăнсемшĕн – «ПАЗ» автобуссем, иккĕмĕшпе виççĕмĕшсемшĕн – «Газельсем». Федерацин Атăлçи округĕнчи Вĕренекенсен спартакиадинче те Тутарстан команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2007 çулта пысăк çитĕнӳ тума пултарнă çамрăк спортсменсене те асăнса хăварас килет: Е.Волкова çăмăл атлетикăпа, Д.Шкурихинăпа А.Кабаева художествăлла гимнастикăпа тĕнче чемпионкисем пулса тăчĕç, Е.Соболевăпа Л.Колчанова çăмăл атлетикăпа тĕнче чемпионатĕнче II вырăн йышăнчĕç, Ильнур Закарин велоспорт енĕпе Европа чемпионĕ, Алексей Фурасьев Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиадăн икĕ хутченхи чемпионĕ пулса тăчĕç.
Тутарстанри туризм ĕçне хакласа Р.Н.Минниханов çапла каларĕ: «Тутарстана туристсем килччĕр тесен инфраструктурăна аталантармалла. «Казань» тата «Бегишево» аэропортсем тĕнче шайĕнчи стандартсене тивĕçтермеççĕ. Хусанти юханшыв портне те реконструкци туса пĕтермен. Республикăн тĕп хулинче вăтам хаклă хăна çурчĕсем те çукпа пĕрех. Туристсем йӳнĕрех çĕре вырнаçма тăрăшаççĕ вĕт», – терĕ вăл. Сăмах май, кăçал Тутарстанри туризм аталанăвĕн тĕллевлĕ программине йышăнмалла. Çакă «пăра вырăнтан тапратасса» шанас килет.
2007 çулта çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес программа та нихçанхинчен аван пурнăçланчĕ: республикăри 31 муниципаллă йĕркеленӳри 2200 çамрăк çемье хваттерлĕ пулчĕ пĕлтĕр.
2008 çул Раççейре те, Тутарстанра та Çемье çулĕ пулнă май, ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви те хăйĕн кăçалхи планĕсене чи малтан çамрăк çемьене аталантарасси, пулăшасси çине тимлĕх уйăрать. Республикăра ик çĕре яхăн тренер çитмест, сăлтавĕ чи малтанах – ĕç укçи пĕчĕк пулни. Шутласа пăхăр-ха: Актаныш районĕнчи тренерсем уйăхра 10 пин тенкĕ (опытлă тренершăн ку та сахал) илеççĕ, Çĕпрелте 2300 çеç. Мĕнле пурăнмалла ку укçапа? Кăçал çак çитменлĕхсене пĕтерме, тренерсен ĕç укçисене тивĕçлĕ шая çĕклеме тĕллев лартнă. Пекинра иртекен Çуллахи XXIX Олимп вăййисене Тутарстанран хĕрĕх ытла спортсмен хутшăнĕ.
Чи пысăк задача вара Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствишĕн кăçал – 2013 çулхи Универсиадăна Хусанта ирттерме заявка тăратас кампанире çĕнтересси. Плансем пысăк, пурнăçламалли нумай – ĕçлеме кăна ан ӳркен.
 
: 1196, Хаçат: 8 (738)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: