Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере ТР Финанс министерстви Федераллă налог службин тата Федераллă казначействин республикăри управленийĕсен ертӳçисене пухса пĕрлехи лару ирттерчĕ. Кунта, паллах, укçа-тенкĕ çинчен сăмах пычĕ: 2007 çулта бюджет мĕнлерех ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕсене тата кăçалхи финанс, казначей, налог тĕллевĕсене сӳтсе явнă. Финансистсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмашкăн çаплах ларăва Федераллă казначействăн ертӳçи Р.Е.Артюхин, ТР Правительствин членĕсем, ТР Президент Аппарачĕн, ТР Министрсен Кабинечĕн, ТР Патшалăх Канашĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Ларăва ертсе пыраканни вара ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов пулчĕ.
Чи малтан республикăра налог пуçтарас ĕçсем мĕнлерех пынипе ТР Федераллă налог службин Управленийĕн ертӳçи Мидхат Шагиахметов паллаштарчĕ.
– Чи пĕлтерĕшли тата нумаййи – тупăшран илнĕ налог – пĕлтĕр 29 миллиард та 873 миллион тенкĕ кĕнĕ, – тет налог службин хуçи. – Ун хыççăн уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕнĕ укçа та 26 миллиарда çитрĕ. Ку 2006 çулпа танлаштарсан 7 миллиард нумайрах. Апла пулсан та çак налога нумайрах пуçтарас тесен чи малтан Республикăри ведомствăсем хушшинчи комиссипе пĕрле пурнăç шайне тата законлă тупăша ӳстерес тĕлĕшпе ĕçлемелле. Кунта, паллах, правăна сыхлакан тата надзор органĕсен тĕрĕслесех тăмалла.
Çĕр налогĕ те çуллен ӳссе пырать. Атăлçи тăрăхĕнче пирĕн республика çак налогпа пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çĕр лаптăкĕсем те уйрăм çынсем патне куçаççĕ. 2007 çулта кăна 20 пин ытла документ тунă. Анчах та çĕрпе суту-илӳ тăвакансем нумайланса пыни пăшăрхантарать. Вĕсене сăнасах тăмалла.
Çак сăмахсене илтсен Рустам Минниханов чăтаймарĕ:
– Реестртан кашни килĕшӳшĕн налог тӳлеттермелле. Налог органĕсен çак йĕркесĕрлĕхпе кĕрешмелле. Малашне тĕрĕслетпĕр. Çирĕпрех пулăр.
– Ĕçлетпĕр, паллах, пĕлтĕр акă, пĕтĕмĕшле илсен, çĕршĕн 4,9 миллиард тенкĕ пуçтарнă. 2006 çулпа танлаштарсан 22 процент нумайрах, – тăсрĕ доклада Мидхат Рафкатович. – Тата пĕр япала канăç памасть, организаци пуçлăхĕсен чеелĕхĕ. Хăшĕ-пĕрисен компенсаци сумми ĕç укçинчен темиçе хут нумайрах. Ĕç укçи 3 пин пулма пултарать, компенсацийĕ вара 60 пин.
Компенсаци тӳлевĕсенчен («хăрпăр çын хăй машинипе организацире усă курни»...) пĕрлĕхлĕ социаллă налог илĕнмест, хăш-пĕр пулăмсенче тупăш тăрăх илекенни (подоходный) те хурăнмасть иккен. Мидхат Шагиахметов каланă тăрăх, налогран пăрăннисем Тутарстанра çителĕклĕ, тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 4 миллиард тенкĕ ытла налог хуман.
– Консолидациленĕ тата ТР бюджечĕн планланă тăкаксен шутĕнчен 98 процентпа, вырăнти бюджет вара 99 процентпа усă курнă, – тесе пуçларĕ хăйĕн докладне ТР финанс министрĕ Радик Гайзатуллин. – 2007 çулта бюджетра ĕçлекенсен ĕç укçине ӳстересси çинчен кăна пĕрре мар сӳтсе явнă та йышăннă. Ĕç укçи пĕтĕм республикипе вăхăтлă та пĕтĕмĕшле парăнать. Кăçал тата çаплах чи пысăк тĕллев – бюджетлă учрежденисене нормативлă финансировани çине куçарса, отрасль системипе тӳлеме пуçласси.
Çак цифрăсене итлесе пĕтерсенех Рустам Нургалиевич докладчика чарса хăй шухăшне калама пуçларĕ:
– Кашни çемьен бюджет пур, çапла вĕт? Укçана ăçта ярассине те шутласа хунă. Экономисĕр те пулмасть, паллах. Çавăнпа та кашни организаци те системăпа ĕçлемелле. Учредительсем пирки каласан та, укçана ăçта куçарса, мĕн тавăрнине шута илмелле. Енчен те экономи юлчĕ пулсан, ĕçлекенсене ĕç укçи парса хавхалантармалла. Çитменлĕх ан пултăр. Йĕркесĕрлĕх лайăххи патне илсе çитермест. Укçана кирлĕ çĕре ямалла.
– Кăçал январь уйăхĕнчен шкулсенче нормативлă финансирование куçассине пурнăçларăмăр. Анчах та сметăсем тăрăх пăхсан пин çурă шкул нормативран иртсе каять. Норматива çитейменнисем те сахал мар-ха, 778 шкулăн тăкакĕсене саплаштарма республика бюджетĕнчен тата 512 миллион тенкĕ куçарнă. Муниципалитетсем вара хăйсен енчен вĕрентӳ сферине оптимизаци тĕлĕшĕнчен программа йышăнма сăмах параççĕ.
Çаплах докладра электронлă документ çаврăнăшĕ çинчен сăмах пычĕ. Ĕç питĕ пысăк хăвăртлăхпа пырасси пирки калаçрĕç. Анчах та, ТР Федераллă казначейство управленийĕн ертӳçи Марат Зарипов сăмахĕпе техника çитменни тата квалификациллĕ кадрсем çителĕксĕр пулни ĕçе чарса тăнă. Урăхла каласан, малашне хутпа аппаланса тăмаççĕ, тӳрех электронлă майпа ярса параççĕ.
ТР Патшалăх Канашĕн бюджет, налог тата финанс тĕлĕшĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Ильсур Сафиуллин та вĕрентӳ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
– 2007 çулта ППЭне миçе çын 4-5 паллăпа панине пире никам та информаци памарĕ. Пĕлмеççĕ. ТР Вĕрентӳпе наука министерствинчен те ыйтрăмăр, вĕсем те шутласа кăлараймарĕç. Мĕне пĕлтерет ку? Паян укçа чирлисем çине тата ачасене вĕрентме каять. Анчах тата...
Предпринимательсем çинчен калас пулсан, пирĕн республика ытти регионсемпе танлаштарсан питĕ лайăх аталанса пырать. Налогсем тӳлессипе те, паллах, малтисенчен пĕри. Анчах та нумай регионсем хăйсен çитменлĕхĕсене кӳршĕрисемпе саплаштараççĕ. Эпир шăп çав донорсем пулатпăр та, – тет Ильсур Миннурович.
Ларура бюджетран автономиллĕ учрежденисем туса ăçта çитессине, мĕнле пурăнассине çеç каламарĕç. Тен, финансистсен идейисем чиперех пулĕç?
 
: 1148, Хаçат: 8 (738)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: