Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шел, экологи, тавралăхăн санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтусем пирĕн çĕршывра, çавăн пекех Тутарстанра та, калама çук нумай. Çак кунсенче ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствинче иртнĕ ведомствăсен хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕнче те çакăн çинченех хĕрӳ калаçу пычĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа, ТР Министрсен Кабинечĕн «Тутарстанăн санитарипе экологин лару-тăрăвне лайăхлатмалли мероприятисем çинчен» 429-мĕш номерлĕ постановленине Хусан Ĕçтăвкомĕ мĕнле пурнăçлани çинчен Хусан хула мэрĕ Ильсур Метшин анлă доклад тунă май, миллион ытла çын пурăнакан хуласене тирпей-илем кĕртесси пĕр кунра татса памалли ыйту маррине палăртсах каларĕ. Паллах, çакна вăл пирĕн çĕршывра куллен пуçтарăнакан каяша утилизацилес, хула тулашне турттарас енĕпе нумай çул ĕнтĕ ятарлă политика çуккипе сăлтавларĕ. Вун-вун çул çак ыйту çине пирĕн хулара та тимлĕх уйăрманран Хусан çывăхĕнчи Самосыровори çуп-çап полигонĕ тахçанах тулнă, çĕннине тума вара шутламан. Çитменнине тата кулленхи каяша йăлтах пĕрле пуçтарнăран полигонри çӳп-çап çунса атмосферăна йывăр металпа вараласа çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
1970 çулсенче йышăннă нормăсем тахçанах кивелни каламасăрах паллă. Кунсăр пуçне тата юлашки çулсенче упаковкăсем (хытă хутлă коробкăсем, пластик савăтсем тата ытти те) ытла нумайланса кайни санкцилемен çӳп-çап куписен шутне ӳстерчĕ. Хусанта рейд ирттернĕ хыççăн çакăн пек 719 свалка пуррине шута илнĕ. Ку чи малтан харпăр çуртсем патĕнче, хула çывăхĕсенчи поселоксенче кулленхи каяша турттарассине халĕ те йĕркелеменнипе çыхăннă. Ильсур Метшин каланă тăрăх, тирпей çуккин тепĕр сăлтавĕ – кулленхи каяша пуçтарассине, полигона турттарассине унччен темиçе организаци пурнăçлани. Малашне çак ĕçе пĕр «Чистый город» компани кăна илсе пырĕ.
Хула мэрĕ Хусана тата ун çывăхĕнчи территорисене тирпейлес ĕçе çанă тавăрсах пуçăннине каларĕ. Çывăх вăхăтра хулара контейнерсен, каяш турттаракан хăватлă машинăсен шутне сисĕнмеллех ӳстерме шутлаççĕ. 800 контейнер туянма укçа уйăрнă та ĕнтĕ. Японире туса кăларнă хăватлă 15 мусоровоз та Хусана килнĕ, ку эрне вĕçĕнче тата 5 машина хушăнмалла. Ятарлă техника пурĕ 103 пулĕ.
Контейнерсемпе мусоровозсем туяннипе кăна ыйтăва татса параймăн, кулленхи каяша тирпейлеме тăрăшмалла. Çак тĕллевпе Хусанăн Мускав тата Вахитов районĕсенче каяша тирпейлекен икĕ завод тума тытăннă. Завод проектне хатĕрлеме пуçăниччен Хусан специалисчĕсем çичĕ çĕршыва кайса вĕсен опычĕпе паллашнă пулин те тĕслĕхе Липецк хулинех илнĕ. Халĕ заводсене çак хулари завод проекчĕпе тăваççĕ. Вĕсене 2008 çулăн февраль тата июль уйăхĕсенче хута ярĕç. Унта çуллен 400000 тонна кулленхи каяша тирпейлеме май пулĕ. Малтан ăна сортировка тăвĕç. Картона, макулатурăна, пластик упаковкăсене, кĕленчене тепĕр хут усă курма ярĕç, мĕн юлнине брикетласа хурĕç. Кун пек брикетсем çунса экологие те пăсас хăрушлăх çук.
Тата тепĕр завод кĕç-вĕç хута каймалла. Малтанхи икĕ завода инвесторсен укçипе тăваççĕ пулсан, кăна вара республика бюджетĕнчен уйăрнă. Хĕлле çуллен Хусан урамĕсенчен пин-пин тонна юр тăкаççĕ. Паллах, таса мар юр ирĕлсе те экологие самай сиен кӳни вăрттăнлăх мар, ара, çак юр шывĕ тӳрремĕнех Казанка юханшывне юхса тухать-çке. Кунсăр пуçне юр тепĕр сезончченех ирĕлсе пĕтмест-мĕн. Çак сăлтавпах ĕнтĕ Хусанти Портовой урамĕнче юр ирĕлтерекен завод тăваççĕ. Ку заводсем пĕр ыйтăва кăна татса памĕç, мĕншĕн тесен вĕсем хушма ĕç вырăнĕсем те. Кашнинче 200 ĕç вырăнĕ пулĕ.
Хусана тирпей кĕртес енĕпе пăр тапранни, чăн та аван япала, анчах районсенчи ялсене ку йĕрке хăçан çитĕ-ши? Шел пулин те, хальлĕхе çырма-çатрасем çав-çавах çӳп-çаппа тулаççĕ.
 
: 1283, Хаçат: 23 (701)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: