Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

1841 çулта уçăлнă дворян хĕрĕсен институчĕн анлă пусмисем тăрăх чипер пикесем мар, салтак аттине тăхăннă каччăсем çӳрессе Анна Николаевна Родионова (çурта шăпах çак улпут укçипе лартнă) шутлама та пултарайман пуль. Çапах та çулран-çул ӳссе пыракан Хусанта вăл ĕмĕрсем хушши истори палăкĕ пек çеç мар, чи кирлĕ çурт пек сыхланса юлни те хăй мĕне тăрать. Чăн та, хĕрсем мар, каччăсем, Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисем пĕлӳ пухаççĕ унта паян. Вăл – 65 çула яхăн ĕнтĕ Суворов училищи.
Хусанти Суворов училищи те çĕршывшăн йывăр вăхăтра, 1944 çулта йĕркеленнĕ. Пин-пин çамрăк ачан шăпипе çыхăннă вăл. 1944 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче Совет Союзĕн 19 облаçĕпе 8 автономлă республикин 8-14 çулти 505 ачи (14 халăх ывăлĕ) çак училищĕн партти хушшине ларнă. Пирвайхи курсантсен йышĕнче полк ывăлĕсем: Юра Малышев, Ваня Пахомов, Вячеслав Тамаркин, Борис Овсянников пулнă. 13-14 çул кăна тултарсан та вĕсем вăрçă вут-хирĕнче çар наградисене тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Юра Малышевăн, тĕслĕхрен, вăл вăхăтрах кăкăрне тăватă награда илемлетнĕ.
Хусанти Суворов училищинчен вĕренсе тухнисем паян Раççей çарĕн мĕн пур подразделенийĕн офицерĕсем. Вăтăр тăваттăшĕ генерала çитнĕ, саккăрăшĕ Совет Союзĕн, Раççейĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ наука докторĕсем, спортсменсем те пур. Пĕр сăмахпа, пурте тăван училищĕн ятне çӳллĕ шайра тытаççĕ.
65 çулти училищĕн, дворян хĕрĕсен институчĕн историне вырăнти музей тĕплĕн упрать. Унăн ертӳçи И.Никитина каланă тăрăх, музейра юлашки вăхăтра, уйрăмах СТС каналпа «Кадетство» сериал кăтартнă хыççăн, çын татăлманпа пĕрех-мĕн. Ытларах шкул ачисем экскурсие килеççĕ. Шкул хыççăн кунта вĕренме кĕрес текенсем те сахал мар. Кăçал, тĕслĕхрен, пĕр вырăна тăватă абитуриент пулнă.
Хальхи вăхăтра Хусанти Суворов училищинче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ 553 ача пĕлӳ пухать. Вăл шутра – чăваш каччисем те. Атте-анне килĕнчен 8 класс хыççăнах уйрăлнăскерсен, хăйсемпе пĕр çулти ытти ачасенчен маларах çитĕнме тивет. Пĕрремĕшĕнчен, училищĕри пурнăç çартинчен пĕрре те кая мар, иккĕмĕшĕнчен, вĕрентӳ программи йывăртарах.
Суворовец-чăвашсемпе паллашма ятарласах кайрăмăр эпир. I курсри 6-мĕш рота курсанчĕсем Павел Кузнецовпа (Çĕпрел районĕ, Матак ялĕ) Денис Иванов (Чăваш Енри Вăрмар поселокĕ) нарядраччĕ, тăрăшса ротăна тирпей кĕртетчĕç. Пире курсан чăваш каччисем кăшт именчĕç пулас, паллах, ентешсене çакăн пек кĕтсе илессе шутламан вĕт вĕсем. Çук, дисциплинăна пăснăран мар, черет çитнипе нарядраччĕ каччăсем çав кун.
«Чăвашла манмарăр-и?»– тесе ыйтсан: «Çук, эпир чăвашсем нумайăн кунта, пуринпе те туслă, хамăр кăна чух чăвашла калаçатпăр»,– терĕç харăссăн.
Павелпа Денис салтак аттине тăхăннăранпа çур çул ытларах кăна-ха. Кунта вĕсем, хăш-пĕрисем пек, «Кадетство» сериалпа «чирленипе» мар, ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕте пурнăçлас, çар династине малалла тăсас тĕллевпе килнĕ. Денисăн, тĕслĕхрен, тăван тетĕшĕ Артур – çар çынни, Оренбургри артиллери училищине пĕтернĕ, халĕ лейтенант, Калининградра хĕсметре тăрать. Павел вара çемьере çар профессине суйланă пиллĕкмĕш çын. Унăн аслашшĕ Поликарп Кузнецов – фронтовик, пиччĕшĕ Валерий – Раççейĕн чи çамрăк генерал-лейтенанчĕсенчен пĕри. Матак каччин яваплăхĕ кунти ытти курсантсенчен темиçе хут пысăкрах: унăн çемье çинчен кăна мар, ял, район чысĕ çинчен те шутламалла, мĕншĕн тесен вăл Хусанти Суворов училищине Çĕпрел районĕнчен вĕренме кĕнĕ пĕрремĕш каччă. Çул уçакана нихăçан та çăмăл пулман, çапах та Павел тăван ен шанăçне тӳрре кăларасса иккĕленместпĕр.
– Чи йывăрри хыçра юлчĕ ĕнтĕ, халь хăнăхрăмăр,– йăл кулчĕç чăваш ачисем, – килтен килнĕ хыççăн çар йĕркине хăнăхма питĕ йывăрччĕ, уроксенче те шкулти пек кăна ыйтмаççĕ, малтан нимĕн тума та вăхăт çитместчĕ. Халĕ йăлтах йĕркеллĕ. Канмалли кунсенче увольненине кайсан, Хусанпа паллашма та ĕлкĕретпĕр,– терĕç вĕсем.
– «Кадетство» сериалти пекех эппин? – ыйтмасăр чăтаймарăмăр эпир.
– «Кадетство» кино кăна, курсантăн чăн пурнăçĕ пач урăхла, кунта йĕрке çирĕпрех,– кĕскен хуравларĕ Денис.
Павел Кузнецовпа Денис Ивановăн училище пăттине çимелле те çимелле пулсан, Пĕкĕлме каччисен, Димăпа Владислав Чебаревсен (пĕр тăвансен ачисем) кĕçех тăван училищĕпе сывпуллашма та вăхăт çитет, вĕсем III курс курсанчĕсем. Ачаранах пĕрле ӳснĕскерсем, Суворов училищине те пĕрлех вĕренме килнĕ. Анчах шел, хăйсем каланă тăрăх, тăвансен малашнехи çулĕ юпленет. Владислав çеç офицер пулма тĕллев лартнă иккен, вăл Ярославльти финанспа экономикăн çар институтне вĕренме кайма хатĕрленет. Дима вара Самара хулинчи аслă шкула суйланă. Эпир паллашнă çамрăксен ăраскалĕ мĕнле пулассине вăхăт кăтартĕ, анчах вĕсене пĕр япала – Хусанти Суворов училищи – ĕмĕрлĕхех çыхăнтарать. Чи пахи – кунта пĕлӳ пухма килнишĕн пĕри те ӳкĕнмест. Апла-тăк, вĕсене ăнăçу, такăр çул сунар.
 
: 1270, Хаçат: 8 (738)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: