Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (28.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки вăхăтра пирĕн обществăра медицинăпа сывлăх сыхлав аталанăвĕнче ĕненӳ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Турра ĕненнипе çыннăн ăс-хакăлĕпе кăмăл-туйăмĕ çирĕпленни те, чун ыратăвĕнчен сыхланни те паллă ĕнтĕ. Чирлĕ çыннăн чун тытăмĕ чиртен сывалнă чухне питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тет медицина çирĕплетĕвĕпе. Шанакан çынсем чирсене çăмăлрах ирттереççĕ. Анчах çын темшĕн чирлесен çеç Турра аса илет, алла кĕлĕ кĕнеки тытать, чиркĕве каять.
Кĕлĕ – тĕрлĕ медитацисенчен пĕри, хăшĕ çыннăн организмне усă кӳрет. Тĕпчевçĕсен шухăшĕсемпе, юн пусăмĕ ӳсекен тата диабетпа чирлекен çынсене кĕлĕ вулани усăллă. Темиçе минут хушшинче юнра холестерин чакать. Тата çаплах ăсчахсем каланă тăрăх, тарăн депрессие путакансен кĕлĕ вулама тăрăшмалла. Пĕр хула больницинчи кардиологи уйрăмĕнче тишкерӳ ирттернĕ: манахсене чĕнсе пациентсемшĕн кĕлĕ вулаттарнă. Опыт пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пациентсенчен нумайăшĕ хăвăрт сывалнă.
Раççей ăсчахĕсем çаплах кĕлĕ вуланă вăхăтра пуç мимине тишкерсе пăхнă. Халиччен наука пуç мими виçĕ тĕрлĕ ĕçленине пĕлнĕ: çывăрман чух тата кĕскепе тарăн ыйхăсем. Çак опыт вара тепĕр тĕрлĕ те ĕçлеме пултарнине тупса палăртнă – «кĕлĕллĕ». Кĕлĕ вуланă вăхăтра пуç мими ĕçлеме чарăнать пек, анчах та информацие туйса пынă вăхăтра шухăшлав процесĕсенчен тата анализĕсенчен пăрăнса каять. Çапла çын чир çинчен шухăшлама чарăнать.
Кĕлĕсĕр пуçне тата православи христианĕсен тĕн паллисем те ырă кӳреççĕ. Тĕслĕхрен, хĕрес тата чан сасси. Хĕрес калама çук пысăк энерги парса тăрать. Паллă ĕнтĕ, хĕресĕн вертикаль пайĕ космосран энерги илсе тăрать, горизонтальли вара ăна çĕр çине ярать. Чан сассине илес пулсан, унăн сасси ян кайса ультрасасă радиацине парса тăрать. Вăл, паллах, уçлăха тасатать, вируссене вĕлерет. Кун пирки пирĕн мăн асаттесем темиçе ĕмĕр каяллах мĕнле эпидемирен, чана мĕнлерех шăратмаллине пĕлнĕ.
Раççейре XX ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче 1270 мăнастир тата 80 пине яхăн чиркӳ пулнă. Турă праçникĕсем вăхăтĕнче чан сассине пула ракетăсем вĕçев траекторинчен пăрăннă.
Çапла, куратпăр ĕнтĕ, наука çĕнĕ тишкерӳсем тунă хыççăн кĕлĕпе икĕ тĕн символĕ – хĕрес тата чан сасси – хăватлă энерги парса чиртен сыватса чуна тасатать.
Турă хăйне юратакансене чир-чĕртен сыватмалли хал парать. Çветтуй Пантелеймон хăй çамрăк чухнех çĕлен сăхса вĕлернĕ пĕр ачана, Туррăн таса ятне асăнса, вилĕмрен чĕртсе тăратнă. Çĕленĕ вара куç умĕнчех татăлса икĕ пая пайланнă. Пантелеймон сиплевçĕ пире, çĕр çинчи тăванĕсене, халĕ те пулăшсах тăрать.
Чиркӳсенче унăн турăшне лартса пăснисене, чирленисене сыватаççĕ. Килте те Пантелеймон сиплевçĕ турăшĕ пулсан аван. Ун çине пăхса çакăн пек каламалла:«Çветтуй Пантелеймон, чĕрене çутат. Чĕрене çутат, ăшăма тасат. Ырă ĕçсем тума аллăма, урама сыват». Виçĕ хутчен каласа сăхсăхмалла. Паллах, ăна чун-чĕререн ĕненсе, пуç çапса ыйтма тăрăшмалла.
 
: 1238, Хаçат: 7 (737)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: