Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Эпĕ юрататăп...» çак икĕ сăмахран пуçлатпăр чĕрери чи ăшă туйăма пĕлтерме. Çветтуй Валентин кунне халалласа Хусан çуллен «Эпĕ юрататăп...» романтикăлла шоу ирттерессине йăлана кĕртрĕ. Çемье çулталăкĕ пулнăран вара ятарлă акцисем те хатĕрлет. Вĕсенчен пĕри «Чи лайăх студент çемйи» конкурс. Унăн пĕрремĕш турĕ январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа Хусанти кашни аслă шкулта иртрĕ. Çурма финалĕ вара А.Гайдар ячĕллĕ Культура çуртĕнче пулчĕ. Сакăр ВУЗăн чи хитре, чи пултаруллă çамрăк мăшăрĕ хутшăнчĕ унта.
– Çемьесем тĕрлĕрен: пĕрле нумай пурăнакансем, йышлă ача-пăча ӳстерекенсем... тата студентсен çемйисем. Аслă шкулта вĕренекенсем пĕрремĕш курсрах çемье çавăракансем те пур. Шел, статистика кăтартнă тăрăх, вĕсем пиллĕкмĕш курс тĕлне арканаççĕ. Эпир Çемье çулталăкĕнче çамрăк çемьесем çине те тимлĕх уйăрма шутларăмăр, çак тĕллевпе «Чи лайăх студент çемйи» конкурс хатĕрлерĕмĕр. Çапла майпа çемье пĕлтерĕшне ӳстерес тетпĕр. Конкурсăн пĕрремĕш турне кашни ВУЗ хăй ирттернĕ. Паян тепĕр пилĕк мăшăр финала тухĕ,– конкурс тĕллевĕпе паллаштарчĕ Хусан Ĕçтăвкомĕн ача-пăча тата çамрăксен организацийĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн ертӳçи Наиля Каримова.
Çурма финала çитнĕ сакăр мăшăрăн тĕп тĕллевĕ – хăйсен çемйин визиткине хатĕрлессиччĕ. Вăл «Эпĕ хам çемьене юрататăп, мĕншĕн тесен...»,– сăмахсемпе пуçланмаллаччĕ. Кашни мăшăрăн тĕрлĕ пулчĕ вăл. Пĕрисем юрласа, теприсем ташласа, виççĕмĕшĕсем кулăшла сценка пек кăтартса хăйсен çемйипе паллаштарчĕç. Паллах, вĕсене пулăшакансем, пĕрле вĕренекен юлташĕсем те килнĕччĕ.
Архитектурăпа строительство университечĕн тăваттăмĕш курсĕнче вĕренекен Никитинсем вара юрату чирĕпе ушкăнра пурте тенĕ пекех чирленине пĕлтерчĕç. Ушкăнри 24 студент хушшинче пилĕк çемье чăмăртаннă-мĕн.
Çемьесем пĕринчен тепри пултаруллăрах пулнăран-ши, жюри финала хăш мăшăр тухнине тӳрех каламарĕ: «Ыран шăнкăравласа пĕлтерĕпĕр»,– текелерĕ çеç. Вĕсен хуравĕ çамрăксене питех килĕшмерĕ курăнать: «Ыранччен кĕтмелле»,– тесе хаш сывлакан та пулчĕ. Жюри пĕтĕмлетӳ тума васкаманни пĕр ахальтен мар, паллах, çакă мăшăрсене финала тата лайăхрах хатĕрленме хистет вĕт.
Февралĕн 14-мĕшĕнче «Ривьера» кану комплексĕнче финалистсем тепĕр хут тĕл пулчĕç. «Чи лайăх студент çемйи» титула çĕнсе илес тесе тупăшрĕç.
 
: 1239, Хаçат: 7 (737)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: