Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 8-10-мĕшĕсенче Раççейĕн ача-пăчапа яш-кĕрĕм творчествин уçă фестиваль-конкурсĕ «Морозко» пĕрремĕш хут Хусанта иртрĕ. Ăна ТР Культура министерстви йĕркеленĕ. Çак мероприяти РФ Культурăпа кинематографин федераллă агентствин «Раççей культури 2006-2010 çç.» программине те кĕнĕ.
Уçă фестиваль-конкурсра ача-пăчапа яш-кĕрĕм тĕрлĕ енчен пултарулăх кăтартать: хореографи, вокал, инструментсем каласси, театр коллективĕсенче вылясси. «Морозко» йĕркелесе ирттерес ĕçе «Интеллект-Клуб» (Мускав) ыр кăмăллăх фончĕ пысăк тӳпе кĕртнĕ. Паллах, РФ культурăпа кинематографин федераллă агентстви витĕм кӳнĕ.
Фестиваль-конкурса çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен пилĕк çĕрĕн хутшăннă. Ахальтен мар çамрăксене пултарулăх кăтартма виçĕ сцена уйăрса панă: С.Сайдашев ячĕллĕ Пысăк концерт залĕ, УНИКС культурăпа спорт комплексĕ тата Вырăс çамрăксен театрĕ. Хусана таçтан-аякран килекен коллективсемпе уйрăм юрлакансем, ташлакансем чылайăн пулчĕç. Тĕслĕхрен, Мурманск облаçĕнчен пысăк ушкăн килнĕ. «Халăх инструменчĕсем калакан» номинацире Алексей Максименко I степеньлĕ диплом çĕнсе илчĕ, Юрий Седин çав номинацирех III степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Аслă çулсенчи ачасемпе пĕрлех кĕçĕн классенче вĕренекенсем те çĕнтерӳçĕ ятне илме тупăшрĕç. Тюмень те Тутарстана пит çывăх мар, апла пулин те унтан та 8-9 çулсенчи ачасенчен тăракан хореографи коллективĕ килнĕ. Фестиваль-конкурсăн географийĕ çинчен сăмах хускатсан вăл чăнах та пысăк пулнине палăртмалла. Тюмень, Мурманск облаçĕсене асăнтăмăр ĕнтĕ. Çавăн пекех Пушкăртстан, Удмурт, Мордва, Буряти республикисенчен тата Свердловск, Оренбург, Пермь облаçĕсенчен, Ханты-Манси, Ямало-Ненец автономи округĕсенчен тата ытти çĕртен килнĕ. Чи аякран килни çулĕпе чи кĕçĕнни пулчĕ курăнать: Болгарирен килнĕ Ивейло Филипов, апла пулин те ачан юрăç ăсталăхĕ те, сцена çинче хăйне хăюллăн, илемлĕ тыткалассипе те вăл пултаруллисенчен пĕри пулни куçкĕрет, «Вокал» номинацире I степеньлĕ диплом илчĕ. Çавăнпа ăна çуркунне В.Спиваков фончĕ йĕркелекен конкурса Мускава чĕннинчен тĕлĕнмеллиех çук. «Морозко» йĕркелекенсем кашни номинацире гран-при парса хавхалантарма шутланă фестиваль-конкурса хутшăнакансене. Анчах ăмăрту питĕ çӳллĕ шайра пулнипе-ши икĕ номинацире кăна пулчĕç çак пысăк премие илекенсем: халăх юррисене юрлакансен номинацийĕнче Саранскран (Удмурт Республики) килнĕ «Моргенс» дуэт тăван халăх юррине этно-фолк-арт стильпе юрласа жюри кăмăлне кайнă тата Оренбургран килнĕ халăх инструменчĕсен оркестрĕ çакăн пек сумлă парнене тивĕçрĕ.
Фестиваль-конкурса йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх, Хусана Шупашкартан та пултаруллă çамрăксем килнĕ. Эпир вара çак кунсенче Чăваш Ен чăвашĕсемпе мар, Çĕнĕ Уренгойра пурăнакан чăвашпа тĕл пултăмăр. Чăн та Н.В.Гаврилова Шупашкарта çуралнă, Чăваш Республикин тĕп хулинчех Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче професси илнĕ. Анчах çакăнпах çырлахман пултаруллă çамрăк: Мускавра Культура институтĕнче пĕлӳ ӳстернĕ. Раççейĕн шĕкĕр хулинчен вара шăпа Нина Владимировнăна Çĕнĕ Уренгоя çитернĕ. Хусана Нина Гаврилова хăйĕн вĕренекенĕпе Алина Мурашовăпа килнĕ. Вĕрентекен шанчăкне тӳрре кăларнă Алина: юрăçсен номинацийĕнче I степеньлĕ диплом çĕнсе илнĕ.
 
: 1158, Хаçат: 7 (737)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: