Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра 2007 çулта кăна 11 чрезвычайлă лару-тăрăва шута илнĕ. Республикăри пушар сӳнтерекенсемпе çăлакансен подразделенийĕсем инкекре 3308 çынна хăтарнă. ТР Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерстви февралĕн 8-мĕшĕнче иртнĕ çула пĕтĕмлетсе 2008 çулăн тĕп тĕллевĕсене палăртрĕ. Ларăва ТР Премьер-министрĕ, республикăн гражданла оборона ертӳçи Р.Минниханов, Раççей МЧСĕн Атăлçипе Урал регионĕсен центрĕн ертӳçи В.Власов тата ыттисем хутшăнчĕç.
Пĕтĕмĕшле калас пулсан, çак службăшăн нихăш çул та çăмăл килмен. Инкек-синкек тухсан чи малтан çитеççĕ-çке. Пĕлтĕр те акă, вĕсен «ĕçĕ» çителĕклех пулнă: февралĕн 7-мĕшĕнче Мускав – Ĕпхӳ трасса çинче «КамАЗпа» «Форд» микроавтобус çапăнса икĕ çын вилнĕ, 13 çынна хăтарнă. Июлĕн 8-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăл тухса республикăри 28 районти 2855 çурта, экономикăпа социаллă сферăн 109 объектне сиен кӳнĕ. Сентябрĕн 16-мĕшĕнче Анат Камăри туса пĕтермен «Аврора» хăна çурчĕ ишĕлнипе 4 çын вилнĕ, тепĕр иккĕшне ишĕлчĕк айĕнчен чавса кăларнă. Кусем чи пысăк инкексенчен хăшĕ-пĕри кăна-ха. Пĕтĕмпе Тутарстан территорийĕнче 2007 çулта пурĕ 3946 пушар тухнă, 6671 çул-йĕр аварийĕ пулнă. Инкекре пурĕ 1058 çыннăн (вĕсенчен 198-шĕ шывра путса вилнĕ) пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Паллах, кăçал январь уйăхĕнче Хусанти Авиастроительнăй районĕнче пулнă трагеди пирки те аса илмесĕр иртмерĕç ларура. Газ сирпĕннине пула пĕр подъезд ишĕлсе аннăччĕ ун чух. 8 çын вилнĕ, тепĕр виççĕшне паянхи кунччен те тупайман. Телее, çак çынсен хуйхине хула, республика ертӳçисем ăнланчĕç, çурт-йĕрсĕр тăрса юлнăскерсене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерчĕç. ТР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Рафис Хабибуллин каланă тăрăх, трагеди хыççăн Хусан канашĕн сессийĕнче 2008-2009 çулсенче черзвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас, Хусанти объектсене пушартан сыхлас енĕпе пĕрремĕш хут тĕллевлĕ программа йышăннине, çак тĕллевпе хула бюджетĕнчен 62 миллион тенкĕ ӳстернине каларĕ.
Инкек куçа курăнса килмест тенĕ ваттисем ĕлĕкрен, анчах вăхăтра асăрхаттарсан унран кăшт та пулсан сыхланма пулатех. Апла-тăк ку службăра профессионалсем çеç мар, ятарлă техникăсем, çĕнĕ технологисем те кирлĕ. Кашни хулара, районта, ялсенче диспетчер службисем йĕркелемелле. Анчах ку енĕпе хальхи вăхăтра ĕç майĕпен пырать-мĕн. Çакăн пек диспетчер служби республикăра паян пурĕ те 22 хулапа районта кăна. Нормативпа 200 пушар пункчĕ пулмалла пулсан, пирĕн вĕсем 143 çеç. Кунсăр пуçне пушар сӳнтермелли техникăсенчен 70 проценчĕ кивелнĕ. Чи пысăк чăрмав вара – республикăри 835 ялпа поселока асфальтлă çул, 131-шĕнче телефон çыхăнăвĕ çукки. Тăманлă е йĕпе-сапа вăхăтĕнче çак ялсенче пушар тухас пулсан унта нимĕнле техника та кĕрейменни каламасăрах паллă. ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов çакăн çинчен чи малтан вырăнти власть тимлĕх уйăрмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Ĕлĕкренех ялсенче пушар хуралĕсем пулнă, халĕ мĕншĕн çук? Республикăра чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ĕçе пирĕн кăмăл тăвакансене явăçтармалла, штатра тăман пушар инспекторĕсен институтне аталантармалла», – терĕ.
Федераци законĕпе 2009 çулăн январĕн 1-мĕшĕнчен пĕрлештернĕ диспетчер службине йĕркелес, ăна тытса тăрас яваплăх пĕтĕмпех муниципаллă йĕркеленӳсем çине куçать. Кунсăр пуçне РФ Правительстви йышăнăвĕпе тата РФ МЧС министрĕн Указĕпе Тутарстанра кăçал январĕн 14-мĕшĕнчен «Оперативлă службăсене 112 номерпе чĕнмелли зона» пилотлă проект хута кайрĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртме МЧС ĕçченĕсемпе пĕрле вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕсем тăрăшмаллине пĕлтерчĕ ТР Премьер-министрĕ.
Пĕлтĕр ТР Президенчĕпе М.Шаймиевпа Раççей МЧС министрĕ С.Шойгу ятарлă килĕшӳ тунă хыççăн республикăра Раççей МЧСĕн авиаци ушкăнĕ йĕркеленчĕ, ноябрĕн 15-мĕшĕнченпе «Хусан» аэропортра МИ-8МТВ вертолет дежурствăра тăрать. Вăл Тутарстанăн МЧС ĕçченĕсене инкек тухнă çĕре хăвăрт çитерме май парĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, çак службăн ĕçченĕсем 2007 çулта ума лартнă тĕллевсене пурнăçланă темелле. Вăхăтра асăрхаттарнипе Тутарстанра 2006 çулпа танлаштарсан, пушарсен шучĕ чакнă. Анчах çитменлĕхсем те çук мар-ха, тĕслĕхрен, объектсенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Ку чи малтан вĕрентӳ учрежденийĕсемпе ваттисен çурчĕсене пырса тивет. Вăтам пĕлӳ паракан заведенисенче пĕлтĕр пушарсен шучĕ темиçе хут ӳснĕ. Рустам Нургалиевич çакна пушар хăрушсăрлăхĕн надзорĕ тивĕçлĕ ĕçлеменнипе çыхăнтарчĕ.
Шел те, çуллахи вăхăтра Тутарстан юханшывĕсенче путса вилнисен шучĕ те ӳснĕ. 2006 çулта 150 çын вилнĕ пулсан, 2007 çулта вĕсем 198. «Лупашкана аса илтерекен шывра та пирĕн халăх хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлмест. Шыв хĕрринче çынсем хăрушсăрлăх çинчен пачах манаççĕ. Пляжсене уйрăм çынсен аллине парсан кăна йĕрке пулать-тĕр»,– терĕ хăрушă цифрăпа паллаштарнă май ТР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Р.Хабибуллин.
Пĕлтĕрхи ĕçе пĕтĕмлетме пуçтарăннă лару ТР МЧС сотрудникĕсене, инкекре çынсене çăлнă тутарстансене патшалăх, ведомство наградипе чысланипе вĕçленчĕ.
 
: 1229, Хаçат: 7 (737)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: