Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çирĕп-и паян чăваш çемйи? Паллах. Пурăнма пĕлсен. Тĕрĕсрех каласан, хĕрарăм маттур пулсан. Мĕн каласан та çемье вучахне вăл упрать-çке. Анчах юлашки вăхăтра чăваш хĕрарăмĕн çемье тилхепине те хăйĕнех тытма тивет çав.
Арçынсем ытла вăйсăрланчĕç курăнать, пурнăç çинчен манса черккере чуна пусарма хăнăхса кайрĕç. «Хуçалăхра ĕç çук»,– сăлтавлама пăхĕ хăшĕ-пĕри çакна. Тĕрĕссипе, ӳркенмен çыншăн хăçан ĕç пулман? Юлашки çулсенче кил хуçисем Мускава, Çĕпĕре «вăрăм укçана» каясси модăна кĕчĕ. Юрать-ха, укçине çемьене илсе килсен, анчах пурте çапла тăваççĕ тетĕр-и? Йăнăшатăр. Çуклă-пурлă тупăшне тепĕр эрнеренех ĕçсе пĕтереççĕ. Пуçланать вара каллех кил-çуртра асар-писер самана, вĕсем имĕш паттăр, шабашран килнĕ. «Эпĕ çук чух çурт-йĕре мĕнле тыткаласа пырайрăн?» – тесе арăма хĕрхенекенни вĕсен хушшинче сайра пулни пирки иккĕленместĕп. Чăваш арçыннишĕн хĕрарăм нихăçан та çын вырăнĕнче пулман вĕт, вăл яланах айăпсăрах айăплă.
Редакцие килнĕ пĕр çыру йĕркисене тĕслĕхе илсе кăтартас тетĕп: «... Уни-верситета вĕренме кĕнĕ чух «Капитала» (К.Маркс кĕнеки. – И.К.) нимĕçлерен куçарайманшăн араб чĕлхин уйрăмĕнче вĕренме палăртнăччĕ. Чăнласах вĕреннĕ пулсан, Шупашкара араб хĕрарăмне çавăтса килнĕ пулăттăм-ши? Вара манăн «тĕпелтен тухма пĕлмен» чăваш хĕрарăмĕпех çырлахмалла пулчĕ...» Калас пулать, çак йĕркесен авторĕ аслă пĕлӳллĕ, ĕмĕр ĕмĕрленĕ çын. Ан тив, мăшăрĕ ăна хĕрарăм пек тивĕçтермен тейĕпĕр, анчах хăйĕн ачисен амăшĕ çинчен мĕншĕн çапла йĕрĕнсе, ӳпкелешсе тĕнче илтмелле калаçмалла? Тата «тĕпелтен тухман» чăваш хĕрарăмĕпе пĕр килте тертленсе пурăнма кам хистенĕ?
Çыру авторне питлес тесе мар, пачах урăх тĕллевпе тĕслĕхе илтĕм ку йĕркесене. Историе пăхас пулсан, шел те, чăваш хĕрарăмне тарçă вырăнне кăна хурасси – пирĕн халăхăн ĕмĕртен килекен йăли. Ĕлĕкренех чăваш хĕрĕн çут тĕнчене килнĕ пĕрремĕш минутранах прависене туртса илнĕ. Ӳссе çитсен чĕре суйланă çынна качча тухма мар, юратма та юраман унăн. Тĕслĕхрен, Э.Патмар кун пирки «Чăваш туйĕ» кĕнекинче çапла çырать: «...Ывăл-хĕр çуралсанах ашшĕ-амăшĕ хĕр е каччă куçлама тытăнаççĕ, кам таврашĕпе хурăнташланса пурăнасси пирки шухăшлаççĕ...» Вырăссем калашле, хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн тениех мар-и çакă?
Н.В.Никольский профессор хăйĕн çырнисен пуххинче çакна тата интереслĕрех фактсемпе çирĕплетет: «Возраст обычаем не определен. Родители невесту стараются не выдавать замуж как можно дольше. Родители жениха стараются женить его на невесте как можно раньше. Бывали помолвки 5-7 летних на 28-30 летних дульцинеях. Такая жена бралась для стряпни и вообще работы, но не более...» Вăт сана йăла-йĕрке! Кам мурĕ шутласа кăларма пултарнă ăна? Чĕре айĕнче йăтса çӳренĕ тĕпренчĕке тăван килте сума суман-тăк, çичĕ ютран мĕн кĕтмелле?
Çут çанталăкшăн вара наци те, йăла-йĕрке те çук-çке, этем тенин юратмалла. Юрĕ, хăшĕ-пĕри «юратăва» халап тесе йышăнать тейĕпĕр, анчах мĕнле кутăнлашсан та, вăл та медицина фактне, урăхла каласан, этемре тестостерон, эстрагон (арçын тата хĕрарăм гормонĕсем) пуррине хирĕçлеймест.
Чăваш классикĕн К.Ивановăн «Нарспи» поэмине юлашки çулсенче мĕнле кăна питлемеççĕ пуль. Сăмахĕ тĕп геройсенчен каллех кама лекет тетĕр? Сетнере те, Тăхтамана та мар, Нарспиех. Имĕш, хĕрарăм юрату çинчен шутлама хăйнă, ĕçлесе килекен упăшкине вĕлернĕ? Анчах çак хăрушă преступленин сăлтавне кăна никам та шута илмест. Ан тив, «юрату» пуш сăмах пултăр, анчах арçын арăма каçсерен сĕтĕрсе çӳресе хĕнени йĕркеллĕ пулăм-и? Шутласа пăхсан, Нарспи те кунĕпе урам тăрăх ĕçсĕр сулланса çӳрекен кахал пулман вĕт, çурт-йĕрне тирпейлĕ тытнă, апатне пĕçернĕ. Çук, юрайман арçынна, чунпа, шухăшпа хирĕç тăма хăйнă. К.Ивановăн Нарспийĕ те, Илпек Микулайĕн Селими те кунта чăваш тĕнчин типлă сăнарĕсем çеç тенĕ пулăттăм эпĕ. Урăхла каласан, чăт хĕрарăм, унсăрăн сана акă мĕн кĕтет тени.
Туй йăли-йĕрки тата? Хĕр вăрлас йăлана кăна илер. Кунта «юрату» тĕп вырăнта пулнă тетĕр-и? Йăнăшатăр. Каллех арçын хăй вăйне кăтартса пăхман хĕвеле пăхтарма хăтланни, тĕрĕсрех каласан, хăй куçланă хĕре вăйпа арăм туни. Енчен те пике килĕшмесен ăна мăшкăлласа урăх ял урамне кайса пăрахнă. Паллах, çапла çемье ятне янă хĕре тăван кил мĕнле йышăнтăр? Тата вăрланă хĕрĕн, ĕлĕкхи йăлапа, тăван киле таврăнма ирĕкĕ пулман, çакăнтан кайнă та ĕнтĕ «каснă çăкăр çыпăçмасть» текен каларăш. Ни хĕр, ни арăм марскерĕн мĕн тумалла тет-ха, паллах, е хăй çине алă хумалла, е юратман арçынна чăтмалла. Çак хĕрарăмăн çемьери вырăнĕ мĕнле пуласси каламасăрах паллă. Ламран-лама куçнă çак йăла.
Чăн та, хĕр вăрланин тепĕр сăлтавĕ те пур: каллех, кун пек чух хĕршĕн пĕрремĕш вырăнта юрату пулсан (юратнă çыннипе пĕрле пулас ĕмĕтпе хăйне вăрлаттарма килĕшет-çке), арçыншăн пач урăх япала. Вăрланă хĕршĕн хулăн укçи тӳлемелле мар, туй расхучĕ çук. Туй вăл вăхăтра та йӳнĕ пулман, хĕршĕн хулăн укçи тӳлемелле, туй расхучĕ те капашсăр пысăк. Йăла-йĕркепе ирттерсен хресченĕн 400 тенке яхăн укçа тăкакламалла пулнă,ара, туй йăли ытла нумая тăсăлнă вĕт: евчĕ ямалла, хĕр килĕшмелле, çураçмалла, ĕрет çӳремелле, хĕр илме каймалла, хĕве хупмалла, çĕнĕ хăта, тавăрма...
Г.Тимофеев Тăхăрял тăрăхĕнче мĕншĕн хĕр вăрланине «Тăхăрьял» кĕнекинче çапла ăнлантарать: «... Ку яхăнта пурнăç хĕсĕке юлнипе, хĕр хулăнĕ ытла хаклăланнипе çапла тăваççĕ ăна... Çураçса-килĕшсе, лартса килсен – хĕрсем кунта хаклă: 40, 50, 60, 70, 75, 80, 90, 100, 120, 130 тенкĕ. Хĕрĕн япала нумай, тумтир пур иккенне пĕлет вăл: «унта тата ашшĕ-амăшĕ хăй ачине нимĕн памасăрах хăвармĕ» тет; «вăрласа кăларса илес» тет; «апла хулăн пама нумай кирлĕ мар» тет «епле пулсан та, çур хакалла-мĕне килет» тет. Ачи-пăчи ăна ашшĕсем епле шухăшланине ĕлĕкех пĕлет: «эпир кăна мар вĕт ăна, авалтанах çапла тăваççĕ» тет; «епле те пулсан, хăй енне пĕр хĕре çавăрать вăл, авланасне калаçать, кăларса илесшĕн пулать...»
Халĕ самани те, вăхăчĕ те урăх ĕнтĕ, çапах та хĕр вăрлас йăла халĕ те хăш-пĕр районсенче (Чăваш Енре кăна мар, Тутарстанпа Пушкăртстанра та) упранса юлнă-ха. Пĕри, чăн та, çапла майпа çемье çавăрма хĕр вăрлать, тепри шӳтшĕн кăна. Халĕ ĕнтĕ ĕлĕкхи мар, хĕре закон хӳтĕлет, ашшĕ-амăшĕ те çын сăмахĕнчен хăраса ачине пăрахмасть. Анчах çакăн пек майпа пĕрлешекенсенчен пурте телейлĕ тенине пĕлтермест çакă. Юратăва укçапа та туянаймăн, вăйпа та илеймĕн вĕт.
Çапах та хам хайлавăма ытла хурлăхлă вĕçлес мар тесе ырă тĕслĕхпех вĕçлес тетĕп, çак йăла-йĕркепе пĕрлешнĕ пĕр çемьепе сире те паллаштарасшăн. Чăваш Енри Елчĕк районĕнче ку йăла паянхи кун та анлăн сарăлнă. Ялти хусахсем хăна хĕрĕсем килессе кĕтсе кăна тăраççĕ. Аленăпа Алексей Михайловсем те акă, туйччен пĕрре те пĕрле çăлтăр шутласа ларман. Алеша хĕре ĕçре курнă та пуçа çухатса юратса пăрахнă. Алена çеç асăрхаман кӳршĕ ял каччине. Каччă та парăнман, пĕр кунхине меллĕ самант тупса, хĕр кӳршĕрен каçнă чух, машина çине лартнă та тăванĕсем патне вĕçтернĕ. «Пăрахса кайма та шухăш пурччĕ малтан. Мĕнле-ха капла, пĕрре те калаçса курман çынна качча тухас? Кайран хăйне мĕнле тыткалани, манпа калаçнине сăнарăм та Турă çырни çаках пуль тесе шутларăм. Чи интересли ку мар-ха, пирĕн йăлапа, ашшĕ-амăшĕ хĕрне вăрланине пĕлсен, тепĕр кун каччă килне килет те хĕрнех темĕн те каласа вăрçать, хĕнет. Ман çине анне алă çĕклесенех пулас упăшка хушша кĕчĕ. «Ăна мар, мана çапăр, вăл айăплă мар»,– терĕ. Çакăн хыççăн вара манăн пулас упăшка начар çын маррине ĕнентĕм»,– каласа парать кил хуçи арăмĕ.
Михайловсем пĕрлешнĕренпе самай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ, кăçал Çĕнĕ çулта вĕсен иккĕмĕш ывăлĕ Максим çут тĕнчене килчĕ. Шупашкарта ипотекăпа çурт-йĕр те туянчĕç. Паян вĕсем, чăн та, телейлĕ. Анчах палăртам, ку ăнсăртра хĕре вăрланă çеç, вăйпа парăнтарман. Вĕсем иккĕшĕ пĕрле шутласа хăйсем пурăнас тенĕ пек пурăнма кăмăл тунă. Этем тенин çапла пурăнмалла та. Çемье çавăрсан тиеве пĕрле туртмалла. Чăваш арçыннисенчен чылайăшĕ çакна темшĕн тепĕр чух манать.
 
: 1445, Хаçат: 6 (736)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: