Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çырчалли чăвашĕпе Хусантах паллашрăмăр. В.А.Фомин шĕкĕр хуламăра юрăсен альбомне кăларас кăмăлпа килнĕ иккен. Юлашки çулсенче тăван культура анинче питех палăрса кайман çырчаллисем, çавăнпа та çĕнĕ пĕлĕшпе калаçма питĕ интереслĕ пулчĕ.
– Вениамин Аркадьевич, эсир юрăсем çырма пуçлани нумай пулать-и?
– Икĕ çул каялла тытăнтăм. Малтанах вырăсла юрăсем çыраттăм. Юлташсем чăвашла юрă кĕвĕлеме сĕнчĕç. Шăп та «Суварăн» çĕнĕ номерне алла тытрăм. Унта Анат Камăри Сергей Ермолаевăн «Салтак юрри» сăвви пичетленнĕччĕ. Питĕ килĕшрĕ, хăйне хăех кĕвĕ çуралчĕ пуçра.
– Хăвăрăн пĕрремĕш чăваш юррине профессионал-юрăçсене итлеттермен-и?
– Шупашкарти артистсен концерчĕсене Çырчаллинче йĕркелессипе милици подполковникĕ, хĕрӳллĕ чăваш Константин Илюхин тăрăшать. Эпĕ юрă çырнă вăхăталла вăл шăп та Иван Христофоров концертне йĕркеленĕччĕ. Ăна итлеттерсе пăхрăм юррăма.
– Мĕнле хак пачĕ паллă юрăç?
– Юрра аван терĕ, анчах студинче «тасатса» çырмалла иккен. Çакă мана хавхалантарчĕ, тата юрă çыртăм. Студире ĕçлекен юлташсенчен çырма пулăшу ыйтрăм. Тепĕр виçĕ уйăхран татах Шупашкар артисчĕсен концерчĕ пулчĕ. Иванпа Вячеслав Христофоровсем килчĕç пирĕн хулана. Хальхинче студире çырнă юрăсене кăтартрăм вĕсене. «Чăн чăвашсен юрри», – тесе савăнтарчĕ ун чух Иван Христофоров.
– Юрă çырма нотăсем пĕлмелле, эсир ăçта вĕреннĕ?
– Эпĕ 1974 çулта Елабугăри культурăпа çутĕç училищинчен, халăх инструменчĕсен оркестрĕн кафедринчен вĕренсе тухнă. Хамăн вĕрентекене Валерий Васильевич Ахметшина кĕвĕ тĕнчине çул уçса панăшăн нихăçан та тав тума пăрахмăп. Çарта та вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕнче тăнă. Çырчаллине килсенех «Ритмы КамАЗа» ансамбльте вылянă. Кайран, çемье çавăрсан, музыкăран вăхăтлăха уйрăлма тӳр килнĕ. Виçĕ-тăватă çул каялла караокесем тухсан вĕсемпе юрланă чух юлташсем хам тĕллĕн юрлама сĕнчĕç. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн татах музыка патне таврăнтăм. Халĕ тата Игорь Романович Михеев кĕвĕçĕпе те час-часах хутшăнатпăр (И.Михеев хывнă юрăсене «Сувар» вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ.– Т.В.), çакă та юрă çырас ĕçре пулăшать. Ырă, ăслă юлташăн канашĕ яланах малалла кайма хавхалантарать.
– Эсир хăвăрăн юррăрсене ытти юрăçсене паратăр-и?
– Хальлĕхе никамах та сĕнмен. Манăн «Эй, тăван, тус-тăван» юрра Иван Христофоров юрлать, Çырчаллинчи «Чĕкеç» ушкăнпа (ертӳçи Елена Кондюкова) пĕрле çырасшăн-ха тата. Паянхи куна илсен эпĕ вун тăватă юрă çырнă. Халĕ Хусанти «Барс» студире альбом кăларасшăн. Çавăнпа çак альбом тухиччен юрăсене «валеçме» тăхтасшăн-ха.
– Сирĕн альбом мĕн ятлă пулать? Унта мĕнлерех юрăсем кĕнĕ?
– «Атя-ха, калаçар, юрлар» ятлă вăл. Унта кĕнĕ юрăсен сăввисем чылайăшĕ «Суварта» пичетленнĕ. Самантпа усă курса авторĕсене тав сăмахĕ каласа хăварас килет: Сергей Ермолаева, Анатолий Чебанова, Петр Захарова. Çавăн пекех Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче пурăннă Михаил Захаровăн сăвăсен пуххинчен виçĕ сăвă илнĕ.
Альбома тĕрлĕ темăпа çырнă юрăсем кĕнĕ. Шӳтлисем те пур, лирикăллисем, патриотлисем те пур. «Аннеçĕм» юрра аннене халалларăм, Ирина мăнукăма халалласа «Сăпка юрри» çыртăм.
– Вениамин Аркадьевич, апла, сăнарлăн каласан, эсир «пысăк сцена» çине тухма хатĕрленетĕр?
– Халиччен эпĕ Çырчаллинче концертсене хутшăнман мар. Христофоровсем, Сергей Павлов концертпа килсен мана та хутшăнма чĕнеççĕ. Акă пĕлтĕр тата «Чăваш шăпчăкĕ» юрăçсен зонăсенчи конкурсне хутшăнтăм. Эпĕ унта «Ватă хусах» шӳтлĕ юрă юрларăм. Жюрирен финала иртрĕн терĕç.
– Юрăсем çырма икĕ çул каялла кăна пуçларăм терĕр, апла сирĕн тĕп ĕç кĕвĕ-çемĕпе çыхăнман. Тĕрĕсех ăнлантăм-и эпĕ?
– Çапла, Çырчаллинче хамăн çывăх тăванпа, Валерий Кудряшовпа тулли мар яваплăхлă общество йĕркелерĕмĕр, тĕрĕсрех каласан «Экспресс-бланк» типографи уçрăмăр. Унта эпир кĕнеке-журнал та, промышленность предприятийĕсем валли тĕрлĕ бланксем те пичетлетпĕр.
– Эсир Çырчаллине çар хĕсметĕнчен таврăнсан килнĕ тесе асăнтăр, хăш енчи чăвашсем пулатăр вара? Аякрисем-и е Тутарстанрах çуралса ӳснĕ?
– Хамăр республикăрах, Нурлат районне кĕрекен Красномайск поселокĕнче çуралнă. Тăван яла халĕ тăтăшах çӳрейместĕп. Иртнĕ çулла вара ял-йышпа Çырчаллинчех курнăçма тӳр килчĕ. Пĕр ентеш кафере туй турĕ, çур ял пухăнса пынă унта. Унта вĕсем пĕрремĕш хут эпĕ юрланине курчĕç. Пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса ман юрăсене çырнă дисксем, кассетăсем ыйтрĕç. Анчах манăн çук. Ку таранччен альбом кăларман...
– Халĕ, «Атя-ха, калаçар, юрлар» альбом тухсан тăван ял-йышăн сирĕн творчествăпа тĕплĕнрех паллашса киленме май пулать ĕнтĕ. Творчество тесен, малашнехи плансем мĕнлерех?
– Халĕ «Шупашкар» юрă çыратăп, хальлĕхе пĕччен юрлакан валли. Ăнăçлă пулса тухсан ушкăнпа юрлама та йĕркелеме пулать. «Турă çырни» юрра хорпа юрласшăн.
– Тавтапуç пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн. Ку таранччен эсир хăвăрăн юррăрсене редакцие хаçатра пичетлеме ярса паман, малашне сирĕн ята хаçат страницисенче те курма пулĕ теес килет.
– Çапла. Халиччен пĕр юрра та ярса паман, «Суварăн» кашни номерне вара юратса вулатăп. Пирĕншĕн чăвашсем çинчен çыракан пĕтĕм информаци «Суварта», хăвăрах пĕлетĕр, паян информацисĕр пурăнма май çук. Çĕнĕ çултан «Сувар» хулăнланса, тĕрлĕ тĕслĕ тухма пуçлани вара питĕ савăнтарчĕ. Тавтапуçах уншăн. «Сувара» кăларса тăракансен ялан сывлăхпа, пурлăхпа пурăнмалла пултăр.
калаçнă.
 
: 1215, Хаçат: 6 (736)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: