Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал апрель уйăхĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, пирĕн ентеш – Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче çуралса ӳснĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитет. Çакăнпа çыхăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ТР Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче тухнă 873-р № Хушăвĕпе ятарлă комитет туса хунă. Çак Хушупах ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа сире те паллаштаратпăр.
Шупашкарта та январь вĕçĕнче аслă патриархăмăр çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă уявсене ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта юбилее халалласа мĕнле мероприятисем ирттерессине тепĕр хут пăхса тухса çирĕплетнĕ. Патриарх çуралнă кун тĕлне – апрелĕн 25-мĕшне – И.Я.Яковлев пурнăçне халалланă творчествăлла ĕçсен конкурсне пĕтĕмлетмелле. Йĕркелӳ комитечĕн членĕсем И.Я.Яковлев юбилейне халалласа çамрăк авторсем валли «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс ирттерме, музейсенче уçă алăксен кунĕсене йĕркелеме сĕннĕ.
Наукăпа практика конференцийĕсем те сахал мар иртмелле. Тĕслĕхрен, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра кăна çичĕ конференци пулĕ. Раççей субъекчĕсенчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем валли «И.Я.Яковлев халалĕ – чăваш халăхĕн куллен тыткалакан кĕнеки» темăпа форум тата «Яковлевпа тĕрĕсленĕ пурнăç» конференци Шупашкарта, Хусанта тата Ульяновскра иртĕ. Паллах, çутта кăлараканăмăра халалланă куравсем те ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри январĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх музейĕнче уçăлнă та ĕнтĕ.
Иван Яковлевичăн юбилейне уявланă май театр афишисем те пуянлансах пыраççĕ: январĕн 29-мĕшĕнче А.Васильевăн «Иван Яковлев» опери иккĕмĕш хут сцена çине тухнă. Чăваш патшалăх пуканесен театрĕнче апрельте Г.Айзманăн «Букварь» спектакльне кăтартма хатĕрленеççĕ.
Тĕп мероприяти – И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă чаплă пуху – апрелĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртет.
Хаклă вулаканăмăрсем! Паллах ĕнтĕ çутта кăлараканăмăра халалласа кашни шкултах, ялтах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсем çинчен «Сувар» вулаканĕсене те çырса пĕлтерсемĕр. Тен, сирĕн хушăра Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннисен тăванĕсем пур? Асаилĕвĕрсемпе пире те паллашма кăмăллă пулĕ.
 
: 1267, Хаçат: 6 (736)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: