Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шкулта çак кун уяв, кĕрешӳ турнирĕ пырать пулсан, ялти фермăра яланхилле ĕç. Фураж склачĕ умĕнче çуна кӳлнĕ утсем тăраççĕ. Скотниксем ферма валли комбикорм тиеççĕ. Кунта кĕрешӳ мар, куллен йывăр атлетика турнирĕ иртет теме пулать. Тулли михĕсене пĕрер алăпа çăмăллăн кăна çĕклесе малтан виçе çине, кайран çунасем çине йăтса хураççĕ. Капитансемпе Орликсем тиесе пĕтерессе кĕçенсе кĕтсе тăраççĕ. Пĕр çуна çине 6 центнер тиеççĕ те фермăналла танлашса чупаççĕ. Вырăна çитсен хуçи вĕсене тутлă комбикормпа хăналатех.
«Заря» агрофирмăн Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи уйрăмĕнчи мăйракаллă шултра выльăх ферми Çĕпрел районĕнче лайăххисенчен пĕри. Пĕлтĕр иртнĕ «Ылтăн пучаха» кĕрекен 23 агрофирма ертӳçисем тата ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Г.Ахметов хутшăннипе иртнĕ семинарта çак ферма ĕçне лайăхпа палăртса хăварнă. Кунта пурĕ 58 çын тăрăшать. Ферма тупăшлăхĕ, паллах, заведующипе унта ĕçлекенсенчен килет. Вĕсем пĕр сăнчăрти пек, пĕр сыпăкĕ татăлсан, пĕтĕм ĕç чарăнать. Çавăнпа кунта пурте шанчăклă, ĕçе юратакан çынсем ĕçлеççĕ. Çак сăмахсене кăтартусем çирĕплетеççĕ. «Фермăра пурĕ 708 пуç ĕне-пăру шутланать, сăваканнисем 155 ĕне. Пушмак пăрусем йышлă пирĕн, вĕсене пăрулаттарса сăвăнакан ĕнесене 660 пуçа çитересшĕн. Кунта çĕнĕ комплекс пулмалла пирĕн»,– каласа парать хуçалăхăн Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи уйрăмĕн ертӳçи Н.Ф.Андреев. – Пĕр ĕне пуçне 5770 литр сĕт суса илеççĕ, кунне вăтамран 15 литр тухать. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе сĕт суса малта пыракансем: Нина Угандеева – 6004 литр, Светлана Великанова – 5952 литр, Надежда Алякина – 5895 литр.
Сĕт паракан ĕнепе доярка пĕр шухăшлă пулаççĕ тенине илтнĕ. Анчах сĕт нумай сăвасси дояркăран кăна килмест. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче» иккенне пурсăмăр та пĕлетпĕр. Е.И.Андреева зоотехник 18 çул хăй ĕçне юратса тăрăшать. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыракан çын вăл, сăвăм пысăк пулни рациона тĕрĕс йĕркеленинчен те килет. Хĕл каçма пурĕ 3000 тонна силос, 2000 тонна сенаж, 200 тонна утă хатĕрленĕ хуçалăхра. Çур хĕл иртнĕ, çуркуннеччен хатĕрленĕ апат çителĕклĕ теме пулать. Ферма территорийĕнче пур çĕрте те тирпейлĕ. Ял хуçалăхĕнче çăмăл ĕç çук-тăр, тĕттĕмлех ура çинче ял çынни, кил-çурта та йĕркеллĕ тытса пымалла, ĕçе вăхăтлă килсе тата мĕн чухлĕ алă вĕççĕн йăтмалла. Сăвăм технологине хальхилетесси – çĕнйĕлмелсен пуçлăхĕсен планĕнче.
Выльăхсене апат парасси те, тислĕк кăларасси те сенĕк вăйне шаннипе кăна пулмасть. Апла пулсан та ĕçлет, тăрăшать чăваш çынни. Скотниксем Алексей Аюгин, Виктор Николаев, Виктор Ермолаев, Федор Ефимов, Геннадий Мискин, Виктор Кузьмин хайăрни миçе тонна пуçтарăнать-ши кунĕпе? ТСМ – 3 тислĕк кăларакан оборудованипе Валерий Ермолаев, Геннадий Егоровпа Юрий Кашкаров фермăра чи йывăр та яваплă вырăнта тăрăшаççĕ. 100 ĕне пуçне 100 пăру алла илнĕ йĕлмелсем. Зинаида Аносова, Людмила Казакова, Ираида Великанова пăхакан пăрусем иртнĕ уйăхра вăтамран 856 грамм ӳт хушнă. Хĕллехи вăхăтра фермăсенче уйрăмах ĕç хĕрӳ пырать. Çак çынсем ял хуçалăх ĕçĕнче куллен пъедестал çинче тăмалли çынсем. Вĕсен ĕçĕ тĕнчере чапа тухнă йĕлмелсен ĕçĕпе пĕр танах.
 
: 1290, Хаçат: 6 (736)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: