Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧР халăх тата РФ тава тивĕçлĕ артистки Ольга Ырзем (Шестипалова) – чăваш театрĕн сӳнми çăлтăрĕ. Вăл чăваш театрĕн пĕрремĕш (!) спектакльнех хутшăннă. Çак кунран пуçласа Ольга Ивановнăшăн театр Турă вырăнĕнчех пулнă, калама кăна вĕт – 45 çул сцена çинче, 250 ытла сăнар калăпланă.
Тĕлĕнмелле пултаруллă çынсем çĕр çине темиçе çулта пĕрре çеç çуралаççĕ теççĕ. Ольга Ырзем шăпах çавсенчен пĕри. Хресчен кил-йышĕнче (Куславкка районĕнчи Куснарта) 1892 çулта çуралнăскер, паллах, артист ăсталăхне ниçта та вĕренмен, унăн Турă пани пулнă. Сцена çинче чăваш пики тĕлĕнмелле ăста вылянă: сăнарсене чăн-чăн пурнăçри пек кăтартма пĕлнĕ, кашни сăмаха чун витĕр кăларса халăх патне çитернĕ. Ахальтен мар-çке ăна тĕрлĕ енлĕ артистка тенĕ. Çивĕч характерлă, пĕр-пĕринчен чылай уйрăлса тăракан рольсене вăл çăмăллăнах вылянă, Нарспи тата амăшĕ, Елюк тата Йăскар, Пинерпи тата Сетнер амăшĕ...
«...Юратупа курайманлăха, вăйпа хĕрӳлĕхе, паттăрлăхпа çирĕплĕхе палăртакан кăмăл- туртăма витĕмлĕ уçса пама пысăк талант çеç мар, чăн-чăн художникăн пысăк чĕри те кирлĕ»,– тенĕ О.Ырзем пирки В.Ржанов.
Ача чухнех Улькка (ăна ялта çапла чĕннĕ) хăй ӳсĕмĕнчи ачасенчен юрă-ташăра маттуртарах пулнă теççĕ. Çак вăхăтрах нумай пĕлме тăрăшнă хĕр пĕрчи. Ялти учительница Анастасия Александровна шкула пымашкăн çырса çӳренĕ чух амăшĕ хĕрĕнчен:
– Ну, хĕрĕм, вĕренес килет-и?– тесе ыйтсан:
– Килет, анне, килет,– хуравланă вăл пĕр тăхтаса тăмасăр. Çапла малтан тăван ялти, каярах Уртемейкассинчи шкулсенче пĕлӳ пухнă. Пултаруллăскере учительсем питĕ юратнă, малалла вĕренме кайма сĕннĕ.
– Тем пекех вĕренесчĕ те çав, атте-анне чухăнни чăрмантарать, – пăшăрханнă хĕр.
– Пикенсе пăх-ха эсĕ, тен, ĕç тухĕ, – тенĕ юратнă вĕрентекенĕ Матрена Дмитриевна. – Шупашкарта хĕрсен гимназийĕ пур, тен, унта илĕç. Земски управăран сана валли стипенди тархасласа ыйтăпăр.
Чăн та, тĕрлĕ çĕрте йăлăнса, тархасласа çӳресен Ульккана хĕр ачасен гимназине илнĕ. Земски управăран çулталăкне хĕрĕх тенкĕ стипенди памалла тунă. Анчах çав хĕрĕх тенкĕрен çирĕм пиллĕкĕшне вĕреннĕшĕн тӳлеттернĕ, ытти кĕнекесемпе хут-кăранташ туяннă çĕре кайнă. Общежити пулманран Улькка хваттерте пурăннă. Тӳлеме укçи пулманнипе хуçа майрине кĕпе-йĕм çуса панă, çурт-йĕр тасатнă. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне нимĕнпе те пулăшайман, апла пулин те пуçа усман вăл, вĕренӳ çулĕ вĕçленсен кашни çулах Ехрем хуçа патĕнче тарçăра ĕçленĕ. Пуян хуçа Ольăна вара кĕркунне 10-15 тенкĕ укçа тӳленĕ. Çапла пурăннă вăл, вĕреннĕ.
Пурнăç йывăрланнăçемĕн йывăрланса пынă, 1914 çулта тата вăрçă пуçланнă. Пĕррехинче хĕр Чархулинче (Йошкар-Ола) пурнăç хаклă мар тенине илтнĕ те пĕр шутласа тăмасăр унта куçнă. Икĕ çул тертленсе вĕреннĕ хыççăн чăтайман, тăван ялне таврăннă, унта пĕр çул ачасене вĕрентнĕ. Унтан 1917 çул, революци. Мал ĕмĕтлĕ хĕр Хусанти педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Пулас педагог театр çулĕ çине мĕнле тăнă-ха? Ăнсăртран. Пĕррехинче вăл «Без вины виноватые» спектакле кайнă. Улькка курнă çеç мар, сцена çинчи геройсемпе пĕрле пурăннă, вĕсене чунтан ĕненнĕ, пĕрле хумханнă... Çакăн хыççăн пĕр постановкăна та сиктермен. Спектакльтен таврăннă чух вара кашнинче:
– Манăн хамăн артистка пуласчĕ... Тен, малашне чăваш театрĕ те пулĕ, – тесе шутланă.
Чăн та, вăхăт нумай иртмен – чăваш çамрăкĕсем Хусанти Кремле пуçтарăнса тĕрлĕ ыйту сӳтсе явнă. Драмкружок йĕркелесси çинчен те калаçса татăлнă. Пĕр çамрăк çавăнтах «артистсен» списокне çырма та тытăннă. Паллах, Оля шанăçа вĕçертмен, ара, артистка пулма тахçанах ĕмĕтленнĕ-çке. Часах драмкружок хĕрсех ĕçлеме тытăннă. Кружок членĕсем А.Островскин «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» («Не так живи как хочется») пьесине куçарнă. Тĕп роле вара О.Ырземе шаннă. Спектакль умĕн питĕ хумханнă хĕр, пĕрремĕш хут тухать-çке сцена çине. Премьера 1918 çулта кăрлач уйăхĕнче Вознесенски урамĕнчи мединститут залĕнче иртнĕ. Халăх çав кун питĕ нумай пуçтарăннă. Курма пынисен хушшинче Хусанта вĕренекен чăваш студенчĕсем, тĕрлĕ çар чаçĕнчи чăваш салтакĕсем, рабочисем пулнă. Залра халăх савăлпа çапса хĕснĕ пекех нумайăн пулсан та чаршав уçăлсан чăваш тумĕсене тăхăннă чăваш артисчĕсене курсан пурте шăпланнă. Пĕр сывламасăр тенĕ пек пăхса ларнă. Кайран, спектакль вĕçленсен, пурте ура çине тăрса тăвăллăн алă çупнă. Çапла çуралнă çак каç чăваш театрĕ.
«Эпĕ ун чух Груша рольне вылярăм. Хам мĕнле вылянине пĕлместĕп, анчах çав тери хумхантăм. Ĕненмелле мар – эпĕ сцена çинче! Спектакль вĕçленсен çынсем темĕнччен алă çупрĕç. «Сывă пулччăр чăваш артисчĕсем!» – тесе кăшкăрса ячĕç», – аса илнĕ О.Ырзем каярах. Шăпах çак спектакль Ольга Ивановнăн шăпине татса панă та. Вăл театрсăр урăх пурăнайман, института пăрахса унта куçнă. Чăваш театрĕ çулран-çул аталаннă, чăваш драматургĕсем çуралнă. Малтан М.Акимов «Вăхăтсăр вилĕм» пьеса çырать. Ăна çĕнĕ театрăн артисчĕсем сцена çинче лартса параççĕ. Тĕп роле – Верука – Ольга вылять. Ун хыççăн Г.Тал-Мăрсан «Кам айăплă?» пьеси кун çути курать. Каллех тĕп роле О.Ырземе шанаççĕ. Çапла куракансен юратнă артистки пулса тăрать вăл. Чăваш театрĕ Чĕмпĕрте, Самарта, Атăл тăрăхĕнчи ялсенче гастрольсенче пулать. Питĕ лайăх йышăнаççĕ ăна йăхташсем.
Гастрольтен таврăнсан Ольга Ивановнăна Çĕпĕре чăваш салтакĕсем патне чăвашла кĕнекесем, хаçат-журналсем леçме яраççĕ. Унта вăл 9 уйăха яхăн салтаксене хутла вĕрентет. Чăваш театрĕ Шупашкара куçсан вăл та таврăнать. Уйăх та иртмест, каллех сцена çине тухать, çĕнĕ роль вылять. Атăл хĕрринчи уçă лапамра Чăваш театрĕ А.Луначарский çырнă «Король сухалне хыракан» пьесăна лартать.
1921 çулта Ф.Павлов хăйĕн «Ялта» драмине çырса пĕтерет. Ăна вăл театртах вуласа парать. Артистсем пьесăна хапăлласах йышăнаççĕ. Ольга Ивановна хăйне тĕп роль панине пĕлсен питĕ хумханнă. Елюк сăнарĕ пирки авторпа та темиçе хут тĕл пулса калаçнă. Питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ вăл спектакле. Премьера пынă каç пьеса авторĕ те чăтайман, хăйĕн Елюкĕ асапланнине пăхса куçне шăлнă. Чăн та, тĕлĕнмелле вылянă Оля.
Ун хыççăн вăхăт нумай та иртмен, тепĕр асран кайми пулăм пулса иртнĕ. 1922 çулта пулнă ку. П.Осипов драматург, ун чух театрта артистра ĕçленĕскер, К.Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх сценари хатĕрлет. Питĕ пăлханнă артистсем: «Ĕç тухĕ-ши?» – иккĕленнĕ хăшĕ-пĕри. Пуринчен ытла Ольга Ырзем хумханнă. Унăн тĕп роле – Нарспие – вылямалла пулнă-çке. Анчах хăраса ӳкмен вăл, пĕтĕм вăя хурса ĕçленĕ. Нарспи тумне те хăех çĕленĕ, яла кайса хушпу-тухьясем, пĕркенчĕк илсе килнĕ. Хальхинче те халăха хăй ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Каярах вăл кун пирки пĕрре мар аса илнĕ, мĕншĕн тесен Нарспи ролĕ чи юратни пулнă унăн.
Сăнар хыççăн сăнар калăпланă Ольга Ивановна, анчах кашнийĕнчех чăваш хĕрарăмĕн сăпайлăхне, сапăрлăхне палăртма тăрăшнă. Унăн героинисем пуян та ырă чунлă. Юлашки çулсенче анне ролĕсене («Айтарта» Сентиер, «Нарспире» Сетнер, «Çĕр» спектакльте Листрат амăшĕсем тата ытти те) вылянă чух чи малтан амăшĕн туйăмĕсене уçса парас тесе тăрăшнă. Кашнин валли чун ăшшине хĕрхенмен артистка. Чăваш сцени ăстисемпе И.Максимов-Кошкинскипе, П.Осиповпа, Г.Парнепе, Е.Токмаковпа, К.Иванов режиссерсемпе пĕрле ĕçлени те Ольга Ивановнăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Трубина Марфипе вара çамрăк чухнех туслашнă хĕр, вăл унăн «Килет» пьесинче те вылянă. Апла пулин те çăлтăр чирĕпе чирлемен артистка, мĕн виличченех сăпайлă пулнă. Хăйĕнчен лайăхрах вылякан артисткăсемшĕн савăннă. 1957 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ артистки ятне парсан мĕн тери хĕпĕртенĕ вăл, çапах та мухтанса кăкăр шаккаса çӳремен. Хăй савăнăçне халăхпа пĕрле пайланă. Хăйне искусствăна халалланă, пĕтĕм пурнăçне панă.
Чăваш театрĕн сӳнми çăлтăрне асăнса вăл пурăннă çурт (Ефремов бульварĕ, 1-мĕш çурт) çине çак кунсенче асăну хăми çакнă.
 
: 1479, Хаçат: 5 (735)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: