Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

1952 çулта Аслă Çăварнире Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче 7 каччă авланать: Г.П.Мельников, А.В.Акимов, П.А.Федоров, М.П.Ереев, Н.Д.Харитонов, П.А.Емельянов, М.Г.Калашников.
Калама кăна вĕт, пĕр каçра 7 туй! Арăмĕсене те каччăсем ют çĕртен мар, Тăхăрьялтанах суйласа илнĕ. Çак мăшăрсенчен пĕри – Михайпа Лиза Ереевсен çемйи çинчен каласа парас килет.
Эрейсен йăхĕ мĕн ĕлĕкренех Элшелĕнче пурăннă. Ĕлĕк ку таврара кӳлли-çырмисем пулăллă пулнă, юманлăхра тĕрлĕ тискер чĕрчун ĕрченĕ. Пулă тытса сунара çӳресе пурăннă тет Ереевсем. Чĕлĕм кассинче ӳссе çитĕннĕ Михаил Петровичăн ашшĕпе амăшĕ, пĕр-пĕринчен тăватă килĕ урлă кăна пурăннă. «Тăхăрьял» эпопейине çыракан Г.Тимофеевăн арăмĕ те Эрейсен хĕрĕ пулнă.
Колхоз йĕркелесен унта пĕрремĕш кĕрекен те Петр Ереев пулать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан радиопа И.В. Сталин калаçать:
Тĕрĕслĕх пирĕн енче!
Тăшман тĕп пулĕ!
Эпир çĕнтеретпĕрех!
Çак кун ялти ытти арçынсемпе пĕрле арăмĕпе тăватă ачине хăварса Михаил ашшĕ те вăрçа тухса каять. Вĕсем ялтан тухса кайсан витрелетсе çумăр çăвать. Халăх юхтарнă куççуль пекех вăл çĕр çăтайми чашлатнă. Мĕн чухлĕ куççуль çуман пуль çĕр çине çав хăрушă çулсенче?..
Çĕр çине персе аннă хуйхă пек туйăннă çак çумăр вун тăватă çулхи Михайшăн.
«Тепĕр кун ирхине ирех чӳречерен бригадир шаккарĕ:
– Лаша кӳлме пĕлетĕн-и?
– Пĕлетĕп.
– Атя, аçу вырăнне ĕçлеме!
Пӳ çитместчĕ хамăн, крыльца çине улăхса лашана хăмăт тăхăнтартаттăмччĕ. Кӳршĕ ачипе Николай Лосевпа аттесем çыхса хăварнă кĕлтесене хĕлĕпе турттараттăмăр. Çуркунне çĕр ăшăнсанах лаша кӳлсе сухалама тухрăмăр та мĕн сивĕтиччен хиртен кĕмен темелле. Пĕррехинче пуçа пĕшкĕртнĕ, сухаласа пыратăп, сасартăк ман ума пĕр çын тухса тăчĕ, ку шкул директорĕ мана вĕренме чĕнме килнĕ иккен.
– Манăн кĕнекесем çук, – терĕм эпĕ.
– Унта, ачам, никамăн та çук, ыран пыр-ха эсĕ, малалли курăнĕ унта, – терĕ. Çапла маншăн 1942 çул вĕçĕпе 1943 çул пуçламăшĕ вĕренӳ çулĕсем пулчĕç. Майăн 2-мĕшĕнче пирĕн класа ял совечĕпе колхоз председателĕсем кĕчĕç, эпĕ ларакан парта патне пырса:
– Ак сан лашун йĕвенĕсем, пыр, сухалама кай! – пулчĕ вĕсен сăмахĕ.
«Сухаламалла-тăк, сухаламалла. Эпир мар-тăк, кам?» – тесе малалла тăпрана ишсе пыратăп. Эпĕ аттен шăпи çинчен нимĕн те пĕлмен-ха ун чухне», – каласа парать Миша тете.
Хусантан Харьков облаçне илсе каяççĕ Михай ашшĕне. Белая Церковь хули çумĕнче вырнаçнă пулнă вĕсен çар чаçĕ. Элшелсем (Дмитрипе Михаил Филипповсем тата Петр Ереев) пĕрле пулнă. Мĕтри – станоклă пулемет командирĕ, Михаил – снаряд илсе килсе тăраканни, Михай ашшĕ – наводчик. Инçе мар вырнаçнă аслă çул çинчен иртсе каякан нимĕç мотоциклĕсемпе ытти техникисене персе тăнă вĕсем. Пĕррехинче снаряд йăтса килнĕ Михаил хаклă çыннисем юнпа тăпра хутăшĕнче выртнине курах каять. Юлнă кĕлеткесене шăнасем сырса илнĕ. Снаряд алтнă шăтăка тăпрана ише-ише хуплакалать те Миша, чупма тытăнать. Анчах хупăрласа килекен нимĕçсенчен хăтăлаймасть, тыткăна лекет.
«Çапла аттесем вырăнне хамăр юлтăмăр», – каласа парать Михай тете. 1944 çулта кĕркунне ăна салтака илеççĕ. Инза хулинчи запаслă полкра тăраççĕ вĕсем. Вăрçă чарăнсан ултă çул Германире танксен чаçĕнче хĕсметре тăрать. «Çавăнта, Элфурт хулинче, «заочно» паллашрăм хамăн мăшăрпа Елизаветăпа», – тет вăл. Михайпа пĕрле тата Элшел каччи Георгий Мельников Германие лекнĕ. Пĕррехинче ăна Кивĕ Мертлĕ ялĕнчен савнă тусĕ Валя Мехтерова Лиза юлташĕпе пĕрле ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕк ярса парать, çапла майпа Кивĕ Мертле тепĕр чăваш салтакĕнчен те çырусем килме тытăнаççĕ.
Ултă çул каялла пĕтĕм тăванĕсене пуçтарса ылтăн туй тăваççĕ Ереевсем. Лиза аппа 50 çул каялла тăхăннă (вăл питĕ ăста çĕвĕçĕ) икĕ аркăллă шурă чăваш кĕпипе, саппунĕпе, тĕрленĕ шурă явлăкпа, Михай пичче те тĕрленĕ кĕпине тăхăнса пиçиххи çыхса кĕреке хушшине лараççĕ. Ереевсен виçĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ тахçанах тăван килĕнчен тухса кайнă ĕнтĕ. Пурте вĕреннĕ, ĕçлеççĕ. Халĕ вĕсен пурĕ 16 мăнук та 4 кĕçĕн мăнук.
Нумай кил-çуртра пулнă тесен те юрать хам çинчен, чăвашсем çывăх çыннисен сăнӳкерчĕкĕсене стена çине çакаççĕ. Çывăх тăванĕсемпе пĕрле Ленин, Сталин портречĕсене çакнисене те куркаланă, Ереевсем патĕнче пĕрремĕш хут хĕреслетсе тĕрленĕ чăваш алшăллийĕ айĕнче рамка ăшĕнче 28 вырăс çыравçин сăнӳкерчĕкĕ. «Чăваш çыравçисен портречĕсем çук-и?» – тесе ыйтрăм та тытăнчĕ Михаил Петрович Я.Ухсайпа Н.Полоруссов-Шелепи сăввисене вулама, сăмах чĕнме аптрарăм.
«Эпĕ питĕ вулама юрататтăм, кăшт вĕреннĕ пулсан, тен, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулнă пулăттăм», – тет М.Ереев. Сăвăсем те çырать вăл. «Туя» ятлă сăввине сăмахран хăйĕн пĕрле ĕçленĕ юлташне, Çĕпрелте пурăнакан Николай Ананьевич Большакова 80 çул тултарнă ятпа саламласа çырнă:
Самар шывĕ ĕçес тесе
«Самара каяр», – теççĕ.
Хальхи вăхăтра шăши те
Туяпа çӳрет теççĕ.
Туя тенĕрен, Михай тете те туя çине таянса çӳрет, вĕсем унăн 6-7-рен кая мар. Кашнийĕн хăйĕн ячĕ пур: Çемçе туя, Шăхлич туя, Сăмса туя тата ытти те. «Туяра – тиха вăйĕ», – тет вăл. Çапла тиха пек сиккелесе кун хыççăн кун иртсе пырать.
Таçта та ĕçлеме тӳр килнĕ Михаил Петровичăн. Çĕпрел районĕнчи Пăрăнтăк станцийĕнче йăва çавăрнă вĕсем мăшăрĕпе, çавăнтах почта начальникĕ, ял совечĕн председателĕ, чукун çул çинче, тырă хатĕрлекен çĕрте те ĕçленĕ. Пушар хуралĕн начальникĕнчен вара тивĕçлĕ канăва тухнă. «Çирен шинель каймарĕ, 17-ре тăхăнтăм та 62-ре кăна хыврăм. Çын хушшинче ĕçлесе, хама йывăр пулсан та, никама та усал сăмах каласа кӳрентермерĕм. Çавăншăн савăнса пурăнатăп та», – тет вăл.
 
: 1195, Хаçат: 5 (735)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: