Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ачаллă çемьесене парăнакан патшалăх пулăшăвĕпе мĕнле усă курас ыйтупа иртнĕ эрнере РФ Пенси фончĕн Тутарстанри уйрăмĕн, ТР Ĕçпе ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх, Сывлăх сыхлав министерствисен представителĕсем «Татмедиа» агентствăра журналистсемпе тĕл пулчĕç.
АМĂШ КАПИТАЛĔ ӲСНĔ
Тинех РФ Правительстви обществăн пĕчĕк ячейки çине тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе, 2007 çултан иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратнă, усрава илнĕ аннесене укçан пулăшу – Амăш (çемье) капиталĕ (250 пин тенкĕ) – парасси çинчен федераци законне йышăнчĕ. Унта çак сумма инфляцие кура çулсерен ӳссе пырасси çинчен каланăччĕ. Хальхинче «çӳлтисем» сăмаха çилпе вĕçтермерĕç, вăл чăн та ӳсрĕ, 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Амăш (çемье) капиталĕ 267500 тенкĕпе танлашрĕ. Анчах пуçватмăш: çершыври инфляци 12 процента яхăн пулсан та, аннесене пама палăртнă укçана пурĕ те инфляцин 7 процентне кăна шута илсе ӳстернĕ.
Палăртса хăварар, асăннă закона хальлĕхе 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен йышăннă. Унăн калăпăшĕ мĕн чухлĕ ӳссе пынине Пенси фончĕ аннесене кашни çул сентябрĕн 1-мĕшĕччен хыпарласа тăрĕ.
СЕРТИФИКАТ ИЛМЕ МĔНШĔН ВАСКАМАÇÇĔ?
Те патшалăхăн çак пулăшăвне пула, те пурнăç условийĕсем лайăхланнипе çĕршывра çамрăксем мăшăрланасси, ача çураласси сисĕнмеллех ӳсни палăрать. ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи ЗАГС Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра та 2007 çулта иккĕмĕш е ун хыççăнхи 18214 ача çуралнине çирĕплетнĕ.
Сăмах та çук, лайăх кăтарту. Анчах каллех чăрмав, Пенси фончĕн вырăнти уйрăмĕсем, ЗАГСсемпе хĕрарăмсен консультацийĕсем, ача çуратмалли çуртсемпе ача-пăча поликлиникисен ĕçченĕсем Амăш (çемье) капиталне тивĕçнĕ кашни аннене сертификат илме ятарлă йыхрав янă пулсан та 18214 аннерен 12872-шĕ (79 процент) (вĕсенчен 12837-шĕ – иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратнисем, 23-шĕ иккĕмĕш ачана усрава илнисем, 12-шĕ виççĕмĕш ачана усрава илнисем) кăна документа алла илнĕ. Мĕншĕн-ха аннесем васкамаççĕ? РФ Пенси фончĕн Тутарстанри управляющийĕн çумĕ А.Валиуллина çакна пирĕн халăхăн менталитечĕпе çыхăнтарчĕ. Халăх ĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхманни кунта та чăрмантарать-тĕр çав. Анчах тепĕр сăлтава та шута илмелле пуль. Вăл – ăнăçсăр çемьесем. Шăп çавăн пек аннесем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси пирки те, ачисен пуласлăхĕ çинчен те шухăшламаççĕ. Çавна пулах сертификат илме те килмеççĕ.
ПĔР ХУТЧЕН ПАРĂНАКАН ПУЛĂШĂВА КАМ ИЛМЕ ТИВĔÇ?
– 2007 çулăн январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратнă (усрава илнĕ), Раççей гражданстви пур аннесем.
– 2007 çулăн январĕн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене усрава илнĕ арçынсем (енчен те вăл çемьере пĕртен-пĕр опекун пулсан).
– Енчен те иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă е усрава илнĕ хĕрарăм вилсен е ăна анне правинчен хăтарсан патшалăх пулăшăвĕ ачасен ашшĕне (усрава илекен арçынна) куçать, кун пек чух унăн гражданстви мĕнле пулни пĕлтерĕшлех мар.
– Енчен те ашшĕ-амăшĕ вилсен е атте-анне правинчен хăтарсан, патшалăх пулăшăвĕ çула çитмен е вĕрентӳ учрежденийĕсенче куçăн майпа (очно) вĕренекен (23 çула çитиччен) ачисене (пĕр пек пайпа) куçать. Аса илтеретпĕр, Амăш капиталĕ пĕр хутчен кăна парăнать.
СЕРТИФИКАТ ИЛМЕ МĔН КИРЛĔ?
Амăш капиталĕн сертификатне илме заявленисене Пенси фончĕн вырăнти уйрăмне (пропискăра ăçта пулнине кура) тăратмалла. Хăвăрпа пĕрле паспорт, страховой свидетельство, мĕнпур ачасен çуралнă хучĕ (усрава илнисен – суд йышăнăвĕ) пулмалла.
ХĂÇАН ТАТА МĔНЛЕ УСĂ КУРМАЛЛА?
Пирвайхи сертификатсем 2009 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче вăя кĕме тытăнаççĕ. Çавна кура Правительство капитала ăçта тата мĕнле усă курмалли правило хатĕрленĕ. Аса илтеретпĕр, ку укçана аннесене алла памаççĕ, ăна уйрăм çыннăн (предприятин, предпринимателĕн) банкри счечĕ çине кăна куçараççĕ.
Амăш (çемье) капиталĕ пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма, ачана (е ачасене) пĕлӳ илме, амăшĕн пулас пенсин пуçтарăнса пыракан пайне куçарма парăнать. Патшалăх капиталĕпе çемье мĕнле усă курма шутлани пирки заявленисене вара ача икĕ çул та ултă уйăх тултарсан Пенси фондне тăратмалла. Енчен те укçа кирлĕ счет çине пĕрремĕш çур çулта çиттĕр тесен, заявленисене çур çул маларах çырмалла, урăхла каласан, октябрĕн 1-мĕшĕччен, иккĕмĕш çур çул валли майăн 1-мĕшĕччен ĕлкĕрмелле.
Калас пулать, правилăра çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, аннесем ăна пулас пенсин пуçтарăнса пыракан пайĕ çумне хушасси. Кун валли вĕсен Пенси фондĕнче заявлени çырса укçана пенси счечĕ çине куçармалла. Кайран, пенсие тухсан, Амăш капиталне пенси укçи çумне хушса тӳлеççĕ. Иккĕмĕш çĕнĕлĕх, аннесем капитала пайласа, урăхла каласан, пĕр пайне çурт-йĕр туянма, тепĕр пайне ачисене вĕрентме усă курма пултарасси. Çаплах тата Амăш капиталĕпе иккĕмĕш ача çураличчен банкран илнĕ кредита тӳлесе татма та ирĕк пурри.
1.РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшӳллĕн, Амăш (çемье) капиталĕпе ипотека кредичĕн пĕрремĕш взносне тӳлеме, çурт туянма, тин çеç лартакан çуртра хваттер илнĕ чух тӳлеме юрать. Урăхла каласан, закона пăсмасăр пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма. Кунсăр пуçне патшалăхăн çак пулăшăвĕпе Раççей Федерацийĕн территорийĕнче кăна çурт туянма ирĕк пур.
2. Амăш (çемье) капиталĕ ачасене пĕлӳ илме парăнать. Кунта çакна палăртмалла: çак укçапа çемьери кашни ачана вĕрентме юрать. Пенси фончĕн Тутарстанри управляющийĕн çумĕ А.Валиуллина каланă тăрăх, Амăш капиталĕпе мĕнле усă курассине çемье хăй йышăнать. Анчах вăхăта вăраха тăсмасăр. Унсăрăн патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă чух чăрмавсем пулма пултараççĕ. Апла-тăк ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшмалла.
 
: 1278, Хаçат: 5 (735)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: