Сесси вăхăтĕнче Турра шанман студент çĕр çинче пур-ши? Пĕр чĕптĕм куç хупмасăр вĕренсен те зачет, экзамен умĕн тăр-тăр чĕтрет çурма выçă чун. «Пĕрре кайсах зачет парасчĕ, экзаменра çăмăл билет лектĕрччĕ...»,– путакан улăм пĕрчинче çăлăнăç шыранă пек пăшăлтатать общежити пӳлĕмĕн пĕр кĕтесĕ еннелле (хăш енне тăрса Турра кĕлĕ тусан тĕрĕс пулнине кам чухлать-ха?) чĕркуçленнĕ студент.
Шупашкарти вĕренӳ заведенийĕсенче наука гранитне кăшлакансем общежити пӳлĕмĕсенче тек тăр-тăр чĕтресе лармаççĕ ĕнтĕ, ку енĕпе вĕсем тахçанах «çутта тухнă»: экзаменра пулăшма ыйтса чиркӳре çурта лартаççĕ, кĕлĕ итлеççĕ. Вĕсене ăмсанмалăх та пур çав: Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç енчи чи хитре вырăнта, Берендей вăрманĕ çумĕнче, çак çулсенче кăна Çветтуй Татиана (студентсене пулăшакан çветтуй) храмĕ ӳссе ларнă.
Кашни çул январĕн 25-мĕшĕнче унта Çветтуй Татианăна халалланă ятарлă кĕлĕ иртет. Çамрăксем ахаль чух та кунтан татăлмаççĕ-ха, Студентсен кунĕнче вара пушшех те. Храм настоятелĕ вĕренекен яш-кĕрĕме пил парать иккен.
Çветтуй Татиана храмне çак вырăна лартни ахальтен мар- мĕн. Пĕрремĕшĕнчен, Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç енче хальччен пĕр чиркӳ те пулман, иккĕмĕшĕнчен, чи нумай вĕренӳ заведенийĕ шăп çак районта вырнаçнă. Çветтуй Татиана студентсене пулăшакан çветтуй пулнăран храма кунта лартни питĕ вырăнлă пулать тесе палăртнă хула ертӳçисем.
Таçтанах курăнса ларакан чиркӳ, чăн та питĕ чаплă. Унăн никĕсĕн пĕрремĕш чулне Пĕтĕм Раççей тата Мускав патриархĕ II Алексий 2001 çулта Чăваш Ене иккĕмĕш хут килнĕ чух хăй хунă вĕт. Храма çынсен, республикăри предприятисемпе организацисен укçи-тенкипе лартнă. Темиçе чанран тăракан ансамблĕн сасси хитре кĕвĕ пулса кашни ир таврана ян каять. Ахальтен мар-çке чан сассине ĕнерме (настроить) Архангельскран Владимир Петровский мастера чĕннĕ.
Паллă ĕнтĕ, чиркӳре çурта лартнипех зачетка çине «пиллĕк» хăйпе-хăй ӳкерĕнмест. Апла-тăк наука гранитне кăшламалла та кăшламалла. Халăх калашле, Турра шан та, хăв ан ӳркен.