РФ ФСБ управленийĕн начальникĕн çумĕ, техника наукисен кандидачĕ, Раççейĕн правăпа хăрушсăрлăх енĕпе тава тивĕçлĕ академикĕ, генерал-лейтенант Валерий Кузнецов çинчен сăмах пуçарсанах В.Туркай сăввин «чăвашшăн чăваш тăван-хурăнташ» йĕркисем аса килеççĕ. Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче çуралса ӳснĕ ентешĕмĕр Валерий Поликарповичшăн, чăн та, çĕр çинчи мĕнпур чăваш тăван-хурăнташ. Вăл Мускаври Чăваш наципе культура автономийĕн членĕ пулнăскер, Чăваш наци конгресне май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Паллах, çав вăхăтрах тăван ялне, унти пултаруллă çамрăк ăрăва та манмасть. Лайăх вĕренекен, спортпа туслă яш-кĕрĕме çар училищисене вĕренме кĕме пулăшать. Уншăн тăван ял, шкул та хаклă. Иртнĕ çул вĕçĕнче Валерий Кузнецов Матак вăтам шкулне спорт инвентарĕ туянма, компьютер класне çĕнетме çĕр пин тенке яхăн укçа уйăрчĕ.
![]() |
Хисеплĕ ентешĕмĕр çак кунсенче каллех ыр кăмăллăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Вăл хăйне панă Раççей Федерацийĕн патшалăх премине (100 пин тенкĕ) Чăваш Енри Етĕрне районĕнчи ятарлă ача-пăча коррекци интернат-шкулне пачĕ. Асăнса хăварар, кунта тĕрлĕ чирпе чирлĕ 3-7 çулти 33 ача пурăнать. Валерий Поликарпович интернат-шкула Мускавран ятарласах хăй килнĕ-мĕн. Çапла майпа пĕчĕк ачасен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатасса шанать вăл.