Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕр çирĕм çул каялла кăна-ха Матак ялĕ (Çĕпрел районĕ) хăнасене тутлă çăкăр шăршипе кĕтсе илетчĕ. Тĕп урамра вырнаçнă пекарня кăмакинчен тин çеç тухнă кулачăн техĕмне паянхи кун та астăваççĕ ку тăрăхра. Вăхăтĕнче пилĕк яла çăкăрпа тивĕçтерме ĕлкĕретчĕ вăл.
Çăкăр пĕçерес ăсталăха 25 çул туптанă Зинаида Николаевна Чукмарева чухлĕ çак ĕçĕн вăрттăнлăхне пĕлекенни çук та пуль. Халĕ ĕнтĕ пекарня та тахçанах хупăннă, Çитта аппа та тивĕçлĕ канура, апла пулин те ĕçĕ малалла тăсăлать-ха. Хуçалăх столовăйĕнче унăн хĕрĕпе Татьяна Фадеевăпа Тамара Люнгина унчченхи йăлана, аслисен опытне тĕпе хурса чĕлхене çăтса ямалла тутлă çăкăр пĕçереççĕ. Районтан килнĕ пуçлăхсем те вĕсен кулаччине ытараймасăр кучченеç парса яма ыйтаççĕ-мĕн. Куçăхасран хăраса-ши е мухтанма хăнăхманран-ши хальхинче те вĕсем: «Кăмака лайăх пĕçерет пирĕн»,– терĕç çеç.
Тĕрĕссипе вара, поварсен çăкăрĕ кăна мар, яшки-пăтти те калама çук тутлă. Вĕсем хуçалăх ĕçченĕсене голубцы, котлет, тефтели пĕçерсе çитерме те ӳркенмеççĕ-ха, çапах та тепĕр чух заказпа пĕçерни те пулать. Кунти çĕр ĕçченĕсем пуринчен ытла купăста яшкипе котлет пĕçерме ыйтаççĕ иккен.
– Аш-какайран, пахча çимĕçрен, кĕрпе таврашран татăлмастпăр, агрофирма çителĕклĕ тата вăхăтра тивĕçтерсе тăрать,– каласа парать Татьяна. Столовăйра вара яланах хĕрӳ ĕç, ака, тырçи вăхăтĕнче кунне тăватă хутчен апат пĕçерсе хирти ĕçченсене çитерме каяççĕ вĕсем. Хĕл кунĕнче те столовăй мăрйинчен тĕтĕм тухма чарăнмасть. Çак вăхăтра та хуçалăхра 30 çын ĕçлет вĕт, механизаторсем техникăна çур акине хатĕрлеççĕ. Шартлама сивĕре вĕри апатăн пĕлтерĕшне каламасăрах ăнланмалла.
– Маттур пирĕн поварсем, тутлă пĕçереççĕ,– хаваслăн пĕлтерчĕç столовăйне апата кĕнĕ механизаторсем.
Татьяна Фадеевăпа Тамара Люнгина кунта пĕр тăтăш вунă çула яхăн ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Хăйсем кăна мар, вĕсен çемйисем те çак вăхăтра туслашма ĕлкĕрнĕ. Мăшăрĕсен йывăр ĕçне упăшкисем те ăнланаççĕ, тепĕр чух, пушă вăхăт тупăнсан, пулăшма килеççĕ. Вутă çураççĕ, кĕртеççĕ, нумаях пулмасть çывăхри пусса та юсаса панă иккен. Шкулта вĕренекен Анжела (Татьянăн хĕрĕ) кăçал çулла производство практикине те столовăйĕнчех иртнĕ.
Поварсен ĕçĕ малашне те ăнса пырасси иккĕленӳллĕ мар, кăна вĕсем пĕрре мар çирĕплетнĕ вĕт, апла-тăк апачĕ вĕсен яланах тутлă пултăр!
 
: 1292, Хаçат: 3 (733)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: