Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăй пур, май пур тени питĕ тĕрĕс те вăхăтлă сăмахсем. Кăçал, 2008 çултан, январь уйăхĕнчен ТР ЧНКА Канашĕн председательне Константин Геннадиевич Яковлева ТР Обществăлла палата членне тата çаплах ТР Халăхсен ассамблейин президенчĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ.
Тутарстанра пурăнакан чăвашсемшĕн çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Апла-тăк пире те сума сăваççĕ, çӳллĕ шая хураççĕ.
– Константин Геннадиевич, сире Çĕнĕ çул ячĕпе, уйрăмах тата пысăк должнăçсемпе саламлатпăр. «Сувар» хаçат вулаканĕсене çак пысăк вырăнта мĕнлерех ĕçсем туса пырассине уçса параймăр-ши?
– Хаваспах. Обществăлла палатăра виçĕ ушкăн ĕçлет. Кунта, паллах, республикăра пурăнакан çынсен ăс-хакăлне аталантарасси, тĕрлĕ халăхсен тĕн çыхăнăвĕпе тата культура ыйтăвĕсемпе ĕçлесси. Тĕслĕхрен, çав органа ыйтупа çыру килет, эпир, тĕрĕссипе комисси, ăна сӳтсе яватпăр та кирлĕ çĕре хурав çитеретпĕр. Урăхла каласан, закон проектне экспертиза тăвасси, халăх ыйтăвĕсемпе тата общество организацийĕсемпе ĕçлесси.
– Халăхсен пĕрлешĕвĕнче те улшăнусем пулчĕç юлашки вăхăтра...
– Пĕлтĕр, çулталăк вĕçĕнче, ТР Халăхсен ассамблейин Канашĕн президенчĕ пулма республикăра питĕ хисеплĕ те паллă çынна Фарид Мухаметшина суйларĕç. Мана тата икĕ çынна унăн çумĕ пулма çирĕплетрĕç.
– ТР ЧНКА ĕçĕсене те, паллах, эсир пăрахмастăр-тăр? Иртнĕ çулсенче мĕнлерех ĕçсем тунипе вулакансем хаçат вуласа паллашнă. Паян вара кăçалхи плансемпе паллашас килет. Иртнĕ çулпа танлаштарсан çĕнĕлĕхсем пулаççĕ-и?
– Вĕсемсĕр мар, паллах, эпир кашни çул чăвашсене аталантарма, пĕрлештерме тăрăшатпăр. Кăçал та çулталăк питĕ интереслĕ те кăмăллă иртмелле тесе шутлатăп. Февраль уйăхĕнче акă, Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче И.Я.Яковлевăн 160 çулхи юбилейне халалласа отличниксен слетне ирттеретпĕр. Кунта, паллах, ТР Вĕрентӳпе наука министерстви тата Элкел муниципаллă район ĕçченĕсем пулăшмасăр пулмасть. Эпир хăçан та министерствăсемпе, район пуçлăхĕсемпе пĕр сăмахлă пулса ĕçлетпĕр. Слет Хусанкай музейĕнче пулать. Чăваш Ен артисчĕсен концерчĕсĕр те çырлахмастпăр. Çакă йăлана кĕнĕ теме те юрать.
– Миçе ача пуçтарăнмалла, паллă-и?
– Республикăри пĕтĕм районсенчен тенĕ пек. Ăçта чăваш шкулĕсем пур, çавăнти отличниксене пурне те хапăл тăватпăр. «Пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренекенсем пурĕ 100 хĕрпе каччă пуçтарăнса килмелле.
– Кăçал пĕтĕм Раççейре те, Тутарстанра та Çемье çулталăкĕ иртет. Çулталăк планне çакăнпа çыхăннă мероприятисем кĕртсе хăварнă-тăр?
– Хăварнă кăна-и, чи малтан çырса хунă темелле. Кунне паянах калаймастăп, çапах та нумай ачаллă, питĕ пултаруллă аннесене пуçтарса пĕр-пĕринпе паллаштарасшăн. Икĕ çĕрте иртмелле, урăхла каласан зонă шайĕнче. Атăл леш енчисем пĕр çĕрте, Кама енчисем – тепринче. Малтан Кама енчисемпе пухăнасшăн. Вăл Аксура пулать. Тепри – Çĕпрелĕнче.
– Çаплах тата кăçал пирĕн, чăвашсен, пысăк уяв – И.Я. Яковлевăн юбилейĕ. Мĕн калама пултаратăр, мĕнле хатĕрленетĕр?
– Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Январь пуçланчĕ те, пĕтрĕ те тенĕ пек. Апрель те сисмесĕрех çитет. Элкелĕнче слет ирттерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Ун хыççăн районсенче çак тĕллевпе мероприятисем ирттернĕ çĕре те хутшăнма кăмăл пур. Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче палăк уçассине те паян кунах шутласа тăратпăр. Апрелĕн 29-мĕшĕнче, Хусанта юбилее халалласа конференци ирттеретпĕр.
– Палăк тенĕрен, Шупашкарти «ТУС» компанин генеральнăй директорĕ Н.Ф.Угаслов аса килчĕ. Пĕлтĕр Николай Угасловпа Алексей Трофимов академика ТР тава тивĕçлĕ ĕçченсен ятне парасси çинчен сăмах пынăччĕ. Халĕ çак ĕç мĕнлерех шайра?
– Вĕсене ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев 2007 çулхи октябрь уйăхĕнчех ТР тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен ятне пама Указ кăларса алă пуснă. Н.Ф.Угаслова ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, А.А.Трофимова ТР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят панă. Хальлĕхе медальсем парса саламламан-ха.
– «Чăваш пики» конкурс çинчен те калаçкаланине илтнĕ. Кăçал хăш вăхăталла пулмалла?
– Хусанта март уйăхĕнче иртет. Районсенче хатĕрленӳ пырать тесе шутлатăп. Хĕр-пикесем те тупăннă-тăр ĕнтĕ. Вăхăт шăвать. Районти конкурссене йыхравласса кĕтетĕп.
– Чăнах та конкурс çине конкурс иртет. Пĕлтĕр «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс зонăсенче иртрĕ. Мĕнлерех шайра пулчĕ пек?
– Тĕрĕссине калатăп, мана унта чĕнмен. Кун пирки ТР Культура министерствипе çыхăнса калаçрăмăр-ха. Мана вĕсем мĕнлерех ирттерни килĕшмест. Конкурса жюрисĕр пуçне никама та чĕнмеççĕ. Ман шутпа хăш районтан «артистсем» килеççĕ, вĕсемпе пĕрле автобуспа куракансене те илсе килмелле. Мĕншĕн тесен ытти район ансамблĕсем мĕнлерех юрланине, ташланине курмашкăн кăмăл тăвакансем сахал мар. Вăл хăйне тĕрлĕ тӳлевсĕр концерт.
– Эпĕ, «Сувар» хаçатра ĕçлекенскер, çырăнтару çинчен те сăмах хускатасшăн. Пĕлтĕрхи интервьюра эсир районти ЧНКЦ ертӳçисем хаçата мĕнлерех майпа çырăнтарасси çинчен каланăччĕ. Çав ĕç еплерех пычĕ?
– Тĕрĕссипе, унта мĕн каланине халĕ астусах та каймастăп. Аса илтерĕр-ха?
– Вĕсем чăваш ялĕсенче пухусем ирттерсе, хаçат хамăршăн мĕнле пысăк пĕлтерĕшлине каласа çырăнма сĕнмелле пулнă.
– ... Çывăх вăхăтсенчех тĕрĕслетĕп.
– Тĕрĕслесен, тĕрĕслемесен те паллă. Кашни районта экземплярсен шучĕ чакнă. Нумай чăваш пурăнакан районсене кăна илер: Аксура – 52, Çĕпрелте – 149, Пăвара – 68, Теччĕре – 60, Çарăмсанта – 46, Нурлатра – 33 экземпляр сахалрах.
Калаçăва планри кăмăла уçакан паллăсемпе вĕçлер-ха. Кашни çул пулакан çуллахи праçник хăçан пулнине пĕлтерер вулакансене.
– Çуллахи республика тата Раççей шайĕнчи çеç мар, кăçал Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи Уява июлĕн 5-мĕшĕнче Нурлатра ирттерме шутланă. Анчах та муниципаллă район пуçлăхĕсем улшăннă хыççăн ĕç-хĕл тата праçник мĕнлерех иртессине пĕлместпĕр-ха. Авана шанатпăр.
– Константин Геннадиевич, çакăнпа çулталăк планĕ вĕçленет-и?
– Çу-ук-ха. Тата чи кирлĕ япала манса юлнă. Кăçалтан эпир Хусанта тата ун çумĕнчи поселоксенче пурăнакан чăваш ачисем валли вырсарни шкулĕ уçма шутлатпăр. Çак ĕçе февраль уйăхĕнченех пуçăнасшăн. «Сувар» урлă йыхравлатпăр: февралĕн 3-мĕшĕнче, Париж Коммуни урамĕнчи 14-мĕш çуртра, Чăваш патшалăх университечĕн представительствинче 10 сехетре ашшĕ-амăшĕсене ачисемпе пĕрле пĕрремĕш пухăва пыма чĕнетпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефон: 293-93-75.
Вĕрентекенсем те пур. Ачасене чăваш чĕлхине, литературине, культурине, йăли-йĕркине тата юрлама, ташлама вĕрентетпĕр. Тата манăн республикăра пурăнакан ачасен фестивальне ирттерме шухăш пур. Пирĕн пепкесен хушшинче пултаруллисем мĕн чухлĕ вĕт. Вĕсене аталанма, пултарулăхне кăтартма майсем туса памалла.
Хусанта вĕренекен студентсене те пуçтарса пĕр-пĕринпе паллаштарас килет.
Çапла, шухăшсем нумай, плансем те туллиех, çитменнине тата вăй та, май та пур, ĕçле кăна. Тен, ЧНКА Канашне çĕнĕ идейăллă çĕнĕ çынсем çитмеççĕ?
 
: 1201, Хаçат: 3 (733)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: