Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Апрелĕн 27-мĕшĕ – Христос чĕрĕлнĕ аслă кун – Мăнкун
КУÇСА ПЫРАКАН ПРАÇНИКСЕМ
Апрелĕн 20-мĕшĕ – Турă Иерусалима кĕнĕ кун – Кăчкă праçникĕ (Вербное Воскресенье).
Июнĕн 5-мĕшĕ – Мăнкун иртсен хĕрĕх кунтан Иисус Христос Елеон тăвĕ çинчен пĕлĕте хăпарать – Вознесени.
Июнĕн 15-мĕшĕ – Виç-ипостаçлă Таса Турă. Мăнкун иртсен аллăмĕш кун пулакан уяв – Троица.
КУÇМАН ПРАÇНИКСЕМ
Январĕн 7-мĕшĕ – Иисус Христос çуралнă кун – Раштав.
Январĕн 19-мĕшĕ – Хăва тĕминче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кĕнĕ кун – Кăшарни (Крещение).
Февралĕн 15-мĕшĕ – Кĕтсе илме кайни, хирĕç тухса кĕтсе илни – Сретени.
Апрелĕн 7-мĕшĕ – Тасаран Таса Хĕре Ырă Хыпар калани – Пăлхавăшни.
Августăн 19-мĕшĕ – Турă çап-çутă пулса курăнни – Преображени.
Августăн 28-мĕшĕ – Турă Амăшĕ леш тĕнчене канăçланса куçса кайни – Успени.
Сентябрĕн 21-мĕшĕ – Турă Амăшĕ çуралнă кун.
Сентябрĕн 27-мĕшĕ – Хĕресе çĕклесе кăтартни – Воздвижени.
Декабрĕн 4-мĕшĕ – Чиркĕве леçни – Введени.
АСЛĂ ПРАÇНИКСЕМ
Январĕн 14-мĕшĕ – Ӳте Моисей йăлипе кастарни – Обрезани.
Июлĕн 7-мĕшĕ – Ырлăх илес умĕн килекен. Малтан Иисус кĕнĕ.
Июлĕн 12-мĕшĕ – Çырла çимелли кун – Питрав.
Сентябрĕн 11-мĕшĕ – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Октябрĕн 14-мĕшĕ – Хӳтĕлесе тăни – Пукрав. Çав кун аш-какай çимелле теççĕ. Çиеймесен вара çулталăк хушши хăй ашне çиет тет. Выльăх пусмалла.
НУМАЙ КУН ТЫТМАЛЛИ ТИПĔСЕМ
Мартăн 10-мĕшĕнчен апрелĕн 26-мĕшĕччен – Аслă типĕ – Мăнкун типпи.
Июнĕн 23-мĕшĕнчен июлĕн 11-мĕшĕччен – Питрав типпи.
Августăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен – Успени типпи.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнчен 2009 çулхи январĕн 6-мĕшĕччен – Раштав типпи.
ПĔР КУН ТЫТМАЛЛИ ТИПĔСЕМ
Типĕсĕр эрнепе çветке вăхăчĕсĕр пуçне çулталăк тăрăшшĕпе юнкунпа эрнекун.
Январĕн 18-мĕшĕнче – Турă шыва кĕрес умĕнхи кун.
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Сентябрĕн 27-мĕшĕнче – Воздвижени. Хĕресе çĕклесе кăтартнă кун.
ТИПĔСĔР ЭРНЕСЕМ
Январĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 18-мĕшĕччен – Çветке.
Февралĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен – Мытарьпе Фарисей.
Мартăн 3-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕччен – Çăварни.
Апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа майăн 3-мĕшĕччен – Мăнкун.
Июнĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен – Троица.
ВИЛНИСЕНЕ АСĂНМАЛЛИ КУНСЕМ
Февралĕн 10-мĕшĕнче –Христоса шаннăшăн хĕсĕрленĕ вăхăтра асап курнисене асăнмалли кун.
Мартăн 1-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчипе вилнисене асăнмалли шăматкун.
Мартăн 29-мĕшĕнче – Мăнкун типпин виççĕмĕш шăматкунĕ.
Апрелĕн 5-мĕшĕнче – Мăнкун типпин тăваттăмĕш шăматкунĕ.
Майăн 6-мĕшĕнче – Радоница.
Майăн 9-мĕшĕнче – вăрçăра вилнисене асăнмалла.
Июнĕн 14-мĕшĕнче – Çимĕк.
Ноябрĕн 1-мĕшĕнче – Дмитриевски кунĕ.
 
: 1188, Хаçат: 2 (732)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: