Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ çул ыран тенĕ чухне питĕ хăрушă тĕлĕк тĕлленнĕччĕ эпĕ пĕлтĕр. Вунă çул курман, анчах та тахçан питĕ çывăх тус пулнă Валери кум ман умра чĕркуçленсе ларнă та пикенсех тем çинчен тархасласа ыйтать пек. Хама хам питĕ япăх туятăп, вăтаннипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕр, ăна тăратма хăтланатăп, вăл вара пикенсех тархаслать. Ыйхăран вăрансан çав каç шăпах пирĕн пата хăнана килнĕ аппана каласа патăм.
– Валери тетĕн-и? Ара, вăл вилнĕренпе те часах вунă çул çитет пулĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕпе пĕр çултах çĕре кĕчĕç. Ырă вырăнта выртчăрах, тăпри тĕк пек çăмăл пултăр, чунĕсем сĕтлĕ кӳлĕре ишсе çӳреччĕр, – сăхха печĕ манăн халиччен хăй çирĕп ĕненекен çын пулнине кăтартсах кайман аппа.
– Мĕн пулнă, Валери хăй те, Наçтук аппа та самаях çамрăк çынсемччĕ-çке? Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ вĕсен! – тесе ыйтрăм эпĕ, хулара пурăннă вунă çулта пĕрре те чи лайăх тусăма курма яла кайма вăхăт тупайманшăн пăшăрханса.
– Ватах марччĕ те, эс калашле, пурăнмаллаччĕ, анчах пӳрмен вĕсене, ылханлă йăхран вĕсем иккĕшĕ те, – хаш сывласа каласа хучĕ аппа.
Чăннипех тĕлĕнтерчĕç мана унăн сăмахĕсем. Вăтăр пилĕк çул каялла, Совет çарĕнчен таврăнсан, паллашнăччĕ Валери кумпа. Кӳршĕ яла, кукка патне нимене кайнăччĕ. Валери – кукка кӳрши, ăна çурт купалама пулăшма пынă. Питĕ ăста каменщик, çĕнĕ пӳртĕн умри стенине купаланăччĕ ун чухне. Эпĕ, салтак тумне те хывма ĕлкĕрейменскер, ăна кирпĕч, раствор йăтса пулăшса тăтăм. Икĕ кунта питĕ лайăх паллашрăмăр, каярах лайăх туссем пулса тăтăмăр. Тепĕр икĕ çултан, авланса ачаллă пулнă хыççăн Валерие ывăла тыттартăм. Çавăн хыççăн пирĕн туслăх тата та çирĕпленчĕ. Вун пилĕк çул аслăрахчĕ манран Валери кум, çавах ăнланаттăмăр пĕр-пĕрне. Урçаччĕ ун чухне çĕнĕ тус, арăмĕ çулталăк каялла çĕре кĕнĕ, ăна çичĕ ачапа тăратса хăварнă. Вĕсенчен асли вун пиллĕкре, кĕçĕнни виççĕре çеç. Пилĕк çул пĕчченех пăхрĕ вăл вĕсене, унтан манăн куккан арăмĕн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкне – ватă хĕре, хĕрĕх çулалла çывхарса пыракан Наçтук аппана качча илчĕ. Иккĕш те ĕçченскерсем, питĕ лайăх пурăнатчĕç вĕсем. Пуянччĕ. Мана та, çурт тунă вăхăтра та, вĕреннĕ чухне те сахал мар пулăшнă. Укçа-тенкĕпе те, ырă сăмахпа та, ĕçпе те. Ачисене пурне те çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Аслă ачисен туйĕнче те савăнма тӳр килнĕччĕ мана. Хам сасартăк çемьене пăрахса тухса кайсан вăтантăм ахăр вĕсенчен, 10 çул пĕр хыпар та ямарăм. Яла та çак тапхăрта пĕрре те кайман. Çавăнпа та аппа сăмахĕсем чĕрене йĕп пекех тăрăнчĕç. Вăл вара, ман шухăша сиснĕ пекех, çапла каласа хучĕ.
– Тĕлĕкре курăннă, тархаслать пулсан, питĕ çăмăлах мар ахăр сан кумна леш тĕнчере те. Тăтăшах асăнса тăр ăна, чиркĕве кайса çурта лартса тăр, вĕсене асăнмасăр апатланма ан лар. Мĕскĕнсем, начар, выçă пурăнаççĕ ахăр вĕсем унта. Никам та асăнса пĕр тумлам паракан та çук пулĕ, – аппа сăхха печĕ, куçĕсем шывланчĕç.
– Ара, ачисем асăнаççĕ пулĕ, нумайччĕ вĕт вĕсем Валери кумăн, – терĕм эпĕ.
– Ачисем юлман çав, вунă çулта пĕр çын юлмиччен пĕрин хыççăн тепри вилсе пĕтрĕç. Халĕ Валерин те, Наçтукăн та çĕр çинче пĕр çывăх тăванĕ те çук. Мĕн тăвăн, ылханлă йăхсенчен-çке иккĕшĕ те, – шăппăн ĕсĕклерĕ аппа.
– Мĕнле ылханлă йăх, халиччен илтмен-çке эпĕ ун çинчен? – тесе ыйтсан акă мĕн каласа пачĕ мана аппа. Наçтук аппан ашшĕ вăрçă умĕн НКВД органĕсенче ĕçленĕ иккен, 1935-1941 çулсенче нимĕн айăпсăр çĕршер çынна хăй аллипе пере-пере пăрахнă. Вăрçă вăхăтĕнче ятарлă уйрăмра ĕçлесе чылай çынна пĕтернĕ теççĕ. Вăрçă хыççăн киле таврăнсан питĕ хытă чирлесе кайнă вăл, тухтăрсем пулăшайманнипе хăй патне юмăç карчăка чĕнтернĕ.
– Ылхан нумай санра. Ху пĕтернĕ чунсем сана çеç мар, мĕнпур йăхна ылханнă. Ху хĕнпе вилен, ачусем те сан хыççăн кайĕç, – тенĕ пулать лешĕ. Çулталăк асапланса, чĕрĕллех çĕрсе кайса пĕтнĕ пулать çылăхлă çын. Валери ашшĕне ял-йыш 30-мĕш çулсенче чиркĕве хупнă чух хĕресе илсе пăрахнăшăн ылханнă пулать. Çавăнпа та йăхĕ пĕтнĕ унăн, хăй вăрçăра вилнĕ. Икĕ ылханлă йăх пĕрлешни те усă кӳреймĕн. Валерипе Наçтук пĕрлешнĕ хыççăн йĕкĕреш ывăлсем çуралмалла пулнă вĕсен. Çуратма уйăх çеç юлсан Валери, хăйне яланах питĕ йĕркеллĕ тытнăскер, ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ, халиччен никам çине те алă çĕклеменскер Наçтука хĕнесе пĕтернĕ. Лешĕн ачисем ӳкнĕ вара.
Аппа сăмахĕсем чăннипех те хумхантарса ячĕç мана. Çав кунах чиркĕве кайса кумпа кумана, вĕсен тăванĕсене, ачисене асăнса çурта лартрăм. Хăнасенче çеç мар, килте те апат çиме лариччен Валерипе Наçтука ырăпа асăнатăп. Çавăн хыççăн пĕр икĕ хут курнă вĕсене тĕлĕкре: савăнăçлă, кăмăллă, кулкаласа çеç тăраççĕ. Леш тĕнчери пурнăç йĕркеленсе кайнă ахăр.
 
: 1252, Хаçат: 2 (732)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: