Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хĕллехи Микула кунĕнче Усăллă ялĕнче (Павлă районĕ) чуна савăнтаракан уяв иртрĕ. 1921 çулхи хăрушă выçлăхра сассине «çухатнă» чиркӳ чанĕ Николай святитель Мир Ликийский архиепископа халалласа халăха кĕлĕ тума йыхравларĕ.
Фоминовка, Поповка вырăс ялĕсенчен, Удмурт-Ташлипе Наратлăран тата Павлă хулинчен пуçтарăнчĕ халăх.
Вун сакăр уйăх хушшинче çĕкленчĕ ял чиркĕвĕ. Сăваплă ĕçе чăвашсем кăна мар, тутарсемпе вырăссем те кăмăлпах хутшăнчĕç. Чиркӳ ĕçне тăвакансене, йĕркелекенсене Павлăри Серафим Саровский прихучĕн настоятелĕ Игорь атте ырă сăмахпа тав турĕ.
Каçхине ялти Культура çуртĕнче Наратлăран килнĕ «Шуçăм» ушкăн пуçтарăннă халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Ял пурнăçĕнче çитменлĕхсем нумай. «Дружба» тата «Югдон» ял хуçалăхĕсем çука тухса саланчĕç. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ хуçалăхсем ура çине тăман-ха. Çавăнпа ял Канашне вĕсенчен пулăшу çук. Апла пулин те Усăллă халăхĕ пуçне усмасть, тăрăшсах ĕçлет.
Хĕллехи Микула кунĕнче ĕлĕк-авалах кӳршĕ ялсем Усăллă ялне хăнана пуçтарăннă. Халĕ пурнăç улшăннă май хăнасен шучĕ те чакрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те çак кун ырă кăмăллă çынсем йышлăнах пухăнчĕç Усăллăра. Эпĕ вĕсене чиркӳре те, Культура çуртĕнче те уявпа саламларăм, ырлăх-сывлăх сунса чунтан савнине пĕлтертĕм.
Çапла усăллăсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ, ун çинчен инçете-инçете саланакан чан сасси пĕлтерчĕ...
 
: 998, Хаçат: 2 (732)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: