Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КИК – кӳренӳ, тарăху. Тĕсл.: Кикĕ-мĕнĕ, тахçанах каçарнă эп сана.
КИКЕН – курăк ячĕ. Тĕсл.: Çулла тăрăллă кикен пит нумай пулсан, хĕлле пит сивĕ пулать.
КИЛПЕТ – ятуллă курăнакан; килпетсĕр – сăнсăр, çын асăрхамалăх çук, лайăх мар. Тĕсл.: Ухванеçсен ывăлĕ çын çинче хăйне питĕ килпетсĕр тыткалать.
КИПЕК/ КИПИК/ КИПЕНКĔ – хывăх, ирĕш, мĕн-тĕр хуппи. Тĕсл.: Сĕлĕ кипеккипе тăрантарсах тихаран лаша турĕ.
КИСТЕН/КИСМЕН – I вĕçне тимĕр çапнă юман тукмак, унпа çапăçнă чух усă курнă. Тĕсл.: Пăлхавçăсем кисменĕсене, сенĕкĕсене йăтса улпут çурчĕ еннелле утрĕç. II тарасан хулăн вĕçĕ. Тĕсл.: Хăмлине икĕ михĕ хурсан та кисменĕ çĕр çумĕнчен те хăпмарĕ.
КИШĔК – апат юлашкийĕ. Тĕсл.: Ампара кĕни те ахалех, пĕр кĕтесре шăши кишĕкĕсем кăшт юлнă.
КУЛАВККА /КОЛАВКА/ КУЛАККА – сăра йӳçĕтмелли. Тĕсл.: Кулаккана çĕпрепе çăнăх йӳçĕтсе тăваççĕ.
КУТĂРККА/ КĂТĂРКА – çĕр çумĕнчен юр вĕçтерсе вĕрекен хĕллехи çил. Тĕсл.: Çул çӳревçĕсем ялтан самай аякка кайнăччĕ ĕнтĕ кутăркка тухнă чух.
КӲКЕН – йывăç ячĕ, вырăсла терновник. Тĕсл.: Библире Христоса кӳкен кăшăл тăхăнтартнă тенĕ.
КӲЛЕШ – кĕвĕç. Тĕсл.: Кӳлешекен хĕрсене кӳлештерме тухрăмăр.
КӲМЕРККЕ – калăпăш. Тĕсл.: Эп сана укçа кӳмерккипе пусарса вĕлеретĕп.
КӲМЕРТЕ – купа. Тĕсл.: Япалисене пĕр çĕре пухса кӳмерте турĕç.
КӲМЕРТЕН – курттăммăн. Тĕсл.: Кӳмертен туянсан тавар йӳне ларать.
КӲНТЕЛЕН – свидетель. Тĕсл.: Кӳнтеленрен пĕтертĕн-çке мана!
КӲНЧĔК – хĕрарăм кĕпин кăкăр тĕлне икĕ енчен хăюпа ултă кĕтеслĕхсем пек илемлетнĕ эреш.
 
: 1274, Хаçат: 2 (732), Категори: Чĕлхе пуянлăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: