Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Пĕрле ӳснĕ тантăшсем» ярăмран
Табак тĕтĕмĕн шăршине эпĕ пĕчĕкрен пĕлетĕп. Манăн атте чикарккине çăвартан кăлармастчĕ темелле. Тепĕр чухне çĕр варринче тăрса та туртатчĕ. Табакне вăл хăй лартса ӳстеретчĕ. Мачча тăррине типĕтнĕ табак хунавĕсемпе тултаратчĕ. Питĕ хăватлăччĕ унăн табакĕ, мана чыхăнтарсах яратчĕ.
Пĕрле ӳснĕ тантăшсем те пурте тенĕ пекех табак туртатчĕç. Пĕр эпĕ çеç туртмастăмччĕ пулас. Пĕчĕккĕ чухне эпĕ те табак тĕтĕмлентерме хирĕç марччĕ, анчах пĕр эрне хушшинче пулса иртнĕ икĕ инкек ĕмĕрлĕхе ман кăмăла улăштарчĕ.
* * *
Вăрçă иртнĕ хыççăн тепĕр çулĕнче Елчĕкре ярмăркка ирттересси çинчен сăмах тухрĕ. Пире, халиччен ярмăркка курман ачасене, ку темĕнле пысăк праçник пекех туйăнчĕ. Ярмăркка умĕн мана çĕнĕ кĕпе çĕлесе пачĕç. Килте тĕртнĕ пиртен мар, чечеклĕ лавкка пусминчен. Пусми çемçе, илемлĕ. Çĕнĕ кĕпене тăхăнса ял хыçĕнчи çерем çинче вылякан ачасем патне антăм. Вĕсем кăвайт тавра пуçтарăннă, темĕн пирки шавлаççĕ, ман кĕпене мар, хама та асăрхамаççĕ. Систермесĕр вĕсен хушшине кĕрсе лартăм.
Упа Кулин ашшĕ салтакран таврăннă иккен, хăйпе салтак махоркине илсе килнĕ. Те ашшĕнчен ыйтса, те ыйтмасăрах, Куля пĕр пачкине кунта илсе тухнă, ачасене махоркăпа хăналать. Мана та пĕр чĕптĕм лекрĕ. Эпĕ килти табака туртма юратсах каймастăп, çапах та кăна тутанса пăхас терĕм. Шăрши илĕртрĕ. Хаçат хучĕпе пысăках мар чикарккă çавăрcа пĕр касăм ĕмсе илтĕм. Мана ку килти табакран йăвашрах пек туйăнчĕ. Хула тапакĕ кашни кун пулмасть, çавăнпа кăна пĕтĕмпех туртса ярас терĕм. Анчах ĕлкĕреймерĕм.
– Элекçей, кĕпӳ çунать! – кăшкăрать хирĕçре ларакан çывăх тусăм Карачăм Кули. Табак тĕтĕмне хакланă май сисмен те ун кĕлĕ ман çĕнĕ кĕпе çине ӳксе кăкăр тĕлĕнче шăтăк çунтарса кăларнă. Эпĕ çакна вăхăтра сисеймен. Шăтăкĕ чылаях пысăк, чăх çăмарти кĕмелле. «Орден пек», – шӳтлеççĕ пĕрисем. «Ну, сана халь килĕнте лекет!» – хăратаççĕ теприсем.
Мĕн тумалла? Ку ман ярмăрккана каймалли кĕпе вĕт. Салхуллăн киле уттаратăп, анчах пӳрте кĕме хăратăп. Каç пуличчен вăхăта нӳхреп çине лартнă хӳшĕре ирттерес терĕм. Кунта никам та çук. «Мĕншĕн туртрăм-ши ку табака?» – вăрçатăп хама. Тен, табак кĕлĕ мар, кăвайт кăварĕ ӳксе çунтарчĕ кĕпене? Çапла ӳкĕнсе ларнă çĕрте сисмесĕрех тĕлĕрсе кайнă.
Мана анне сасси вăратрĕ:
– Тупнă ăçта çывăрма?! Шăнса пăсăлас тетĕн-им? Нӳхрепрен сивĕ туртăнать вĕт, – вăрçать мана. Кăкăр çинчи «ордена» курсан эпĕ мĕншĕн кунта çывăрнине каламасăрах ăнланчĕ пулас.
– Кăна ăçтан çаклатрăн? – ыйтать лăпкă сасăпа. Хам ăçта пулнине каласа патăм, табак туртнине çеç шарламарăм. Кăвайт кăварĕ ӳксе çунтарчĕ пуль терĕм. Эпĕ ӳкĕннине кура анне мана вăрçса тăмарĕ, алăран çавăтса пӳрте илсе кĕчĕ. Кунта Йинук (Зина) аппа çĕвĕ çĕлекен машина умĕнче ларать иккен. Кĕпине те çавах çĕлесе панăччĕ. Кĕпе пусмин татăкне тупса аппа шăтăк çине саплăк лартса пачĕ. Çĕввине питĕ тирпейлĕ турĕ – тинкерсе пăхсан та уйăрса илеймĕн. Çапах та вăл тепĕр пусма татăкĕ илсе ун çине çиелтен пысăкрах кĕсье лартса пачĕ. Ку мана çав тери кăмăла кайрĕ. Кĕсьеллĕ кĕпе! Кун пекки ялта никамăн та çук!
* * *
Часах кĕтнĕ ярмăркка кунĕ çитрĕ. Иртенпех çанталăк хĕвеллĕ те ăшă. Пирĕн çурт умĕпе иртекен аслă çулпа çынсем Елчĕкелле утаççĕ. Хăшĕсем лашапа пыраççĕ. Пурте лайăх тумланнă.
Пирĕн кас ачисем пĕр ушкăнпа каяс терĕç. Эпир те Куляпа вĕсен çумне хутшăнтăмăр. Çулĕ инçех мар – тӳрĕрен кайсан вунă çухрăма яхăн. Анне мана ярмăркка ирттерме пĕр тенкĕ укçа парса ячĕ.
Эпир çитнĕ тĕле ярмăркка пуçтарăнса çитнĕ. Ял хĕрринчи пасар тăкăрлăкĕнче тинĕс пек çын хумханать. Вырăнĕ-вырăнĕпе çамрăксем пуçтарăнса вăйă калаççĕ, ташлаççĕ. Пасар варринче çаврака тăрăллă карусель çаврăнать, музыка кĕрлет, ачасене йывăç лашисем, çунисем çине ларса ярăнма чĕнет. Юнашарта шăнтнă хăймаран тунă япала сутаççĕ, кăна мороженăй теççĕ, чăвашла шăнтармăш е тĕнтермĕш темелле-тĕр. Çăвар типнисене морс ятлă хĕрлĕ тĕслĕрех пылак шыв сĕнеççĕ. Кусене пурне те эпĕ пĕрремĕш хут куратăп, тутанса пăхас килет. Анчах пурне те тутанма анне парса янă укçа çитеймест пулĕ. Çав вăхăтра Сунтул Санькки пире ырă хыпар пĕлтерчĕ – карусель çине укçасăрах ларма пулать тет. Ăна ачасем тĕртсе çавăраççĕ иккен. Кашни 4-5 ярăм хыççăн вĕсене укçасăр пĕр ярăм карусель çине лартса çаврăнтараççĕ пулать. Пире те çапла тума сĕнет. Эпир савăнсах килĕшрĕмĕр. Каруселе тăватă ярăм çавăрса пиллĕкмĕшĕнче унăн лашисем çине ларса ярăнтăмăр. Çапла аллăшар пус укçа перекетлесе хăвартăмăр. Килтен парса янă укçа тĕнтермĕш илме те, морс ĕçме те çитрĕ, кăштах кĕсьере те юлчĕ.
Юлнă укçапа мĕн те пулин илес тесе Куляпа лавккасен ретне кайрăмăр. Пасарăн икĕ енĕпе Канашран, Шупашкартан, тĕрлĕ районсенчен килнĕ лавккасем нумай. Тутартан килнисем те пур. Мĕн кăна çук пуль кунта! Манăн премĕк илес килет. Анчах Куля килĕшмест. Пĕр лавккара «Беломор-канал» пирус сутаççĕ.
– О-о-о! – чарăлса кайрĕç Куля куçĕсем çакна курсан. – Кăна илмеллех! Пачкисем пысăк, çĕршер пирус та пур-тăр вĕсенче. Ăна илме пирĕн укçа çитмест. Куля телейне пирусĕсене пĕрерĕн те сутаççĕ иккен. Пирĕн укçа пилĕк пирус илме çитрĕ. Ăна виççĕшĕ, мана иккĕшĕ лекрĕ.
– Кусене кунта мар, киле çитсен, тăнăçлă вырăнта туртмалла, – тет Куля. Эпĕ те унпа килĕшетĕп.
* * *
Ярмăркка кунĕ Çимĕк тĕлне килнĕччĕ пулас. Пурнăç питĕ йывăр пулсан та çак праçник ячĕпе килте чăх пусса сĕлĕ пăтти пĕçерсе пачĕç. Сĕллине аттене МТС шутĕнче ĕçленĕшĕн панăччĕ. Пăтти питĕ тутлă пулчĕ. Кун пек тутлă апат çименни нумай пулатчĕ.
Апат хыççăн Куля патне кайрăм. Вăл та тин апатланса тухнă. Пируссене илсе вĕсен шалти картлаçĕ çине кĕрсе лартăмăр. Кунта пире никам та кансĕрлемест. Хире-хирĕç ларса пируссене чĕртсе ятăмăр. Тĕтĕмĕ тутлă шăршăллă, çемçе, мана чыхăнтармасть.
– Кăна пĕтĕмпех çăтмалла, – тет Куля. – Уншăн укçа тӳленĕ.
Тăрăшсах табак тĕтĕмне çăтатпăр. Пĕрер пирус туртса ятăмăр.
– Э-э, кунăн табакĕ йăваш, пуçа тивмест, – тет Куля иккĕмĕш пирусне тивертсе. Эпĕ те унтан юлмастăп. Иккĕмĕшне васкамасăр туртатпăр. Анчах туртса пĕтереймерĕмĕр, кăмăл пăтранма пуçларĕ. Хăсас килет. Пирус тĕтĕмĕ тиве пуçларĕ пулас. Куля çине пăхатăп. Ун сăнĕ шуралса кайнă, хăй те минкĕренĕ пулас. Ăш-чикне пăтратса хăпаракан хăсăкне тытса чарас тесе-тĕр çăварне аллипе хуплать, çапах та лешĕ шавлă сасăпа тапса тухать. Ăна курса эпĕ те пыра тулса килнĕ шĕвеке тытса чараймарăм. Юнашар тăрса хăсатпăр. Хам ĕмĕрте те эпĕ çакăн пек йывăр, пĕтĕм ăш-чикĕме тавăрттарса, хăснине астумастăп.
* * *
Çакăн хыççăн эпĕ урăх табак туртмастăп тесе сăмах патăм. Хам сăмаха халичченех çирĕп тытатăп. Темĕнле хаклă пирус е сигара сĕнсен те лăпкăн «эпĕ туртмастăп» тесе хуратăп. Никам та мана хистемест.
Куля виççĕмĕш пирусне каярах пĕччен туртса янă иккен. Çакăнтанпа вăл яланлăха табак тыткăнне лекрĕ, виличчен те унтан тухаймарĕ.
 
: 1228, Хаçат: 2 (732), Категори: Литература каçалăкĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: