Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

1989 çулта эпĕ пенсие тухрăм. 36 çул шкулта ачасемпе ĕçленĕ хыççăн талăкĕ-талăкĕпе килте ларма çăмăл мар иккен. Ĕçсĕр аптăранă енне чăвашсене килĕрен пуçтарса çӳреме тытăнтăм. Анне мана: «Эх, ухмах та вĕт-ха эс! Мĕн тесе çынсене килĕрен пуçтарса çӳретĕн?!» – тесе ятлатчĕ. «Ара, анне, эс хăв мана ухмах çуратнă, ав, манăн Шура йăмăка ăслă çуратнă та вăл чăвашсене пуçтарса çӳреме мар, хăй те чăвашла пуплесшĕн мар, ачисене те чăвашла калаçма вĕрентмерĕ», – тетĕп.
Йăмăкăн аслă хĕрĕ Ирина яланах кулатчĕ: «Я за чуваша замуж не выйду!»
Ирина вăтам шкул хыççăн института вĕренме кĕчĕ. Унта вăл пĕр каччăпа паллашнă. Тăватă çул туслă çӳренĕ, институт хыççăн пĕрлешме калаçса татăлнă.
Юлашки экзаменсене парсан Ирина савнине амăшĕпе паллаштарма Анат Кама хулине илсе килет. Кунта вĕсем çырăнма, туй тума шутланă. Загса каяс умĕн пулас мăшăр паспорчĕсене хатĕрлесе сĕтел çине хурать. Иринăн амăшĕ ăнсăртран тенĕ пек пулас кĕрӳшĕн паспортне уçса пăхать. Ак, мыскара! Каччăн докуменчĕ çинче «национальность – чуваш» тесе çырнă. Шура тĕлĕнсе каять.
– Володя, ты кто по национальности? – ыйтать пулас кĕрӳшĕнчен.
Лешĕ пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса каять.
– Чуваш, – тет шăппăн.
Кăна илтсен Шура ахăлтатсах кулса ярать. Володя вăтаннипе мĕнле çĕр тĕпне анса кайман-ши? Чĕтрекен сассипе:
– А что вы смеетесь? – тесе ыйтать.
– Как не смеяться, ведь наша Ирина тоже чувашка, – хуравлать Шура.
– Да-а?! – тĕлĕннипе çăварне карсах пăрахать çамрăк. – А я не знал?
Шăв-шава илтсе тĕпелтен Ирина чупса тухать.
– Что случилось, мама? – ыйтать хĕр.
– Ты знаешь за кого замуж выходишь? А ведь Володя чуваш, – тет амăшĕ.
– Не может быть! – тесе амăшĕн аллинчен савнийĕн паспортне туртса илсе вулать.
– Ну что, придется, наверное, отменить свадьбу. Ты же не хотела выходить за чуваша? – виртлешет амăшĕ.
– Ну что ты, мама? – тесе Ирина пулас упăшкине ыталаса илет.
Çапла, икĕ чăваш тăватă çул пĕрле çӳресе кампа пĕрлешессине пĕлмен. Ирина вырăса качча каятăп тесе, Володя майрана илетĕп тесе шутланă.
 
: 1450, Хаçат: 2 (732), Категори: Литература каçалăкĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: