Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ултав çинче тăрать-тĕр пурнăç, –
Пĕр ĕç те унсăр тăвăнмасть.
Халь самана та темшĕн урнăн,
Çынна лайăххине памасть.
 
Унта-кунта шыв илнĕ теççĕ
Юханшывсем çыртан тухса.
Çавна пула терте тӳсеççĕ,
Çын çурчĕ кайнă-çке юхса.
 
Сăлтавĕ пĕр шывра кăна-ши?
Ăçта-ши пулнă хуçисем?
– Ăçта? Курортсенче канаççĕ –
Нушаланаççĕ мĕскĕнсем.
 
Хуçа тени чăнтан пулсассăн
Çын курас çукчĕ нушине.
«Хăтарăр, çăлăр» тенĕ сасă
Хытах кăшлать çын чĕрине.
 
Мĕн чухлĕ сăтăр курчĕ халăх,
Ăна курать паянчченех.
Анчах ку пултăр асăнмалăх,
Архасăр йӳçĕ «кучченеç».
 
Тĕрĕссине вуç каламаççĕ –
Улталамасăр-ши пулмасть?
Чăн хыпара пĕлме хушмаççĕ –
Мĕн сăлтавпа-тăр – юрамасть.
 
Эс уçăмлăх кĕртес тесен те
Тухаяс çук вĕçне-хĕрне.
Тĕрĕссине эс çитерсен те
Пач çухатаççĕ ун йĕрне.
 
Ан та шыра, çаплах тупаймăн
Тĕрĕслĕхе, – ку йăлара.
Айăплине тытса хупаймăн, –
Аллу кĕске-çке сан, ара.
 
Тытса хупсан та кăлараççĕ, –
Ăна пуянлăх хăтарать.
Тĕрĕссипе, унран хăраççĕ,
Кайран вăл чышкă тыттарать.
 
Çынран иртсе курма
хушмаççĕ, –
Хăвна кăна çиллентерет.
Çын вырăнне сана хушаççĕ, –
Эс, хăв, пур-çукшăн чĕтĕрен.
Малашлăх ырă пулĕ тетпĕр,
Ĕмĕтленетпĕр-ха çаплах.
Ĕлĕкхинчен хастар ĕçлетпĕр...
Ăçта çитетпĕр-ха капла?
 
Паян мĕн ыррине куратпăр,
Йăлтах çĕнелтĕмĕр пулсан?
Çаплах лачлаттарса суратпăр
Пур кăмăл çилĕпе тулсан.
 
Сахал-и халăх улталанчĕ
Çав ваучерсене пула?
Улталаканĕ мăнтăрланчĕ, –
Пуян вăл, халăхран кулать.
 
Кашни çыннах çĕр хучĕ пачĕç,
Ăна та ячĕшĕн кăна.
Халь урăхла колхозăн ячĕ...
Унпа-ши пурнăç улшăнать?
 
Нимле те улшăну пулмарĕ, –
Çаплах ĕçлетпĕр ушкăнпа!
Тĕреклĕ-мĕн колхоз тымарĕ, –
Вăл йĕркеленнĕччĕ юнпа.
 
Паян çук мар, пур фермерсем те,
Анчах, йышпа чылайăн мар.
Вĕсен пайтах йывăрлăхсем те, –
Чылай тивет-ха тар тăкма.
 
Пĕрне машинăсем çитмеççĕ,
Теприн – акмалăх вăрлăх çук.
Ниçта та вĕсене кĕтмеççĕ,
Хывма тивет ун çĕнĕ çул.
 
Сахал-и ун тухать тăкакĕ?
Тыр-пул акса пухса илме.
Машинăпа имçамăн хакĕ
Еплерехне тепри пĕлмест.
 
Çӳлте пулăшăвĕ пулсассăн
Кăштах вăй илĕччĕç вĕсем.
Анчах, çаплах сывлать вăл
ассăн, –
Чаплах пымаççĕ ĕçĕсем.
 
Ытлашшине сутас пулсан та,
Веçех çын урлă тумалла.
Тавар хакне йӳне хурсан та,
Мĕскер тăвас, сан сутмаллах.
Ху таварна та хуçа мар эс, –
Пасар тени хуçаланать.
Куçна вичĕкĕнрех уçмарăн –
Сан тавару ураланать.
 
Кунта веçех эс çухататăн
Ĕçре тарпа пуçтарнине.
Хăвна никам памасть пĕр татăк,
Чунпа ыйтсан та, çăкăрне.
 
Чăнах та çын манса пырать-ши
Хăй тӳснĕ йывăр çулсене?
Е урăхла çул-йĕр шырать-ши?
Ĕç тăрăшса тухман енне.
 
Çук халĕ шанăç нимĕне те, –
Илтмеççĕ халăх сассине.
Çаплах шанса вăл ĕненет те,
Тăвать çӳлтен мĕн хушнине.
 
Ултав начар патнех çитерĕ,
Ăна çӳлте пĕтермесен.
Йăлт çутă ĕмĕтне сӳнтерĕ,
Хăй – халăх хирĕçлемесен.
 
Пĕррехинче тесех хурсаччĕ,
Ĕç халăхĕ пур укçине.
Анчах ăна хĕн саламачĕ
Лартса хăварчĕ пăр çине.
 
Укçи те ун нумай пулман-тăр, –
Хăйне, тен, пытармалăх çеç.
Вăл ун çинчен яланлăх мантăр, –
Çитмест памашкăн кĕлмĕçе.
 
Çапах та-çке ăна пуçтарнă,
Çын пек çимесĕр апатне.
Ĕçре тăварлă тар юхтарнă,
Шута илмесĕр вăхăтне.
 
Кăштах, тен, пулăш пулĕ тенĕ
Ачи те мăнукĕсене.
Ялан çапла хăйне хистенĕ...
Пăхсах хăй çăлакан енне.
 
Анчах çакна аван пĕлетпĕр:
Пуласлăхĕ ултавăн çук.
Сăвва та çапларах вĕçлетĕп:
– Çынна кирлех-çке тĕрĕс çул.
 
: 914, Хаçат: 2 (732)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: