Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ман алăра нумай пулмасть çеç пичетленсе тухнă сăвăсен кĕнеки. «Чун ыратăвĕ» тесе ят панă ăна авторĕ – Николай Дворов поэт. «Савăнмалли çукрах пулĕ çав ахаль ĕç çыннишĕн хальхи кĕрлесе тăракан саманара. Урăхла пулсан поэт çакăн пек пăшăрханмалла хыпара вулакана малтанах систерсе те хурас çукчĕ», – тесе шутларăм кĕнекен пулас содержанийĕпе паллашас умĕн.
Эпĕ йăнăшман иккен, кĕнекене кĕртнĕ сăвăсенче ырринчен ытларах поэт чунĕ чăнах та хальхи самана, иртсе пыран пурнăç эпир кĕтнĕ пек мар, пач тӳнтерле çаврăнса тухнишĕн канăçсăрланни çине-çинех сисĕнет. Çак шухăшсем «Çухалнă çын», «Çынна тĕрĕс çул кирлех», «Уй вĕçĕпе утса пыратăп», «Ултав – хăрушă япала», «Пĕччен юлсан», «Ырăпа усал», «Çĕр аннемĕр йĕрет», «Этем каллех хăрушлăхра», «Авана кĕтетпĕр», «Çĕршывăн çул пуçĕ пулаканччĕ» сăвăсенче сисĕнеççĕ. Автор хальхи саманара пулса иртекен ырăпа усаллăх, хаярлăхпа сапăрлăх, ултавпа чăнлăх, пуянлăхпа чухăнлăх, çынсем хушшинчи социаллă танмарлăх енĕсене çырса кăтартать кăна мар, вĕсен сăлтавне те уçса, ăнлантарса парать:
Тĕнче пуян ултавçăпа,
Çавна пĕлсех улталанатпăр.
Ултавçă – паянхи çăпан,
Çавна пулах нушаланатпăр, –
тет вăл хăйĕн «Ултав – хăрушă япала» сăввинче (103 стр.). Нимĕн те калаймăн, тĕп-тĕрĕс çырать автор: çӳлти эшелонта ларакан чиновниксен ултавне пула ĕлĕк больницăсенче ахалех сипленнĕшĕн, янтă та хăтлă хваттер илнишĕн, аслă вĕренӳ заведенийĕсенче вĕреннĕшĕн, санаторисене кайса каннăшăн пĕр пус та тӳлемен çулсем текех нихçан калле çаврăнса килмелле мар иртсе çухалчĕç мар-и-ха? Çак йӳçĕ те нушапа çыхăннă чăнлăхпа ытларах пуянсем мар вĕт, эпир – ахаль, пĕчĕк çынсем, социаллă хӳтлĕхсĕр тăрса юлнăскерсем тӳссе чăтатпăр, шăпах çавна пула хура халăхăн паян савăнса хĕпĕртемелли çукрах пулĕ.
Кĕнекере пысăк калăппа çырнă лайăх сăвăсем сахал мар, вĕсен шутне «Раççей вăйĕ туслăхра», «Чăваш хĕрарăмĕн шăпи», «Тăварпа пиçнĕ тăвансем», «Çут тĕнчене сыхлар», «Авана кĕтетпĕр», «Тăван çĕршыв», «Пурăнар туспа-йышпа», «Туслăх» кĕме тивĕç.
Юрату лирики кĕнекере пысăк вырăн йышăнать. Ку ĕнтĕ, паллах, ăнсăртран мар. Юратусăр пурнăç та кичем, хĕвелĕ те хĕвел мар, чечекĕ те чечек мар, хитре хĕр те илĕртмест иккенне пурте пĕлетпĕр. Çаксене сăвăсем тăрăх йĕрлесе тухсан, автор çын тĕнчере икĕ хĕрарăма юратма кирлĕ, тивĕç текен пĕтĕмлетнĕ философиллĕ шухăш патне илсе çитерет: вăл, чăн малтан, пире хĕвелпе çут тĕнче илемне курса савăнма пурнăç парнеленĕ анне тата хамăр ачасен амăшĕ, çумри арăм.
Амăшĕпе арăмĕ тата хăй мĕнле пурăнса иртнине Н.Дворов «Сонетсем» ярăмра сăнарласа пама тăрăшнă. Сонетсенчи ĕç-пуçсем пурте авторпа – хăйпе çыхăннă, чăн пурнăçра пулса иртнĕскерсем. Ним те калаймăн, асăннă çемье Турă панă çулсене сумлă та пархатарлă пурăнса ирттернĕ, сăвапа тивĕçлĕ. Анчах та пурнăç тени, уйрăмах çак çемьере палăрать, пĕр хирĕçӳсĕр, пăтăрмахсемсĕр кил тенĕ йышра никамăн та пыл пек тутлă иртсе каймасть. Вулакан çавăнпа çемье пурнăçне ытлашшипех, çăтмахри пек тыткаласа кăтартнине, идеал туса хунине вуласа тухсан автора шансах каяссăн туйăнмасть.
Çак ярăма (унта пурĕ 50 сонет кĕнĕ) сонетсем тесе те калас килмест. Вĕсене пĕрле илсе пĕтĕмлетес пулсан – элегилле поэмăпа çывăх тăраççĕ (XIX ĕмĕрти литературăра элеги жанрĕпе çыракан поэтсем (калăпăр, В.Жуковский) пĕр-пĕр çын иртсе кайнă пурнăçшăн кулянса тунсăхланă, куççуль тăкма хатĕр пулни, чунĕпе сентиментальлĕ туйăмсем капланса килсе канлĕхне çухатнă пирки сахал мар каласа кăтартнă). Сонет тени вĕт 14 йĕркерен калăпланса тăрать те кашнинчех пач çĕнĕ шухăш-пулăмпа черетленсе йĕркеленет, хăй пĕччен миниатюрăллă произведени шутланать. Кунта вара 50 сонет пĕтĕмпех пĕр çемье пурнăçне сăнарласа, уçса парать. Вĕсем сонетсем мар, элегилле поэмăн сыпăкĕсем тесен тĕрĕсрех пулĕ.
Амăшне, арăмне хĕр чухне автор епле хĕрӳллĕн юратнине сăнарласа паракан сăвăсем кĕнекере питĕ йышлă. Мĕн çитмест-ха автора вĕсене пĕр спектора, пĕр фокуса пухма, мĕншĕн вĕсем, калас тенĕ ырă шухăшсемех сăвăран сăвва куçа-куçа пырса сапаланса, шĕвелсе каяççĕ? Классика тени çакна йышăнмасть, манăçа кăларать. Акă илер-ха тĕслĕхшĕн В.Урташ çырнă «Тавах, аннем» классика пулса ĕмĕрсем валли юрра тухнă, 50 çул ытла халăх асĕнчен кайман, хăна-вĕрле пухăнсан ватти-вĕтти юрлакан еткерлĕ сăвва.
Н.Дворов çырнă сонетсенчи çемье курса ирттернĕ ĕçсем пур чăваш килĕнче те шăкăрин çапла пулса иртнĕ теме май çук, пултараймастпăр та. Кашни çемьен хăйĕн пурнăçĕ, мыскари. В.Урташ çырнă сăвăри ĕçсем вара чăваш халăхĕн мĕн чухлĕ, миçе пин çемье пур – кашни килтех, кашни çынпах – пуринпе те пулса иртнĕ, мĕншĕн тесен этем пурнăçĕнче анне хутшăнман пĕр самант та çук, аннесемсĕр эпир çут тĕнчене те килеймен пулăттăмăр. Н.Дворов сонечĕсенчи ĕçсем вара ыттисемпе пулмасса та пултарнă. Уйрăмлăх, куртăмăр ĕнтĕ, питĕ пысăк. Анне пирки пирĕн историре миçе çĕр, пин çын сăвă çырман-ши, пĕрле пухса кĕнеке кăларсан вуншар том та çитес çук. Халăх асĕнче юлса юрă пулса тăнă, вуншар çул ватăсем ĕçкĕ-çикĕсенче юрлаканнисем, классика картне ларнă сăвăсем миçе сыхланса юлнă-ши? «Тавах, аннем», «Ан хуçăр-ха хурăн тăррине», «Лар, аннеçĕм, юнашар» тата пĕр-икĕ виçĕ юрă пулса тăнă сăвă – пĕтрĕ те. Асăннă, юрă пулса тăнă сăвăсенче халăх характерĕн, ĕмĕчĕ-шухăшĕн, кашниех ачаран юнашар пулса, мĕн çитĕнсе çитичченех пĕрле утса тухнă пурнăç çулĕ анлă Атăл çийĕн карăнса пĕкĕленнĕ асамат кĕперĕнчи çичĕ тĕслĕ йăрăмсем пек пĕр спектр пулса, куç умне ярт тухса тăраççĕ, хăйсем патне кун-çул тӳпинчен илĕртеççĕ. Акă мĕнле иккен классика хăвачĕн тутлă тĕшши, хăй патне кашнинех магнит пек туртакан асамлă хăвачĕ. Эх, çырасчĕ пирĕн юратнă Микулайăн ĕмĕрĕнче хăть пĕрре те пулин çӳлерех асăннă пек вăрăм ĕмĕрлĕ сăвă. Мĕнле савăннă пулăттăмăрччĕ-ши эпир ун чухне. Тен, çырĕ те, кĕтсе пăхар, кĕтме пĕлекенсем телейлĕ тетчĕç мар-и-ха?
Николай Дворов – вăрçă ачи, ашшĕсĕр ӳснĕскер, халăх çак тапхăрта мĕн-мĕн тӳссе-курса ирттернĕ – пурне те тутанса курнă. Унăн вулакансене, уйрăмах çамрăк ăрăва, куçа-куçăн тăрса каласа памалли сахал мар капланса çитнĕ. Çак кĕнекене вулакан унăн содержанийĕпе паллашсан автор хăй утса тухнă пурнăç çулĕсем пирки сăвăлла отчет тунă пек ăнланса юлать. Кунта пурте пур: вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă ачалăх та, çамрăк чухне шухă пулнă, шухăшсăр çӳренĕ çулсем те, чĕрери чăрсăр юрату туйăмĕ пуçласа сас пани те, вĕренӳ çулĕсем те, ытти тантăшсемпе те юнашар пулса-утса мĕн пенсие тухичченех вăй хунă, тухăçлă ĕçленĕ пурнăç тапхăрĕсем те вулакана тарăн шухăша яраççĕ, иртнипе хальхине пĕр тĕвве çыхса тăраççĕ.
Кашни кĕнеке пекех «Чун ыратăвĕ» сăвăсен пуххи çитменлĕхсемсĕр мар, вĕсем – начаррипе аванни – черетленсе пыраççĕ. Чăн малтан вăл вулакан куçне тăрăнса, кăмăла хуçса пыраканни – кĕнекере грамматика йăнăшĕсем, стильпе чĕлхе шăйрăкĕсем шутсăр нумаййи. Пĕр ӳркенмесĕр йăнăшсене шутласа тухрăм, ик çĕр ытла сăвăра ик çĕре яхăн тĕрлĕ шăйрăксем çине-çинех тупăнса пыраççĕ. Ку вăл вулакан каçармалла мар пулăм. Халиччен ман алла кунашкал йăнăшсемпе тулса ларнă кĕнеке лекменччĕ. Кĕнекене кам корректор пулса кăларни те паллă мар, «пойдетла» тухса кайнăскер. Авторăн кĕнекине сигналлă экземпляр тухса кайиччен корректурăна тепĕр хут тĕплĕн тишкерсе вуламаллах пулнă. Кĕнеки Шупашкарта «Новое время» текен типографире пичетленнĕ, нивушлĕ редакцире вара чăваш чĕлхин грамматикине чухлакан çын çук-шим? Пур пулсан мĕншĕн кĕнеке çавăн чухлĕ йăнăшсемпе тулса ларнă? Кама чыс кӳрет çакнашкал айкашу – никама та.
Кĕнеке кăларнă чухне грамматика правилисене пăхăнманни камитле пулăмсем патнех илсе çитерет. Тĕслĕх-и? Тархасшăн. «Çĕнĕ çул каçĕ» сăвăра çакăн пек йĕркесем пур: «Хуралтăсене юр хĕвнĕ, – уçăлмаççĕ алăксем. Пăлтăр-чăлана та кĕнĕ юрлă-пăрлă аслăксем» (124 стр.). Мĕнле ăнланмалла çак йĕркесене (запятой лартманран çапла пулса тухнă). Юрлă-пăрлă аслăксем пăлтăр-чăлана кĕрсе кайнă пек пулса тухать вĕт-ха.
Е тата çак йĕркесене илсе пăхар: «Чап-чап уйăхĕ иртсессĕн, вĕри хĕм сĕвĕрĕлет» («Чун савсассăн», 109 стр.). Чап-чап уйăхĕ мар пулĕ, чăвашсем чап-чап туман вĕт, чуп тунă, пĕр-пĕрне юратса чуппа панă. Халăхра: «Ялан чуп-чуп уйăхĕ мар, тӳп-тӳп уйăхĕ те пулать» тенине автор илтнех ĕнтĕ. Питĕ шел, манса кайнă пулас. Чап-чап тени вăл йăла-йĕркере аван мар ăнлавпа çыхăннă. Çывăх çын пулсан, эпир йĕркеллĕ çиме пĕлменскере сивлесе: «Мĕнле йăла вăл сан – сысна пек чаплаттарса çиесси», – тетпĕр. Кунашкал йăнăшсем кĕнекере татах та пур. Малашне пирĕн юратнă поэтăмăр Николай Михайлович сăмахсен шухăш пĕлтерĕшĕсене, грамматика правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлессе пур кăмăлтан шанас килет.
Çырас ĕмĕчĕ Н.Дворовăн малашне те пысăкки куç умĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл «Çут тĕнче – хăналăх» сăввинче:
Çавăнпа ăсталăха туптатăп.
Ман çырасчĕ сăвăллă роман.
Турăран ыр пиллĕхне ыйтатăп,
Вăл мана ан патăрччĕ ырма, –
тесе пуласлăх пирки шантарать (138 стр.). Юрĕ эппин, халиччен çырнисем малашлăхри творчествăра хăйне майлă вĕçес умĕнхи трамплин пек пулччăр. Авторпа пĕтĕмпех килĕшетпĕр, унран çĕнĕ произведенисем кĕтетпĕр, хăй каларăш, роман таранах.
 
: 1230, Хаçат: 2 (732)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: