Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

 
1
Кĕтнĕ Çĕнĕ çул çитнишĕн
Хĕпĕртет çунатлă чун.
Шурă юр çĕре витнишĕн
Мĕншĕн савăнмĕ-ши кун?
 
Малашне те вăй хурасчĕ
Ман пĕлӳлĕх ĕçĕнче.
Пит сатур этем пуласчĕ
Тутарстан çĕршывĕнче.
 
2
Каникул иртинччĕ ыррăн,
Тĕреклеттĕр сывлăха.
Йĕлтĕрпе ту-сăртлă вырăн
Ярăнмашкăн ырлăхах.
 
Çил пекех вĕçсе эп анăп
Шутсăр чăнкă çырантан.
Ывăнсан ларса кăшт канăп,
Сăвă çырăп каç пулсан.
 
3
Кĕнеке çинчен манас-и?
Вулăп кăмăл туличчен.
Ирпеле пите çил касĕ,
Чупăп ӳтĕм тарличчен.
 
Телевизор та кăшт пăхăп
Хушăран кирлĕрехне.
Çут çанталăка та сăрлăп
Тĕрлĕ шурă хут çине.
 
4
Кил-çуртра çук мар-ха
выльăх,
Пулăшăп çемьесене.
Ӳркенӳ – тем çӳллĕш çылăх,
Ма култарăп çынсене.
 
Сăрлă çунапа лашамăр
Ыткăнни епле хитре!
Хăнана каясшăн хамăр,
Юн вылятăрах питре.
 
5
Темшĕн çывăх пек чĕрешĕн
Сарă çӳçлĕ хĕр ачи.
Вăл манпа текех пуплесшĕн.
Пырĕ-ши ӳссен качча?
 
Мĕншĕн вăл кулса пăхать-ши
Тем систернĕ пек мана?
Мĕншĕн уншăн чун çунать-ши,
Ман епле пĕлес çавна?
 
6
Çĕнĕ çул çĕн вăй паринччĕ,
Пĕлмелли тӳпе таран.
Çемьерен телей тарминччĕ
Хамăр чыслă пулнăран.
 
Тĕреклентĕр ăшăм-чиккĕм,
Таптăр ăнтăлса чĕре.
Хăтлăн пурăнтăрччĕ килĕм,
Ыр курасчĕ тĕнчере.
 
: 1069, Хаçат: 2 (732)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: