Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тĕллев: Чĕлхе улшăнмасăр тăманнине, вăл пĕрмаях аталанса пынине тĕслĕхсемпе ăнлантарса парасси. Кивелнĕ сăмахсемпе çĕнĕ сăмахсене текстра тупма хăнăхасси.
Кăтарту хатĕрĕсем: «Неологизмсем», «Архаизмсем» плакатсем, теле, видеоаппаратура, ĕлĕкхи япаласем (хултăрчă, тăпачă, çăпата, пир, сурпан, ăса).
Словарь ĕçĕ: историзм, архаизм, неологизм.
ÇĔНĔ МАТЕРИАЛА ĂНЛАНТАРНИ
Кивелнĕ япаласене партăсем тăрăх салатса тухса ачасене ыйту памалла:
– Ачасем, хăвăр умăрти япаласен ячĕсене пĕлетĕр-и?
Пĕлменнисене калаттармалла, йăнăшнисене тӳрлетмелле.
Вĕренекенсен ĕçне çăмăллатма доска çине «Историзмсем» таблица çакса хумалла. Унпа усă курса кашни япала ятне тупса тухăпăр, мĕнле тĕллевпе усă курнине те каласа хăвармалла.
«Нарспи» поэма сыпăкĕ вырăнлă:
«...Е хултăрчă тытать те
Çипне тиет çĕррине,
Е пир тĕртме ларать те
Вылянтарать ăсине».
– Халь çак сăмахсемпе усă кураççĕ-и?
– Çук.
– Мĕншĕн усă курмаççĕ?
Хуравĕ кунта тĕрлĕ пулма пултарать. Пурне те пĕтĕмлетес пулать.
– Пурнăç ялан малалла шуса, улшăнса пырать. Çавна май çынсем хăш-пĕр ĕç хатĕрĕсемпе, тумтир таврашĕсемпе, килти ăпăр-тапăрсемпе усă курма пăрахаççĕ. Вара çав япаласене пĕлтерекен сăмахсем те манăçа тухаççĕ. Вĕсемпе сайра-хутра çеç усă кураççĕ. Ĕлĕкхи пурнăçа сăнласа панă чухне, музейсенче... Вĕсене историзмсем теççĕ. Çыратпăр: Историзм – япалипе пĕрлех манăçа тухнă сăмах. (Темăна ăнлантарнă май партăсем çинчен кивелнĕ япаласене пухмалла).
Доска çине тепĕр таблица çакатпăр: «Архаизмсем». Ачасене вулаттаратпăр та палăртнă сăмахсене юпапа тетрачĕсем çине çыртаратпăр.
Атсан – ту,
Имлерĕç – эмеллерĕç, сиплерĕç,
Нишлĕ – чирлĕ,
Ант – тупа,
Пăран – путек (ӳкерчĕк пулсан авантарах),
Хăм – тиха.
Ат, им, нишлĕ, ант, пăран, хăм сăмахсем тахçан авал чăваш чĕлхинче хăйсен пĕлтерĕшне уçăмлă палăртнă. Пурăна киле синонимлă çĕнĕ сăмахсем хĕссе кăларнипе вĕсем кивелсе чĕлхерен тухса ӳкнĕ е тухса пыраççĕ.
– Ачасем, тетрадьсене çыратпăр. Архаизмсем е кивелнĕ сăмахсем тесе куллен усă курма пăрахса çĕннисемпе улăштарнă сăмахсене калаççĕ.
Савăт-сапа, ача-пăча йышши мăшăр сăмахсенче те тĕл пулаççĕ архаизмсем. Хальхи вăхăтра усă куракан сăмахсем хушшинче архаизмсен яланах синонимĕсем пулаççĕ. Архаизмсене хăйсем тĕллĕн сайра калаççĕ. Вĕсем е ваттисен сăмахĕсенче, е сăмах çаврăнăшĕсенче, е мăшăр сăмахсенче тĕл пулаççĕ. Япала ятне пĕлтерекен сăмахсем çеç мар, ытти пуплев пайне кĕрекен сăмахсем те архаизм шутланма пултараççĕ.
Кĕнекери хăнăхтарăва вуласа тухса архаизмсене тупатпăр.
– Эпир сирĕнпе урок пуçланнăранпах: «Сăмахсем манăçа тухаççĕ, сăмахсем пĕри тепринпе улшăнаççĕ», – тетпĕр. Мĕнле шутлатăр, ачасем, пирĕн чĕлхене çĕнĕ сăмахсем хутшăнаççĕ-и е çук?
Хутшăнаççĕ. Ачасем тĕслĕхсем илсе параççĕ.
Пирĕн чĕлхери сăмахсен йышĕ вĕçĕмсĕр ӳссе пырать. Наука, техника, искусство, халăх пурнăçĕ аталанса пынă пирки эпир тĕнчене çĕнĕлле пăхма пуçлатпăр. Килте тыткаламалли тĕрлĕ япаласене, ĕç хатĕрĕсене, машинăсене çĕнĕлле тăваççĕ. Çавна май çĕнĕ япаласемпе пулăмсене палăртма пулăшакан çĕнĕ сăмахсем чĕлхере хушăнсах пыраççĕ.
Ун пек сăмахсене неологизм теççĕ. Тетрадьсене çыратпăр: Неологизм – чĕлхери çĕнĕ сăмах.
Çĕнĕ сăмахсен шутне çаксем кĕреççĕ: интернет, мобильник, видеомагнитофон, астронавт тата ытти те. Чылайăшĕ вырăс тата акăлчан чĕлхисем урлă кĕреççĕ.
Çавăн пекех хамăрăн сăмахсем те пур: йĕрлевçĕ, хăмлаçă, уçлăх, вĕçевçĕ, тăхтав, ентеш, чарăну, тăнăçлăх тата ытти те.
– Çĕнĕ сăмахпа пурте усă курма тытăнсан вăл неологизм пулма пăрахать. Вăхăт çителĕклĕ пулсан кĕнекери хăнăхтарăва тăватпăр.
ПĔТĔМЛЕТӲ
– Паян эпир сирĕнпе кивелнĕ сăмахсемпе çĕнĕ сăмахсем çинчен вĕрентĕмĕр. Япалипе пĕрлех манăçа тухнă сăмаха историзм теççĕ. Тата пирĕн архаизмсем пур терĕмĕр. Вĕсем куллен усă курма пăрахса çĕннисемпе улăштарнă сăмахсем. Историзмсемпе те, архаизмсемпе те сайра усă кураççĕ. Ĕлĕкхи пурнăç çинчен каласа панă чухне е музейсенче çеç тĕл пулаççĕ вĕсем.
(Телевизор хускатса музейри япаласене кăтартмалла). Неологизмсем çинчен, чĕлхери çĕнĕ сăмахсем çинчен пĕлтĕмĕр. Вĕсем пирĕн чĕлхене пурнăç улшăнса пынипе кĕреççĕ.
КИЛТИ ĔÇ
Кĕнекере темăпа панă хăнăхтару. Панă сăмахсенчен неологизмсене суйласа илмелле, вĕсемпе предложенисем çырса килмелле.
 
: 1525, Хаçат: 2 (732), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: