Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Хĕр ачи, хăвăр телефонăра парсамăр мана?
– Пăх-ха эс ăна, еплерех харсăр. Ку мĕн, пĕрре пăхсах юратни-им?
– Хм, мĕнле харсăр. Ку – çарату!
***
Вилнĕ хыççăн гаишниксен чунĕсем хăйсен ĕç вырăнĕсенче юлаççĕ, çул çинче, постра, кабинетсенче. Анчах вĕсем никама та чараймаççĕ, штраф çырса параймаççĕ, взятка та илеймеççĕ. Çакă вĕсен тамăкĕ пулать те.
***
Чăнкă чăваш ылтăн пулă тытнă.
– Яр мана ирĕке, эпĕ санăн виçĕ кăмăлна тивĕçтерĕп, – тет пулă.
– Пĕрремĕш кăмăл: пирĕн сборнăй футболпа тĕнче чемпионĕ пултăр. Иккĕмĕш кăмăл: паллă Пеле пирĕн сборнăя – тĕнчере пур вăхăтри те чи чаплă команда тесе хак патăр. Виççĕмĕш кăмăл: çакăн пирки пирĕн пĕтĕм çĕршыв савăнтăр.
Сасартăк веçех тĕттĕмленет. Куçне уçать те, пăхать – хăй тĕттĕм ӳтлĕ, ун йĕри-тавра негрсем «Бразилия! Бразилия» тесе ташлаççĕ.
***
Стоматолог:
– Пулчĕ те, акă, сирĕн шăлăр!
Пациент:
– Тавтапуç, тухтăр, акă, сирĕн кресло кĕтесси...
***
Куба анекдочĕ:
Арçын урампа утса пырать, пăхать – урамра бар çумĕнче хĕр ача йĕрсе тăрать, хăй çав вăхăтрах ташлать.
– Мĕн йĕрен эсĕ?
– Анне чирлерĕ...
– Апла пулсан мĕншĕн ташлатăн?
– Кĕвви лайăх...
***
Каччă хĕрпе паллашать, лешĕ ăна пĕр тĕттĕм каç хăй патне килне йыхăрать. Пӳлĕме кĕреççĕ, чуп тума тытăнаççĕ. Хĕрĕ:
–Тс, ман аттепе анне халĕ çывăраççĕ. Атте – ОМОНра ĕçлет, анне ШĔМ лейтенанчĕ.
Каччă хăй ăшĕнче: ăçта лекрĕм эп?! Кăштах тăрсан пуçланă ĕçе малалла тăсаççĕ. Хĕрĕ:
– Шăпрах, ман пичче кӳршĕ пӳлĕмре, десантник, тин кăна салтакран таврăнчĕ.
Каччă хăй ăшĕнче каллех: ăçта лекрĕм эп?! Хĕрĕ:
– Нихçанхинчен асра юлакан каç кăтартам-и сана?
– Кăтарт!
– МĂШКĂЛЛАÇÇĔ!!!
***
Арăмĕпе упăшки «Здоровье» передачăна пăхса лараççĕ. Унта вырăн çинче выртакан чирлĕ çынна кăтартаççĕ, ун патне юн тымарĕнчен мĕнле-тĕр шĕвеклĕ аппарат çыхăнтарнă.
Упăшки:
– Да… Енчен те эпĕ хăçан та пулин чирлесе çакăн пек выртсан, эсĕ, тархасшăн, кнопкине сӳнтер, юрать-и?
Арăмĕ тăрать те упăшкин сăрине туртса илсе телевизора сӳнтерет.
***
Сан упăшку тăри е тăмана?
– Ман упăшка – упа: ир выртать те кая юлса тăрать, пур пĕрех çывăрса тăранман…
***
Арăмĕ килне таврăннă упăшкинчен тĕпчет:
– Ăçта пултăн эс?
– Туйра.
– Мĕншĕн çав таранччен кӳпсе тултармаллаччĕ ĕнтĕ?
– Ма ун пек калатăн?
– Эс вĕт фата тăхăнса килтĕн, пăх-ха хăв çине…
***
Арçын дача туянать те юлташне каласа парать: çурт, сад, газон, бассейн, вĕлле хурчĕсем те пур. Юлташĕ веçех ăнланать, анчах ыйтас тет: «Мĕн тăван эс вĕллепе? Пылне туянсан кăна çăмăлрах мар-и?» Леш хуравлать: «Вĕсем пыл пирки мĕнлерех пулнине пĕлместĕп-ха, анчах пăянама вĕсем ĕнтĕ 7 хут çыртма ĕлкĕрчĕç!»
***
Депутат кандидачĕсен политика дебачĕсем иртеççĕ:
– Çитĕ ĕнтĕ сире хăвăрăн суйлаканăрсене улталама!
– Çук, ăна эсир суйлакансене улталама чарăнăр!!!
– Çук, малтан эсир!!!
– Çук, эсир!!!
***
– Ют çĕршыв чĕлхисене вĕренеймен çынна патриот теççĕ.
***
Çăлтăрсен тĕнчинчен: Сергей Зверев пурне те хăй арçын иккенне кăтартрĕ: вăл куç харшисене сăрланă чухне çăварне уçмасть.
***
Пĕчĕк ача ашшĕнчен ыйтать:
– Атте, мĕн вăл «биологи»?
– Ну, мĕнле сана ансатрах ăнлантарса парас. Ак, тĕслĕхрен, эсĕ ман тĕслĕ. Ку биологи пулать те.
– Тата «социологи» мĕн вăл?
– Вăл… Хммм… Ав, кӳршĕсен ачи те ман тĕслĕ. Ку вара социологи!
***
– Чунăм, мĕнле тутлă торт!
– Лавккаран туянтăм.
– Хăв мĕншĕн ун пеккине пĕçерместĕн?
– Мĕнрен? Пирĕн çăнăх та çук, çăмарта та çук, натрий глюконачĕ те çук, Е517, Е1452 те çук!..
***
Виçĕ сценари.
1. Арăмăр урăх арçын патне кайсан:
Реалист: Ку ман çемье пурнăçĕн вĕçленĕвĕ.
Пессимист: Ку ман пурнăçăн вĕçĕ.
Оптимист: Тинех бюджет проблемисем пĕтрĕç.
2. Эсир шурă порошоклă çыру илтĕр.
Реалист: Ку çĕпĕр язви, ФСБна шăнкăравламалла.
Пессимист: О! Эпĕ пĕр-ик кунран вилеп…
Оптимист: Мана телевизорпа кăтартаççĕ!
3. Эсир илтме чарăнсан.
Реалист: Тен, эп нихăçан та урăх илтейместĕп.
Пессимист: Эпĕ çынсемпе мĕнле калаçăп-ши?..
Оптимист: Эпĕ нихăçан та Андрей Малахов юрланине илтмĕп!
***
Алăкран шăнкăравлаççĕ. Хуçи алăкне уçать – хăнасем килнĕ.
– Эсир хуть асăрхаттарсанччĕ, – ӳпкелешет хуçи.
– Сире пĕрре те пулин килте пултарас килчĕ…
***
Кăттай чиккине пăхаттир тухать те кăшкăрать:
– Эй, çĕр пин кăттайсем, атьăр ту хыçне çапăçма…
Кăттайсем пухăнаççĕ те каяççĕ...
Пĕр-ик кунран ту хыçĕнчен пăхаттир тухать те татах кăшкăрать:
– Эй, çĕр пин кăттайсем, атьăр ту хыçне çапăçма…
Кăттайсем тепĕр хут пухăнаççĕ…
Тепĕр ик кунтан пăхаттир каллех тухать те кăшкăрать:
– Эй, çĕр пин кăттайсем, атьăр ту хыçне çапăçма…
Пухăнаççĕ кăттайсем… Cасартăк ту патĕнчен тĕп тăвăнман кăттай çынни шăвăнса тухать те юлашки вăйĕнчен кăшкăрать:
– Ан кайăр, унта вĕсем иккĕн!
***
Ашшĕ килĕнче юлташĕсемпе пĕрле укçалла картла вылять. Вăйăра самай пысăк укçа вылянать, ставкăсем ӳссе пыраççĕ. Çак самантра ашшĕ патне тăватă çулхи ывăлĕ чупса пырать те ун карчĕсем çине пăхса калать:
– Атте, тăватă туз вăл лайăх карт-и?
Ашшĕ шăл витĕр:
– Çапла, ывăлăм…
Юлташĕсем пурте тӳрех карчĕсене пăрахаççĕ. Ывăлĕ:
– Шел, атте, вĕсем санăн çукчĕ…
***
Арçын логики:
Çĕлĕкпе тата фуфайкăпа пулни нимех те мар. Ăшăра пулни лайăхрах!
Хĕрарăм логики:
Мимесемпе хыçа шăнтни нимех те мар. Хитре пулни лайăхрах!
***
Хĕрарăмсен калаçăвĕнчен: лайăх арçынсем çул çинче йăваланса выртмаççĕ, вĕсем диван çинче выртаççĕ…
***
Арçын диван çинче телевизор курса выртать. Сасартăк кӳршĕ пӳлĕмри арăмĕ пăшăлтатса каланă сăмахсене илтет:
– Çук, чунăм, паян пултараймастăп, атя ыран тĕл пулатпăр.
Упăшки çавăнтах арăмĕн пӳлĕмне чупса кĕрет:
– Эс телефонпа калаçрăн-и?!
– Çук. Эпĕ хĕрарăм журналне вулатăп, пĕр статьяра хытă сасăпа вуламалли 50 фраза пур, акă калăпăр: «тархасшăн, мусор кăларса тăк-ха», «эсĕ хăçан гардинăна çакса паратăн?..» Çакăнтах хăйĕн ĕçĕпе аппаланакан упăшка шăппăн каланă аллă пĕрмĕшне çеç илтет тесе çырнă тата. Пăх-ха, суймаççĕ.
***
Арçын зоолавккана хăйĕн удав çĕленĕ валли шурă шăшисем илме килет. Пăхать – клеткăра попугай ларать, малтан ун çине пăхас тет. Попугай:
– Çерçийĕ тухса тарать!
Арçын хĕрелсе каять те тӳмине тӳмелеме çаврăнса тăрать.
– Шăлавару шăтăк вĕт!
Арçын хĕрелсе каять, аллипе хыçне хуплама тăрăшать.
– Сан шнурусем та салтăнса кайнă иккен!
Арçын çыхас тесе пĕшкĕнет.
– Эс шăршă кăлартăн!
Лешĕ чĕкĕнтĕр пек хĕрелсе кайса лавккаран тухса тарать. Шăшисен клеткинчен сасă:
– Инокентич, пиртен тухать, яланхи пекех.
***
Пĕр хĕр юмăç патне килет.
– Мана икĕ каччă юратаççĕ. Каласа парсам, вĕсенчен кама ăнать?
– Юмăç картсене сарса хурать, ун хыççăн хĕр çине тимлĕн пăхать те калать:
– Андрее ăнать, сана Алюш качча илет.
***
Мобильникпе паракан чи тăтăш ыйту: «Эс ăçта?»
Чи тăтăш хурав: «Çитсе пырап ĕнтĕ».
Çак сăмахсем çинче мобильлĕ çыхăну компанийĕсем пĕчĕк мар тупăш тăваççĕ.
***
Больницăра телефон шăнкăравлать.
– Ырă ир, эпĕ улттăмĕш палатăра выртакан Сидоров сывлăхĕ пирки пĕлесшĕнччĕ.
– Пĕр самант, халех унăн карточкине пăхса илетĕп… акă, тупрăм, хуçни лайăх тӳрленет, ыран мар тепĕр кун гипсне хыватпăр, эрнекун мĕнпур çĕвĕсене илетпĕр.
– Операци хыççăн сăнавсене çӳремелле пулать-и унăн?
– Çапла, пĕр-ик эрне ультразвук процедурисене çӳремелле пулать.
– Хăçан ăна больницăран кăлараççĕ?
– Ку эрнекун. Эсир кам, Сидоровăн тăванĕ-им?
– Çук, эпĕ Сидоров, анчах мана çак шуйттан больницинче никам та нимĕн те каламасть!
***
Улпут хăйĕн ялти именине килет. Тепĕр кунне управляющипе пĕрле хăйĕн тавралăхне пăхса çаврăнма тухать. Сукмакпа утаççĕ, сасартăк çул пĕчĕк çырмана пырса тăрăнать.
– Итле-ха, Прохор, – калать улпут управляющие, – эп имение тепре килнĕ çĕре эпир çырма урлă урасене йĕпетмесĕр каçмалла ту – мĕнле те пулин каçма пекки ту, е сарлака хăма урлă пăрах, анчах çакнашкал кăмăллă уçăлса çӳренине ан пăс.
Улпут именире пĕр эрне ĕçет те хулана каять. Çулталăкран каллех килет, управляющипе тавралăха сăнаса çӳреççĕ, çырма патне çывхараççĕ, унта нимĕн те туман. Улпут ассăн сывлать те нимĕн те каламасăр управляющине хăлхинчен çапать. Леш кайса ӳкет, улпут нимĕн каламасăр каять. Тепĕр кунне улпут ухутана каять, çырма патне шурлăх аттисем тăхăнса килет – лере эрешленĕ кĕпер тăрать. Управляющие чĕнтерет:
– Итле-ха, Прохор. Мĕнле-ха апла, çулталăк пĕр хăма хураймарăр, кунта пĕр каçра ыттисем çулталăкĕпех те тăвайман эрешленĕ кĕпер туса хунă?
– Çирĕп хушу пулман, Антип Никитич.
***
Чăнкă чăваш ывăлĕ шкула каять. Пĕр аллинче портфель, тепринче – лазер принтер валли хаклă хут пачки. Ун çумĕнче «Джип» чарăнать, машинăран унăн тусĕ тухать, вăл та пуян ывăлĕ.
– Сирĕн мĕн, компьютер класĕнче хут пĕтнĕ-им?
– Çук, макулатура пуçтараççĕ… Эсĕ тата мĕн тума машинăпа килен, сирĕн пӳртĕр шкул çумĕнчех вĕт?
– Пирĕн класс металлолом пуçтарать.
***
Чăнкă чăваш секретаршине мухтать:
– Маттур, пурĕ те икĕ йăнăш çеç!
– Тавтапуç!
– Халĕ иккĕмĕш сăмахне çыр.
***
Ашшĕ ывăлне:
– Иккĕне тӳрлетрĕн-и?
–Тӳрлетрĕм!
– Кăтарт-ха дневникна!
– Акă!
– Ну, кам çакăн пек тӳрлетет ĕнтĕ!? Пар-ха кунта!
***
Зоопаркра:
– Атте, мĕншĕн çав упăте пирĕн çине усаллăн пăхрĕ?..
– Ан шавла, ывăлăм, ку вăл касса кăна-ха.
 
: 952, Хаçат: 2 (732)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: