Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юман кĕрĕкпе те çара пуçăн çеç йĕркеллĕ ӳсет.
 
Хĕвеллĕ çĕршывăн палли – юманлăх, кăмăллă халăхăн юрри – юман. Пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх чăваш паттăрĕн, Юманăн. Вăл хăй те, эппин, Хĕвелпе Уйăх ывăлĕ. Юман çулçи хушшинчи сап-сарă йĕкелсем – пĕлĕтри çутă çăлтăрсем. Кусем – Хĕвелпе Уйăх ачин ачисем-ши?
Хĕвел, хĕвел, хĕвел... Пĕтĕм тĕнчене çутатса тăракан çутă амăшĕ. Пĕтĕм чĕрчунпа ӳсен-тăрана чĕрĕлĕх паракан ашшĕ. Хĕвел çинчен çĕр юмах чăвашăн, пин-пин сăмах...
Хĕвел питĕнче çырла пиçет, сулхăнра çулçи те çук. Çумăр – аван, хĕвел – лайăх; шыв – çырмара, хĕвел – пĕлĕтре. Хĕвелсĕр вăрман та салху, пахча та пушă, шăпчăк та шăпăртах, куккук та авăтмасть, сар кайăк та, хĕвел кайăкĕ, пĕр сас кăлармасть.
Эрнелĕхе хĕвел питне пĕлĕт хуплать те, пĕтĕм тĕнче тĕксĕм. Ӳсмелли – ӳсмест, пиçмелли – пиçмест, тулмалли – тулмасть. Сĕлĕ туни – симĕс улăм, сĕлĕ шерепи – арпа, сĕлĕ пĕрчи – хывăх. Хĕвелсĕр – сурăх çăмĕ кĕске, çăмĕ çук – сурăхĕ те çук. Хĕвелсĕр чĕрне те ӳсмест. Хĕвеллĕ чух – çӳç кăтра, хĕвел çук чух – пуç кукша.
Тăван килте анне хĕвел пулса çӳрет, ачисене хĕвел пулса пăхать. Анне çук-тăк – хĕвел яраймăн ху тĕлне, анне пур-тăк – чĕрӳне те хĕвел кĕрĕ.
«Тăвану килнине курсассăн хĕвел пулса чупса тух», – хушса хăварнă ваттисем. «Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн», – тенĕ вĕсем ӳпкевлисене сивлесе. «Эп сана улталап пулсан ман çине хĕвел ан пăхтăр», – тупа тунă авалхи асаттесем.
Хĕвел çинчен юрласа чăваш хăй ачине йăпатнă. Ача кулли уншăн хĕвел çутипе пĕрех. Хĕвел кулли вара – тĕнче илемĕ. «Паçăр çумăр çурĕ, халь хĕвел пăхать ĕнтĕ епле!» – тенĕ чăваш лăпланнă ачишĕн савăнса. Ача тĕнчи уншăн – ырă тĕнче. Хĕвеллĕ тĕнче. «Хĕвел – ĕмĕт. Хĕвел – тĕллев. Хĕвел – ĕлке», – тенĕ çăлтăр тупнă Андриян тăванăмăр.
Чăваш ачисем хăйсене хĕвел ачисем тесе шутланă. Çимĕкчен çичĕ хут шыва кĕме тăрăшнă вĕсем. Хĕвел пĕлĕт айне пытансан, шăнса кӳтнине пăхмасăр, ăна мухтаса юрă юрланă, йăлăнса сăвă каланă, тăрăшсах такмак кĕвĕленĕ, йыхăрнă, чĕннĕ, кĕлĕ тунă. Хĕвеле вĕсем шаннă та ĕненнĕ. Пĕлĕтелле пуçĕсене каçăртса хĕвел ташши ташланă. Кĕвĕ сассине илтсенех хĕвелĕн пĕлĕтсен хăйĕн патĕнчен хăваласа ярса чăваш ачисен ташшине курма васкамалла пулнă – хĕвеле те савăнтарнă чăваш ачисем. Вăл йăл кулса ярсанах ачасен пичĕ-куçĕ те савăнăçлă çиçсе çуталнă.
Хĕвел, пăх, хĕвел, пăх,
Ачу шыва кайнă вĕт,
Турчăкапа туртса ил,
Хăмач кĕпе тăхăнтар,
Пылпа кулачă çитер!
«Хĕвел ташши» – юрăллă ташă. Хĕвел тухса ăшăтсанах ачасем шывалла чăмнă. Шывран тухсан юманлăхалла чупнă, çимĕкчен çичĕ тĕслĕ курăк çиме васканă.
«Юман ташши» – хăйне кура тĕлĕнтермĕш. Ку ташша ташлама юманлăха шала кĕмен, уçланкăри е вăрман хĕрринчи чи ватă юман тавра ташласа çаврăннă ачасем.
Ватă юман тавра васкамасăр ташласа çаврăнсан юнашарти мăшăр юман патне куçнă вĕсем. Ташшăн малтанхи сыпăкĕ «Уй варринче лаштра юман» юрă кĕввипе ерипен пулса пынă та лăпкă утта куçнă. Мăшăр юман тĕлĕнче ташă хăвăртланнă. Пĕчĕк ачасем лашалла вылянă евĕр умлă-хыçлă сиккелесе икĕ юман хушшипе çаврăннă, икĕ юман тавра та. Ватă юман – асатте, пысăк юман – атте. Куна ача-пăча калаçма вĕренсенех илтнĕ. Хăй те ачаллах çак сăмаха чĕрене тарăн илсе каланă.
«Юман ташши» вăрман ăшне кăшт шаларах та кĕнĕ. Туйрасем хушшинче аллисене сарса сиккеленĕ ачасем. Çамрăк юмансене тыткаласа хăйсем еннелле туртам пекки те тунă. Туйрана каччă юман тенине пур ача та тахçанах пĕлнĕ.
Хунав юман – ача юман. Чăваш ачисем хунав юман урлă сике-сике каçнă. Ку та «юман ташшиех» пулнă-ха. Анчах ăна «упа ташши» те тенĕ. Упа хăрах чĕрнипе хунав юмана тăпăлтарса кăларать тет те: «Эрĕм-ши ку, мăян-ши?» – тесе ыйтать тет. Ачасем ташланă май хунав юмансем хушшинче сике-сике чупаççĕ, тăррисене аллисемпе çапаççĕ, пĕшкĕне-пĕшкĕне пӳрнисемпе хунав тĕпĕсене тивертеççĕ. Унтан сиксе тăрса каллех: «Эрĕм-ши ку, мăян-ши?» – тесе такмакла-такмакла ташласа асатте юман патне таврăнаççĕ. Хĕвеле хирĕç васкамасăр çичĕ хут ташласа çаврăнаççĕ те пĕр харăс çак юмана чуп туса уйрăлаççĕ. Унтан вара татах шыва кĕме каяççĕ е киле таврăнаççĕ.
Юман ташши, юман юрри, юман кĕлли... Юман чăвашшăн Турă, юманлăх – чиркӳ. Чи таса та сăваплă вырăн. «Юмансăр юрă та çук, Турă та çук», – тет чăваш. Чăвашсене ирĕксĕр тĕне кĕртсен пуян-куштансем ялсенче чиркӳ ларттарнă. Кун пирки чăвашсем акă мĕн каланă: «Юман лартакан чиркӳ лартакантан сăваплăрах», – тенĕ.
Юман – тĕнел, юман – пичке, юман – çăл пури, юман – нӳхреп, юман – алăк та, сăлăп та, юман – тукмак та, чукмар та, юман – хӳме, юман – тĕкме... Юман юпа – тĕрек; юпи çĕрсен тем тĕрлĕ çирĕп хӳме те ишĕлсе анать. Юман çăпанĕ – çырулăх, юман хуппи – эмеллĕх, юман çулçи – мунчалăх, юман йĕкелĕ – выçлăхра тутă çимĕç... Асатте юман – никĕс пуканĕ, атте юман – урата, пичче юман – пӳрт хаччи, шăллăм юман – çĕнĕ ӳсĕм...
Хĕвелпе юманăн – пĕр кăмăл. Пĕри – пĕлĕтре, тепри – çĕр çинче. Чунĕсем те таса иккĕшĕн те. «Хĕвелпе Чăвашăн Юман ятлă ывăл çуралнă...» Мĕнле юмах пуçламăшĕ ку? Юмах пуçламăшĕ мар, пурнăç пуçламăшĕ. Пит ĕлĕкех те мар, пирĕн кукамайсемпе кукаçисем астăвасса, Чăваш ятлă каччăсем, Хĕвел ятлă хĕрсем пулнă. Çавăнпа та-и, тен, паян та хĕвелпе юмана уйрăммăн ăнланма çук.
Юманăн ӳчĕ хытă та, чунĕ çемçе. Ун мĕлкине путсĕр канма ларсан тепĕр çулĕнче юман хăрать тет. Усал çын таптанине те чăтаймасть иккен мăнтарăн. Тăмана евĕр шаланкă кайăк пур тата. Шăпчăксемпе шăнкăрчсен, чĕкеçсемпе саркайăксен çăмартисене вăрласа çиет вăл. Вăрă-хурахран та хăрушăрах çак йĕрешке кайăк. Çумăр шывĕпе куççулĕ çеç ĕçет тет хăй. Типĕ чух йынăша-йынăша вĕçет çав хапсăнчăк, кĕвĕç те ĕмĕтсĕрскер. Юманлăхран илеме пистерет. Ылханлă çак кайăк сĕртĕннĕ юман турачĕ хăрать тет, тунине çывăх пысăк турат çине пырса ларсан юман шалтан çĕрсе хăвăллă пулать тет.
Анкарти хыçне, çурт çывăхне юман лартса ӳстерме хăранă чăваш: юман туни мăй хулăнăш пулсан ăна лартакан çын вилет тет. Ырхан чăвашăн вара мăйĕ питĕ те çинçе пулнă.
Ун вырăнне вăл ăна усрав вăрманĕнче питĕ вăйлă пăхнă, паттăр ӳстерме тăрăшнă. Йĕкеле çăра акса шăтарса ӳстермеллине те лайăх чухланă. «Юман кĕрĕкпе те çара пуçăн çеç йĕркеллĕ ӳсет», – тенĕ чăваш. Сăнавĕ усăсăр пулман, тĕрĕсне каланă вăл. Кĕрĕкĕ – юнашар ӳсекен тантăш юмансем, хунав юманăн, ача юманăн çара пуçĕ – хĕвел çути валли, хĕвел ăшши валли. Юманшăн чи хакли – хĕвел хĕмĕ, хĕвел хӳтти. Хĕвелсĕр – юманăн хевти çук.
Эппин, хĕвел сӳнсен юман та пĕтет. Хĕвел сӳнмесĕр, çăлтăрсем ӳксе пĕтмесĕр йĕкелти пурнăç тĕвви татăлмасть, юман пĕтмест, юманлăх сайралмасть! Чăваш хăй те – юман. Халăхĕ – юманлăх. Юлашки юман типиччен çĕр çинче чăваш пĕтмест. Тĕнче вăрманĕнче тем тĕрлĕ йывăç ӳсет. Çав вăрманта юман валли те вырăн пур. Этемлĕхĕн аслă йышĕнче юман чунлă чăваша та хĕсĕк пулмĕ. Юман – хĕсĕр йывăç мар. Хĕвел те – сӳннĕ çăлтăр мар.
 
: 1408, Хаçат: 2 (732), Категори: Литература каçалăкĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: