Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Крутушкăра» кăçал та ăшах марччĕ, чăваш чĕлхипе тата литературипе иртекен республика олимпиадине тăтăш хутшăнакан вĕрентекенсем çакна пĕлеççĕ ĕнтĕ, ачисене лайăх тумлантарса килнĕ. Виçĕ кун сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. «Сувар» хаçат редакцийĕ олимпиадăра пĕрремĕш виçĕ вырăн йышăннă ачасене асăнмалăх кĕнекесемпе журналсем парнелерĕ.
Жюри членĕсен председателĕ филологи наукисен кандидачĕ Ю.Виноградов ачасен ĕçĕсене хак пачĕ. Унта вăл Апас районĕн командине питĕ мухтарĕ. Синтаксиспа та вĕсем малта, грамматикăпа та. Хăш-пĕр хаçатсенче те йăнăш çыракан сăмахсене чĕрккĕнсем чĕлхе саккунĕсене пăхăнса тĕп-тĕрĕс çыраççĕ.
Константин МАЛЫШЕВ
Декабрĕн 18-20-мĕшĕсенче Хусанти «Крутушка» санаторире чăваш чĕлхипе тата литературипе X юбилейлă республика олимпиади иртрĕ. Кăçал 50 чăваш ачи пĕлĕвĕсемпе ăмăртма килнĕ. Яланхи пекех ачасем анлă пĕлӳ кăтартрĕç. Пĕлтĕрхи пекех вĕсен пĕлĕвĕсене хаклама Шупашкартан паллă специалистсем килнĕччĕ: Чăваш Республикин Вĕрентӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ, филологи наукисен кандидачĕ Юрий Михайлович Виноградов тата çак кафедрăн доценчĕ Надежда Григорьевна Иванова.
Çак ăсчахсем пирĕн ачасен пултарулăхне курса ялан тĕлĕнеççĕ. Çулсерен олимпиадăна хутшăнакан ачасене ятсемпе пĕлеççĕ, вĕсен ӳсĕмĕсене хаклама та пултараççĕ.
Олимпиадăн иккĕмĕш кунне, ачасем ĕçсене тĕрĕслеве панă хыççăн вĕсем патне хăнана Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Константин Геннадиевич Яковлев килнĕ. Тăван чĕлхене чи аван пĕлекен çамрăксем валли вăл тортсем илсе килнĕ. Куншăн ачасем питĕ хĕпĕртерĕç, паллах.
Тĕлпулу икĕ сехете тăсăлчĕ. Константин Геннадиевич автономи мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. ЧНКА канашĕ шкулсене пысăк тимлĕх уйăрать. Тĕслĕхрен, пирĕн республикăра хăш-пĕр чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентмеççĕ. Çак пăтăрмахсене ЧНКА ТР Вĕрентӳпе наука министерствипе канашласа татма тăрăшать.
Пултаруллă çамрăксене те манмаççĕ канаш хастарĕсем. Кашни çул Хусанкай ялĕнче вĕренӳ отличникĕсемпе тĕлпулу иртет. Çакна каласа парсан хăш-пĕр районсем тĕлĕнсех кайрĕç, нумайăшĕ илтмен те иккен. Ыттисем пĕлнĕ пулсан та унта лекмен, мĕншĕн тесен пĕр районтан ик-виçĕ çынна çеç яраççĕ. Ку вара питĕ сахал иккен. Апла-тăк, аслисен Сиктĕрме-Хусанкайри тĕлпулусене анлăлатасси пирки шухăшламалли пур-ха.
Çитес çулсенче республика шайĕнче чăваш ачисем валли лагерь уçмалли пирки те калаçу пулчĕ. Паллах, К.Г. Яковлев çак ыйтăва Правительство шайĕнче те çĕкленĕ, шухăшсем пурнăçа кĕрсен мĕнле лайăх пулмалла.
Тĕлпулăва вĕçлесе Константин Геннадиевич ачасене кашни хăйĕн ялĕнче, районĕнче чи хастаррисен шутĕнче пулма ыйтрĕ. Кам-ха тăван халăхăн пуласлăхĕшĕн çунса ан тăтăр? Чăваш чĕлхине юратса вĕренекенĕн тăван халăхшăн çамрăклах усăллă пулма тăрăшмалла.
«Сувар» коллективĕнчен вĕренекенсене Н.С.Степанцев саламларĕ. «Халĕ сирĕн пурнăçра тĕп тĕллев вĕренӳ пулмалла», – терĕ.
Интереслĕ тĕлпулу хыççăн ачасем тортпа чей ĕçме кайрĕç.
Аслисем вара ачасен ĕçĕсене хакларĕç. Н.Г.Ивановăпа Ю.М. Виноградов кăçалхи ĕçсен пахалăхĕ пĕлтĕрхипе танрах терĕç.
Виççĕмĕш кунне жюри олимпиада ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Саламлама «Сувар» тĕп редакторĕ К.А.Малышев та пынăччĕ. Çĕнтерӳçĕсене редакци ятĕнчен парнесем парса саламларĕ.
 
: 1320, Хаçат: 2 (732), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: