Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

1978 çулта Раккасси ялĕнчи Тютинсемпе Киштекри Емельяновсен йĕкĕрешĕсем Пăвара çуралсан, больницăри акушеркăсем: «Ак, Раккасси хĕрĕсене Киштеке çураçатпăр та туя евчĕ пулса каятпăр», – тесе шӳтленĕ. Тепĕр çирĕм икĕ çултан Емельяновсем çывăх тăванĕсене пуçтарса Раккассине тӳрех икĕ хĕре килĕшме каясса никам та шутламан ун чухне. Ăнăçлă вĕçленнĕ çак икĕ романа халь Тăхăрьялта кăна мар, Раççейĕпех пĕлеççĕ. Пĕрремĕш каналпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» передачăн ноябрĕн 28-мĕшĕнчи кăларăмне вĕсене ятарласах чĕннĕ. Анчах те йăнăшпа, те юри Малахов вĕсене чĕмпĕрçĕсем тесе пĕлтернĕ.
 
ЕМЕЛЬЯНОВСЕМ
Çĕнĕ кайăк кĕтекен Верăпа Алексей çав кун килте ĕçе пуçăннă, йывăр япаласем те куçаркаланă. Иккĕмĕш хут анне пулма хатĕрленекен Вера каçхине пилĕк каснипе аптăрать. Ун чухне УЗИ тавраш пулман, çавăнпа чĕре айĕнче харăсах икĕ ывăл йăтса çӳренине пĕлмен хĕрарăм. Вăхăтсăр аптраса ӳкнин сăлтавĕ йывăр йăтни пуль тенĕ те çамрăк мăшăр хирĕçре пурăнакан Иван Сидоровăн «Зил» машинине хускатса Пăваналла вĕçтернĕ.
– Больницăна çитиччен тӳс! – хушать мана упăшка, – ăçта унта, çул çинчех çуратса пăрахрăм, урамра 25 градус сивĕ. Больницăна çитсен пурпĕр машинăран анса хамах утса кĕтĕм, – иртнине аса илет халь Вера аппа. Йĕкĕрешсене Андрей тата Игорь ят параççĕ. Çемйи Емельяновсен пĕчĕк мар, Вера Леонтьевнăпа Алексей Афанасьевич хăйсен виçĕ ачисĕр пуçне тата ача çуртĕнчен пилĕк тăлăха усрава илнĕ. Халĕ вĕсем пурте ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ.
– Йĕкĕреш ывăлсем урама е клуба тухма пуçтарăнсан: «Ют хĕрсемпе калаçса ан çӳрĕр унта, сирĕн çураçнă хĕрĕрсем Раккассинче», – тесе шӳтлеттĕмĕр. Ак, 1999 çулта туй та туса хутăмăр, – йăл кулать Вера Леонтьевна.
 
ТЮТИНСЕМ
Умлă-хыçлă виçĕ хĕр парнелет Раккассинче пурăнакан Василий Тютина арăмĕ Галина. Йăха малалла тăсакан та кирлĕ вĕт, тĕпкĕч шырасах тăваттăмĕшне çуратма шутлать мăшăр. Ак хайхи, Емельяновсен йĕкĕрешĕсем çуралнă хыççăн тепĕр икĕ кунтанах Тютинсен харăсах икĕ хĕрпĕрчи çут тĕнчене килет. «Манран кулмаллипех кулса йĕкĕреш хĕрсем çуралнă теççĕ пуль», – шанмасть малтан ашшĕ.
Мыскарасем хĕрсемпе пурнăç тăршшĕпех пулаççĕ. Ял-йыш кăна мар, мăшăрĕсем те хăш чух пăтраштараççĕ-мĕн вĕсене. Ара, пĕр сăнлах-çке вĕсем.
– Çук, хăлха çаккисем тĕрлĕрен,– шӳтлет йĕкĕреш хăраххи Ирина. – Пĕр пек тăхăнсан мăшăрсем те уйăраймаççĕ. Ял-йыш, юлташсем арпаштарнине хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Шӳт вырăнне хурса ирттерсе яратпăр. Шкулта вĕреннĕ чухне урокра пĕри пĕлмесен ун вырăнне тепри тăрса каласа панине ватă вĕрентекенсем сисмесĕрех юлатчĕç. Институтра чухне пĕр кăсăк та пулнăччĕ: экономикăпа экзамен паратпăр. Эпĕ иккĕмĕш хут экзамена кĕрсен, вĕрентекен чăтаймарĕ, йĕкĕрешсем иккенне пĕлчĕ те: «Сирĕн пеккисем экзаменра пĕр-пĕринпе ылмашăнаççĕ тенине илтнĕ, эсир апла мар-и?» – тесе ыйтрĕ. «Çу-ук», – терĕм эпĕ хам ултава сисменнишĕн савăнса.
Элшел вăтам шкулĕнче ĕçленĕ чух Хусантан тĕрĕслеме килнĕ комисси пĕр сăнлă икĕ учительница иккĕмĕш хутран пусмапа аннине курсан, тĕлĕннипе хытсах кайнă.
ПАЛЛАШУПА ТУЙ
Йĕкĕрешсенчен пĕри мĕн туйнине тепри аякра пулсан та туять тени тĕрĕсех-мĕн. Ирина акă, Алена чирлесен е унпа тата мĕн те пулин пулсан чун сисет тесе пĕлтерчĕ. Мăшăрĕсем те çаплах-мĕн. Ахальтен мар-çке юратăвĕ те вĕсен пĕр пек.
Турă çырнисем Тăхăрьялтах паллашнă. Пĕррехинче çерем çинче палас пĕтĕреççĕ те хĕрсем канма лараççĕ. Çак вăхăтра пӳрт умне сарă трактор пырса чарăнать. Кабинăран икĕ пĕр пек каччă сиксе анаççĕ, кучченеç те илсе килнĕ хăйсем. Ятарласа паллашма килнĕ иккен. Сăмах хыççăн сăмах... Çапла çуралать юрату. Икĕ çул туслă çӳренĕ хыççăн çамрăксем Михайла эрнинче туй тăваççĕ.
Кун пек йĕкĕр туй ку таврара пулнине çынсем астумаççĕ. Турăш кĕтессинче çав кун икĕ мăшăр юнашар ларнă. Унтанпа сакăр çул иртнĕ. Пĕр мăшăр халĕ Чĕмпĕр хулинче ĕçлесе пурăнать, çемьере Гриша ӳсет. Тепĕр мăшăр ялтах тымар янă, вĕсен те ывăлсем – Алешăпа Антон.
Ноябрĕн 19-мĕшĕнче телефон янраса каять. Ку пĕрремĕш каналăн «Пусть говорят» кăларăма ертсе пыраканĕ Андрей Малахов иккен. Вăл йĕкĕрешсене передачăна хутшăнма сĕнет, тăкака хăй çине илнине пĕлтерет. Çапла тепĕр кун Емельяновсем çула тухаççĕ. Мускавсем лайăх кĕтсе илеççĕ тăхăрьялсене, икĕ пӳлĕмлĕ хваттере вырнаçтарса ятарлă машинăпа илсе çӳреççĕ. Пĕр хатĕрленмесĕрех тӳрĕ эфира тухаççĕ чăвашсем. «Пире Мускав репортерĕсен ĕçĕ, хăйсене тыткалани, калаçни тĕлĕнтерчĕ. Пĕрремĕш хут телекамерăсен умĕнче пулнипе кăшт çухалса кайрăмăр пулмалла. Пĕтĕм çĕршыв пăхать вĕт-ха ку передачăна. Мускавра хамăра çăлтăрсем пек туйрăмăр»,– ăшшăн аса илеççĕ паян Емельяновсем. Малахов патĕнче вĕсем хăнара пулнине Тăхăрьялта тата темĕнччен аса илсе пурăнĕç. Ара, çемьесем, чăн та, хăйне евĕрлĕ-çке.
 
: 1396, Хаçат: 1 (731), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: