Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕлĕк-авалтан чăваш çынни çут çанталăкпа çывăх тăнине пурсăмăр та пĕлетпĕр ĕнтĕ. Кашни ӳссе ларакан йывăç-курăкăн чунĕ пур тесе шутланă вăл, ĕлкĕрнĕ çимĕçсене те ыйтмасăр татса çимен. Илемлĕ, анчах йӳçĕ çырлаллă пилеш йывăççи те çынна çывăх пулнă. Ун çинчен юрăсем юрланă, усал куç ӳкесрен ача сăпки çине е тумтирĕ çине унăн тураттисене çаклатса хунă, çырлипе чир-чĕртен сывалнă. Ачаран аса кĕрсе юлнă тăван халăхăн йăлисем ватлăх кунĕнче те кăмăла пырса тивеççĕ.
Пăва тăрăхĕнччи Пӳркел ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Прокофьевич Архипов та çитмĕл çултан инçетри Запорожье хулинчен тăван ялне пилеш турачĕ илме килессе шутлама та пултарайман-тăр. Пурĕ 7 ача пулнă Пруккупа Люся çемйинче, Элюк – виççĕмĕш. 14 çул тултариччен вăл ялти пуян Каври Илле патĕнче тарçăра вăй хунă. Самана улшăнсан пултаруллă ачана ялти çамрăксем комсомол ячейкин секретарьне суйлаççĕ. Çавăнта ĕçленĕ чух ял куштанĕсем çилленеççĕ ăна. «Хӳре çине пусрĕç», – тенĕ вăл хăйĕн çинчен каласа панă чухне çавăн пирки. Çĕрле вăрттăн ялтан тухса каять Элюк. Амăшĕ йĕре-йĕре пилеш турачĕпе таса шыв пĕрĕхсе ăсатса ярать ывăлне. Темиçе çул хăй çинчен нимĕн те пĕлтермесĕр Мускавра заводра разнорабочи пулса ĕçлесе пурăнать вăл.
1928 çулта Элекçее Хĕрлĕ Çара илеççĕ, вăл Ленинграда лекет. Каярахпа, служба хыççăн, çавăнтах юлса электромеханиксен курсне вĕренсе пĕтерет. 1932 çулта комсомол путевкипе Запорожьери алюмини заводне çĕкленĕ çĕре тухса каять. Унта вăл çиччĕмĕш корпус начальникĕ пулса ĕçлет.
Çырни-пӳрни пусма вĕçнех килет тет. Вăтăра çывхарса пыракан каччă Валентина ятлă украинкăпа çемье çавăрать, умлă-хыçлă Витьăпа Люда çуралаççĕ. Запорожье хулинче тĕпленсе Архиповсем çурт лартаççĕ. 1938 çулта Запорожье облаçĕ тусан, Элюк обкомра организаци пайĕн ял хуçалăх уйрăмĕнче инструкторта тăрăшать. Çав вăхăтрах Днепропетровскри металлурги институчĕн каçхи уйрăмĕнче вĕренет. 1939 çулта сентябрь уйăхĕнчен тытăнса декабрьччен финн вăрçинче кĕрешет, рота политрукĕ пулать. Аслă вăрçă пуçлансан Мускав, Одесса хулисене ирĕке кăларнă çапăçусене хутшăнать, тыткăна та лекет. Унтан çăлăнса пурпĕрех хăйĕн чаçнех каялла таврăнать. 11-мĕш Гварди çарĕн контрразведка уйрăмĕн оперативлă уполномоченнăйĕ пулса вăрçа Калининград хулинче вĕçлет.
Çĕнтерӳ халăха савăнăç, вăй кӳрет. Элюк та килне таврăнать, анчах пӳрт вырăнĕнче тарăн шăтăк. Хăçан-тăр кунта телейлĕ çемье пурăннине Витьăпа Людăн унта-кунта йăваланса выртакан теттисем аса илтереççĕ. Фашист бомби шăп çурт çине ӳкнĕ, арăмĕпе ачисем çинчен пĕр хыпар та пулман.
Нимĕç салтакĕсем Украина çĕрĕ çине кĕрсен, Запорожье хулинче пурăнакан çынсене эвакуацилеççĕ. Валентина та чи кирлĕ япалисене пуçтаркаласа пепкисемпе ытти халăхпа пĕрле поездсем патне каять. Сасартăк пĕлĕтре нимĕç самолечĕсем хула çине бомбăсем пăрахма тытăнаççĕ, поезд хускалса каять, аллинчи пĕчĕк хĕрĕпе поезда ларса ĕлкĕрет çамрăк хĕрарăм, Витя вара аллинчен вĕçерĕнсе ӳксе юлать.
Куçа хупсанах куç умне килекен ача сăнарĕ, хăлхара – «Анне!», – тесе кăшкăракан ача сасси. Хуйхăпа аманнă чĕре вăйсăр кăна тапсан та чун пурăнать, тӳсет, туять, шанать. Эвакуациленĕ халăха Çĕпĕре илсе каяççĕ. Пĕррехинче Валентина пурăнакан пӳрте çынсем чупса килеççĕ, ялти радиопа Валентина Александровна Архиповăна, унăн Витя ывăлне тата Люда хĕрне шыранине пĕлтерни çинчен каласа параççĕ. Хĕрарăм Запорожье хулине таврăнать. Çухалнă Витя та тупăнать. Ăна пĕр ватă карчăк çăлса хăварнă, кĕсйине çырса чикнĕ адресĕпе Тутарстана ăсатнă. Вăрçă çулĕсенче Тăхăрьялта аслашшĕ килĕнче пурăннă Виктор.
Çемье каллех пĕрле, телейлĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Мускава хӳтĕленĕшĕн», «Кенигсберг хулине илнĕшĕн», «Фашистла Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ Алексей Прокофьевич Запорожьери парти обкомĕнче организаци уйрăмĕн инструкторĕ пулса ĕçлет. Тата икĕ ача, Валерăпа Юра çут тĕнчене килеççĕ. Л.И.Брежнев Запорожьери обком партийĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă чухне Алексей Прокофьевич 1946-1947 çулсенче инструктор пулнă. Леонид Ильич уявсене обком ĕçченĕсемпе пĕрле ирттернĕ, вĕсен çемйисемпе çывăхланнă. Брежнев çинчен вăл çав тери ырă кăмăллă çын тесе аса илнине каласа параççĕ Элюк тете тăванĕсем. Днепр хĕрринче дача лартма та çĕр лаптăкĕ Л.И.Брежнев парнеленĕ пулнă Архиповсене. Чинĕ пысăк пулсан та ял-йышне, тăванĕсене манман Элюк, посылкăсем ярса тата ытти енĕпе те пулăшса тăнă. Яла тунсăхланипе вăл май килмессеренех çемйипе пĕрле киле-киле кайнă, ял улшăннипе тĕлĕннĕ. Днепр хĕрринчи дачине те тăван ялтан йывăç хунавĕсем илсе кайса лартнă.
Элюк тете çав тери уçă сасăллă пулнă, тăванĕсемпе пĕрле пуçтарăнса чăваш юррисене юрлама юратнă. Юлашки çулсенче вăл Запорожьери карбид завочĕн директорĕ пулнă, пенсие кайиччен алюмини заводĕнче ОТК начальникĕнче тăрăшнă. 1976 çулта яла тăванĕсемпе сывпуллашма килнĕ Элюк тете. Каяс умĕн: «Мана нимĕн те кирлĕ мар, нимĕн те парса ан ярăр. Пахчаран пилеш турачĕ хуçса парсамăр», – тесе ыйтать вăл тăванĕсенчен. Тăван çĕр çинче ӳссе тымар янă пилеш турачĕ уншăн чи хаклă парне пулнă.
Нумай пулмасть Элюк тетен ывăлĕ Юрик ашшĕн тăван ялне килсе кайрĕ. Вăл искусство çынни, арăмĕпе иккĕш те Мускаври Щукин ячĕллĕ училище пĕтернĕ. Арăмĕ – кинорежиссер, ун ĕçĕсене Тĕп телевиденипе те кăтартаççĕ. Юрик – Улан-Удэре вырăс драма театрĕн тĕп режиссерĕ пулса тăрăшать. Илемлĕ хĕрлĕ çырлаллă Пӳркел пилешĕн тураттин пайне вăл хăйпе пĕрле илсе çӳрет.
 
: 2005, Хаçат: 1 (731)

Комментарисем:

хăвăрт (2011-09-29 18:46:34):
хăвăрт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: