Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Январĕн 8-мĕшĕ 9-мĕшпе улшăннă вăхăтра çĕрле 00 сехет те 10 минутра Хусанти Авиастроительнăй районти Мало-Печерская урамĕнчи нумай хваттерлĕ 7-мĕш номерлĕ çуртра взрыв кĕрленине пĕлтерчĕç кăçалхи пĕрремĕш ĕç кунĕнче ирпе-ирех Раççей телеканалĕсем. Взрыв çуртăн пĕрремĕш подъездне (унта 12 хваттер пулнă) тĕппипех аркатнă. Инкекĕн сăлтавĕ – газ сирпĕнни. Асăннă çуртра пурĕ виçĕ подъезд, 36 хваттер, ăна 1960 çулта тунă. Официаллă даннăйсемпе çуртра пурĕ 99 çын пропискăра тăрать, вĕсенчен 39-шĕ пĕрремĕш подъездра пурăннă. Чăннипе вара миçе çын пурăннине халĕ следстви органĕсем тĕпчеççĕ.
Инкек пулнă вырăна темиçе минутранах экстренлă службăсен сотрудникĕсем çитнĕ, çийĕнчех ликвидаци ĕçĕсене илсе пыракан оперативлă штаб туса хунă. Штабăн ертӳçи пулма ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумне Равиль Муратова суйланă.
Взрыва пула юнашарти виçĕ пурăнакан çурт тата пĕр ача сачĕ те хур тӳснĕ – взрыв хумне пула вĕсен чӳречисен кантăкĕсем ваннă.
Инкек пулнă вырăнта январĕн 9-мĕшĕнче кунĕпех чрезвычайлă лару-тăру службисен ĕçченĕсем ĕçлерĕç. Вĕсем çурт ишĕлчĕкĕсен айне пулнă çынсене шырарĕç. Шел пулин те, кун пек чух вилекенсемсĕр пулмасть. Юнкун 18 сехет тĕлне ишĕлчĕксем айĕнчен 7 çын виллине кăларнă хăтаракансем, пĕр хĕрарăм больницăра вилсе кайнă. Виçĕ çын хальлĕхе хыпарсăр çухалнă шутланать, вĕсем ăçта пулнине никам та пĕлмест. Ыттисем сывă.
Çак çуртри ытти подъездсенчи хваттерсем те синкерсĕр юлман – вĕсен чӳрече кантăкĕсем ваннă, сивве пула хутса ăшăтакан система ĕçлеме чарăннă. Çаксене, телее, ятарлă службăсем çав кунах йĕркене кĕртнĕ. Инкек пулнă çуртри çынсене вăхăтлăха юнашарти санаторие вырнаçтарнă. Çурт малашне пурăнма юрăхлипе юрăхлă маррине экспертиза татса памалла. Арканнă хваттерсен хуçисене хула пуçлăхĕсем çĕнĕ хваттерсем пама шантарчĕç.
Инкеклĕ вырăна ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев та ир-ирех çитрĕ. Вăл лару-тăрупа паллашсан çынсене газпа тата электроприборсемпе яланах асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерчĕ. Чăнах та, çакнашкал инкексем хăйсем тĕллĕн сиксе тухмаççĕ, çăмăлттайла хăтланни пысăк хуйхă патне илсе çитерет.
Халĕ çак взрыв пулнă фактпа уголовнăй ĕç пуçарнă, следстви пырать.
 
: 1238, Хаçат: 1 (731)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: