Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2008 çул – Сарă (Сăрă та, Ылтăн та теççĕ) Йĕкехӳре çулĕ. Вăл чăннипе февралĕн 7-мĕшĕнче вăя кĕрет. Çапах та эпир, хăнăхнă йăлапа, Çĕнĕ çула декабрĕн 31-мĕшĕнче çĕрле кĕтсе илетпĕр. Çĕнĕ çул хуçи мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Йĕкехӳре – ăслă, ĕçчен, тӳрĕ кăмăллă, хитре, перекетлĕ, чыса юратать, унра хаярлăх паллисем те пур. Ăна юрас тесен Çĕнĕ çула çемьепе, çывăх çынсемпе, юлташсемпе пĕрле туслă компанире кĕтсе илмелле. Пӳрт-çурта «йăлтăртатса тăриччен» тасатăр, Йĕкехӳре тасалăха юратать. Илемлетнĕ елка пулмаллах çуртра.
Сĕтел çине мĕн лартмалла-ха? Çăнăхран пĕçернĕ апат – кукăль-пӳремеч, торт пулмаллах. Тымар çимĕçрен хатĕрленĕ апата сĕре кăмăллать çулталăк хуçи: пĕçернине те, ăшаланине те, маринадланине те... Аш çав тери нумаях пулмасан та аптрамасть. Сыр вара сахалтан виçĕ тĕрлĕ пултăр (Йĕкехӳрен чи юратнă апачĕ). Сĕтел çине улма-çырла, пылак çимĕç çителĕклĕ лартма ан манăр. Пĕр сăмахпа, Йĕкехӳре ниме те тиркемест. Çĕнĕ çул каçĕнче мĕн тăхăнмалли пирки вара «Стилист кĕтесĕ» рубрикăра вулăр.
ЙĔКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996)
Ку çул вĕсен çĕнĕ опыт, пĕлӳ, хăнăху илес тесе ытларах вăй хумалла. Чи кирли сирĕншĕн – çирĕп тĕллев лартасси: çапла тусан кăна шухăшланине пурнăçлама май пулĕ. Анчах та умăра хăвăр пурнăçлама вăй çитереймен задачăсемех ан лартăр: ытла нумай вăй хурса чирлесе кайма пултаратăр. Тӳпери тăрнана хăваличчен алăри кăсăяпах çырлахас текенсем телейлĕрех пулĕç. Пур япала çине те оптимистла пăхма сĕнеççĕ сире астрологсем. Çулталăк хуçине юрас тесен çак çул йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчĕр, ваттисене пулăшăр, вилнисене асăнăр. Çурт-йĕр сутасси-илессипе, çĕр ĕçлессипе çыхăннă ĕçсем ăнмалла. 2008 çулта Йĕкехӳрен ют çĕршывсене вăрахлăха кайма кирлĕ мар, усси пулас çук. Аслăрах çулсенчи Йĕкехӳресен асатте-асанне, кукамай-кукаçей пулас шанăç пысăк. Чи ăнăçлă вăхăт çак паллăпа çуралнисемшĕн – çулталăкăн малтанхи уйăхĕсем, августпа сентябрь уйăхĕсенче вара кăшт сывлăш çавăрса яма та пултаратăр.
ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997)
Вăкăршăн – тӳрĕ кăмăллă ĕçченшĕн тата чăн-чăн оптимистшăн – 2008 çул ăнăçлă пулмалла. Анчах та хастартарах пулăр, çине тăрăр – унсăрăн телей кайăкĕ вăшт кăна тухса тарма пултарать алăран. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесен сирĕн Йĕкехӳре çулĕнче васкавлăрах ритмпа пурăнма вĕренмешкĕн тивет. Асра тытăр: Вăкăрăн кăçал хăйне те, ыттисене те критиклеме юрамасть. Пулăшас тесен – тархасшăн. Ырă ĕçĕршĕн сире Турă тав тăватех. Ĕмĕрхи йăла-йĕркене хисепе хуракан Вăкăр çĕннишĕн ăнтăлаканнипе танлаштарсан нумайрах çитĕнӳ тăвать. Иккĕлентерекен пысăк ĕçсене пуçăнма та кирлĕ мар, сирĕн çитĕнӳсене урăххисем хăйсем çине илес хăрушлăх пысăк. Йĕкехӳре хыççăн сирĕн çулăр пулать, вăл кăçалхинчен те ăнăçлăрах пулĕ.
ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998)
Сире пысăк улшăнусем кĕтеççĕ, тĕпрен илсен – лайăх еннелле. Ку çул пурнăçăр мĕнле пуласси хăвăртан килмест, шăпа мĕн парнеленине лăпкăн йышăнма кăна ĕлкĕрсе пырăр. Ырă сюрпризсем сахал мар кĕтеççĕ: Тигрсен кун пек çулсенче хăйсен пĕртен-пĕр юратăвне тĕл пулас, качча каяс е авланас, атте-анне пулас, пуяс шанчăк пысăк. Ырă, тĕрĕс пурнăçпа пурăнакансене кăçал укçа-тенкĕ енчен ăнăçлăх кĕтет. Усал, вĕчĕрхенчĕк кăмăллисем ĕçе е бизнеса çухатма, панкрута тухма пултараççĕ. Тĕплĕнрех шухăшлăр: лару-тăрăва хăвăр майлă çавăрма кая юлман-ха. Асра тытăр – ырă ырă патне, усал усал патне туртăнать. Çавăнпа та савăнасси е кулянасси ку çул хăвăртан килет. Кăçал сирĕн пĕччен пулмалла мар: çĕнĕ туссем тупăр, унчченхисене упрăр. Çуркунне пысăк япала туянатăр (хваттер е машина таранах).
КУШАК (КРОЛИК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999)
Сире Сарă Йĕкехӳре бизнесра пысăк пулăшу пама шантарать. Ĕçлĕ çыхăнусемпе çыхăннă пур майсемпе те усă курма тăрăшăр. Карьера пусмипе çӳлелле хăпарма кăçал партнерла хутшăнусем пулăшаççĕ. Вăрттăн, пĕччен хăтланни вара ура хума пултарать. Пурнăç сирĕн чăтăмлăхăра тăрсан-тăрсан пĕр тĕрĕслет. Йăнăш тусан пуçăра ан усăр. Ырра ĕненни, ĕçе юратни, татăклăх паха çимĕç параççех. Темиçе ĕçе пĕр харăсах пуçăнма пултаратăр. Çуркуннепе çулла укçа-тенкĕ енчен ăнăçлă. Хĕл пуçланнă тĕле самай çĕнĕ япалапа савăнтарĕ çулталăк хуçи. Эсир кăçал хăвăрпа пĕр шухăшлă çынсемпе паллашатăр. Сывлăхăра упрăр.
АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000)
Сирĕншĕн Йĕкехӳре çулĕ кĕтменлĕхсемпе пуян. Иртнĕ çулсенчи йывăрлăхсен тапхăрĕ вĕçленет. Кăçал тинех тивĕçлĕ çитĕнӳсем тума майсем пур. Анчах сирĕн ытлашши чăрсăрлăхăра ыттисем ăнланмасса пултараççĕ. Теветкеллĕ, çĕнĕ ĕçсем пуçлама тăхтаса тăрăр. Маларах пуçланă ĕçсене вĕçне çитерни вара çитĕнӳ кӳрĕ. Халĕ Аçтахасен пурнăçĕнче икĕ тĕрлĕ тенденци. Вĕсем пурăнмалли вырăна лăпкăрах тăвассишĕн тăрăшаççĕ, çывăх çынсемпе хутшăнусене çирĕплетеççĕ. Çав хушăрах вĕсене мĕн-тĕр канăç памасть. Хăнăхнă пурнăçăн правилисене, йĕркисене, уставне çĕнĕрен пăхса тухма тивет. Командировкăсенче, çул çӳревре нумай çӳреме лекет. Автомобиль илме ĕмĕтленетĕр пулсан – туянатăрах. Çу пуçламăшĕнче хăвăрăн юратăвăра тĕл пулас, кĕркунне çемье çавăрас шанăç пур.
ÇĔЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001)
Йĕкехӳре çулĕ Çĕлене ăнăçу парнелет, питĕ аван, творчествăлла тапхăр кĕтет вĕсене. Ура хума пултараканни те халь сирĕн темпераментăр çеç. Çĕленсен кăçал хăйсемшĕн «пурнăç çав тери начар» евĕрлĕ сценарисем «ӳкерме» кирлĕ мар, унсăрăн хăвăр каланă пек пулĕ те. Чылай Çĕленшĕн характерлă пессимизм 2008 çулта вĕсемпе усал вăйă выляма пултарать: япăххи çинчен шухăшлани, калани пурнăçланма пултарать. Пĕтĕмлетĕвĕ ансат: кăçаллăха та пулин «хура куçлăхăрсене» шаларах чиксе хурăр. Лăпланăр та пурнăçран лайăххине кăна кĕтĕр: ăнăçу вăрах кĕттермĕ, куçа курăнман вăй сире пулăшнине хăвăрах туйса илĕр, васкама кăна кирлĕ мар. Çак паллăпа çуралнисенчен нумайăшĕ пысăк япала выляса илме пултарать. Астăвăр: кивçен укçа илме ан тăрăшăр. Сывлăхăра упрăр.
ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002)
2007 çул уншăн чăрмавлă, анчах ăнăçлă пулнă. Лаша нумай çитĕнӳ тунă Сысна çулĕнче. Çавăнпах та пулĕ сире ахаль мар, кăткăс çул кĕтет. Чи пысăк тĕрĕслев – çĕнĕ çĕре хăнăхасси, хăвна улăштарма пултарайни. Сирĕн вара ку çул хăвăр çине ытлашши шанмалла мар, ытлашши ĕмĕтленме те кирлĕ мар. Пурнăçăрта пĕчĕк улшăнусем пулсан та вĕсем çине тимлĕх уйăрăр. Лашасен асăрхануллăрах пулма, кашни пулăмран урок илме вĕренмелле. Тĕрĕс тунă пĕтĕмлетӳсем малашне сире çав тери пулăшĕç, мĕншĕн тесен 2008 çул çак паллăпа çуралнисемшĕн аталанăвăн пĕр тапхăрне вĕçлесе çĕннине пуçлакан çул. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче фортуна уйрăмах сирĕн майлă пулĕ. Октябрьте пысăк улшăнусем кĕтĕр.
КАЧАКА (СУРĂХ) (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003)
Йĕкехӳре иртнĕ çулсенче нумай вăй хурса ĕçленĕ Качакасем валли чылай парне хатĕрленĕ. Сирĕншĕн виçĕ çуллăх «тухăç пухмалли» тапхăр пуçланать. Анчах та пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сикме ан тăрăшăр, малтан пĕр ĕçе вĕçне çитерĕр. Анчах вак-тĕвек çине питех тимлĕх уйăрма кирлĕ мар. Çемьери хирĕçӳсене татса пама та ăнăçлă тапхăр кăçал. Каллех тахçантанпа çыхăну тытман пĕлĕшĕрсем тупăнаççĕ. Çакнашкал тĕлпулусем çине çăмăлттайла ан пăхăр, вĕсем сире пысăк усă пама пултараççĕ. Çак çул парăмсене парса татма тăрăшăр. Сывлăхăр та çирĕп пулать тесе шантараççĕ сире астрологсем, анчах та апат çине сахалтарах тăвар сапма тата сахалрах аш çиме тăрăшăр.
УПĂТЕ (1920, 1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004)
Ку çул тем те тума пултаратăр. Упăте умĕнче 2008 çулта пур алăксем те хăйсемех уçăлаççĕ тейĕн, ăна шăпа парне хыççăн парне парать. Çак çул урăх çĕре куçма, теветкеллĕ ĕç пуçлама, хăвăрăн харпăр пурнăçăра тĕпренех улăштарма юрать. Анчах та асăрханулăх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар. Ăнăçу сирĕнпе кăçал, çапах та вăйăр çитменни пирки ан ĕмĕтленĕр. Уйрăмах руль умĕнче ларнă чух, электроприборсемпе ĕçленĕ чух тимлĕхĕре ан çухатăр. Вĕри шывпа та асăрхануллă пулăр. Юратура, творчествăра ăнăçу кĕтет.
АВТАН (1921, 1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005)
Лăпкăлăх тапхăрĕ вĕçленет. Сирĕн кĕрешӳçĕ Автана çаврăнма тивет. Иртнĕ çул сире питех аталанма паман, халĕ вара шăпах малалла утма вăхăт. Ĕçлĕ çыхăнусем вăйланаççĕ, унчченхи плансене пурнăçа кĕртме май пур. Ыттисем сире мĕн те пулин сĕнсен хирĕçлеме ан васкăр, тĕплĕн шухăшласа пăхăр. Çемье, çывăх çынсем пулăшĕç. Инçете пурăнма куçма сĕнмеççĕ астрологсем, канма та хăвăр пурăнакан çĕртен аякка кайма ан тăрăшăр. Çак çул çавăрнă çемье Автаншăн çирĕп пулать. Ĕçлĕ пĕрлешӳсемпе килĕшӳсем пирки те çакнах каламалла.
ЙЫТĂ (1922, 1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006)
Йытăсен социаллă сферăра тата бизнесра кăштах активлăхĕ чакать. Сирĕн пĕр самантлăха пĕччен юлса хăвăр пурнăçăр пирки тĕплĕн шухăшласа пăхас, пĕтĕмлетӳсем тăвас килет. Çак çул аякри тăванăрсемпе кăткăслăхсем пулма пултараççĕ. Командировкăсемпе çул çӳревсем йышлă пулаççĕ. Вĕсенчен пĕринче хăвăр шăпăрпа тĕл пулас шанчăк пур. Шавлă праçниксем вара савăнтарма пăрахаççĕ. Çемйĕрпе тата юлташăрсемпе хутшăнусем çирĕпленеççĕ. Ĕçре кăçал сире çыхăнусем, нумай пĕлни пулăшать. Сентябрьте эсир юлташ тесе шутланă çын сире чунне уçса парĕ. Пĕчченнисен венчет çĕрри илмех тивет ахăр. Сывлăх пирки калас пулсан, хăлхăра, карланкăра тата сăмсăра упрăр. Ан шăнăр, иммунитетăра çирĕплетĕр.
СЫСНА (1923, 1935, 1947,1959, 1971, 1983, 1995, 2007)
Аван çул. Иртнĕ çул эсир творчествăлла проектсемпе ĕçленĕ пулсан, Йĕкехӳре çулĕнче ума лартнă тĕллевĕрсене пурнăçлама вăхăт. Ĕçлеслĕх вара сирте çав тери вăйлă, эсир тăва та тепĕр май çавăрса хума хатĕр. Çине тăраслăх, татăклăх, пĕр тĕллев çинче чарăнса тăни сире хуть мĕнле ĕçре те çĕнтерме пулăшаççĕ. Анчах ĕçсем хăйсене хăйсем пымĕç, выртан чул айĕн шыв юхмасть теççĕ мар-и? Çывăх çынсемпе хирĕçес темесен вĕсем çине те тимлĕх уйăрма вăхăт тупăр. 2008 çул Сыснашăн суту-илӳ тумалли, предпринимательствăна аталантармалли, мул пухмалли ăнăçлă тапхăр. Ĕç пуçлама январь тата февраль пуçламăшĕ ăнăçлă. Августпа сентябрьте вара темех тума ан тăрăшăр. Сывлăхăр хумхантармĕ, анчах та çителĕклĕ çывăрма тăрăшăр.
 
: 1229, Хаçат: 52 (730), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

"Йытă" (2008-01-18 22:41:17):
интереслĕ-интереслĕ. Эпĕ, китай календарьĕнче йытă пулнăскер, сире 2008 çулта мĕн пулассине каласа панăшăн тав тăватăп.

Шӳтлемесĕр каласан, çакна каласшăн: эсир, Суварçăсем, питĕ маттурсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ темăсем çинчен çыратăр. Питĕ лайăх. Çавна май чăваш чĕлхине аталантаракан ĕçе хутшăнсан маттурине тăватăр!


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: