Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак сăнӳкерчĕкри пике çине пăхсан, вăл çитĕнсен кам пулассине пĕлме пулать пек-и? Пулать, паллах ... Тĕрĕс, тухтăр. Шурă халат тăхансан, калпак лартса ярсан, чăн-чăн доцент пулса тăрать.
Пăва районĕнчи Хирти Кушкă вăтам шкулĕнче вĕренекен Галина Землемерова шăп çакăн пирки ĕмĕтленет те. Паян вăл 10-мĕш класра вĕренет пулсан та, тухтăр пуласси çинчен мĕн пĕчĕкренех шухăшласа пурăнать.
– Эпĕ ыттисем пек юнран хăрамастăп, – тет хĕрупраç. – Операци тунă хыççăн юлнă çĕвĕк вырăнĕсене пăхсан та йĕрĕнместĕп. Кирлĕ пулсан çĕнĕрен те çыхса яма пултаратăп.
– Укол тума та пĕлетĕн-и вара?
– Э-э, вăл маншăн ним те мар. Пĕррехинче анне чирлерĕ те тухтăр шыраса çӳремерĕмĕр, хамах «аппалантăм». Ун чухне эпĕ пĕчĕкрехчĕ-ха та, пурпĕрех... Халь укол тăвассипе çынна тĕлĕнтерме çук пек. Ман шутпа, алли пыраканнин вĕренмеллех. Кирлĕ япала, – специалист пекех калать хайхискер.
Галина шкулта «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренет. 9-мĕшне те «пиллĕксемпе» вĕçленĕ. Экзаменсене ăнăçлах панă. Урăхла каласан – отличница.
– ППЭрен хăрамастăн-и?
– Çу-ук. Ман шутпа вăл ытти чухнехи экзаменран çăмăлрах. Унта хуравĕсене çырсах панă та. Пĕлнине паллă тумалла та, ĕçĕ пĕтнĕ, – хуравлать Галина ним пулман пек. – Çитменнине тата хамăра тĕрĕслесе те пăхрăмăр. Унта та «пиллĕклĕх» патăм. Апла-тăк мĕн хăрамалли?
– Тухтăр пулма ăçта вĕренме каясшăн?
– Паллах, Шупашкара. Унта Хусантан та килсе вĕренеççĕ тенине илтнĕ. Хусантине кĕме йывăртарах.
Землемерова пĕтĕм предмета пĕр пек паллăпа вĕренет пулсан, чи юратни, хай каланă тăрăх, нимĕç чĕлхи.
– Нимĕç чĕлхипе районта иртнĕ олимпиадăра эпĕ пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Республика шайĕнчинче, Хусанта иртрĕ, тăваттăмĕш вырăна тухрăм. Кунта, паллах, нимĕç чĕлхи вĕрентекен Наталья Федоровна Легкова лайăх ĕçлени палăрать. Уншăн ăна питĕ пысăк тав. Эпĕ кăна та мар, пирĕн шкулта пурте юратаççĕ ун урокĕсене, – савăнăçлăн каласа парать вĕренекен.
– Нимĕçле кĕнекесем те вулатăн-и вара?
– Илемлĕ литература вуламан, паллах. Чăвашлисене хаваспах интересленсе вулатăп. Уйрăмах хамăр ял çыравçин Николай Симуновăн «Телейне кура шăпи» кĕнекине сывламасăр тенĕ пек вуласа тухрăм. Унчченхи кĕнекисемпе те паллашнă, – мăнаçланса калать вăл.
Уроксем тума, кĕнекесем вулама, юлташĕсемпе урама тухма, çитменнине тата пĕчĕк пепке пăхма та вăхăт тупать вĕт-ха Галина. Вăл килĕнче чи асли. Шăллĕ Глеб 5-мĕш класра вĕренет, тепри вара, йăмăкĕ Даная, нумай пулмасть кăна-ха çуралнă. Йăмăкĕн ятне Галя хăй хунă. Ашшĕпе амăшне те килĕшнĕ çак ят. Аслă хĕрĕ вĕт вĕсен ăслă та пултаруллă. Начаррине нихăçан та сунмасть.
Çапла эпир Хирти Кушкă шкулĕн мăнаçлăхĕпе паллашрăмăр. Малашне вăл хаçат страницисенче хăйĕн хушамачĕ курăнасса та шантарчĕ. Пике сăвăсем те çырать.
 
: 1242, Хаçат: 52 (730), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: