Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Этемĕн пурнăçра ача çуратмалла, йывăç тата çурт лартмалла тенĕ ĕлĕкрен. Малтанхи икĕ тĕллеве çăмăллăнах пурнăçлама пулать пулсан, виççĕмĕшĕ ĕнсене самай хыçтарать. Мĕншĕн тесен хальхи саманара çурт-йĕр çавăрасси пуриншĕн те шăл çемми мар. Çавна кура çамрăксем яла юлма питех тăрăшмаççĕ. Ял хуçалăхне пулăшмасан вара çĕршыв экономики аталанасси иккĕленӳллĕ. Акă мĕншĕн «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе тата «2010 çулччен яла аталантарасси» федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн правительство ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме йышăннă.
Аса илтеретпĕр, çак тĕллевпе республика тата федераци бюджетĕнчен Тутарстанри 43 муниципаллă йĕркеленĕве субсиди уйăрнă. «ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ» коммерцилле мар организаци уйрăм çуртсем тума инвестици хывасси çинчен муниципаллă йĕркеленӳсемпе килĕшӳ тунă. Услови тăрăх, муниципаллă йĕркеленӳсем илнĕ субсидие (çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле хакĕн 70 проценчĕ чухлĕ) фонда куçараççĕ. Фонд вара уйрăм çурт лартма çителĕклĕ, урăхла каласан, хăйĕнчен хушса укçа-тенкĕ уйăрать. Туса пĕтерсен муниципаллă йĕркеленӳсем хатĕр объекта каллех фонда тавăраççĕ. Фонд правительство палăртнă йĕркепе çак çуртсене ялти çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене парать. Çапла вара ку программăна хутшăнакансем çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле хакĕн пурĕ те 30 процентне (ытти 40 процентне – республика, 30-шне федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ), çитменнине тата пилĕк çулта тӳлесе татмалла пулать. Кунсăр пуçне çак программăпа парăнакан субсидипе ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсен хăйсем çурт лартма е маларах пуçăннă стройкăна вĕçлеме, çурт-йĕр туянма та ирĕк пур. Паллах, ялта пурăнакан çынна патшалăх паракан укçапа хăй тĕллĕн çурт лартма меллĕрех, мĕншĕн тесен унăн ĕçе тăванĕсене, пĕлĕшĕсене явăçтарса укçана перекетлеме май пур. Кам хутшăнма пултарать-ха çак программăна? Пĕрремĕшĕнчен, ялта пурăнакан, Раççей Федерацийĕн гражданстви пур çамрăк çемьесем (мăшăрсенчен пĕри 30 çула çитмен пулсан), иккĕмĕшĕнчен, агропромышленность комплексĕнче е ял тăрăхĕнчи социаллă сферăра сахалтан та пилĕк çул ĕçлекенсем, виççĕмĕшĕнчен, хăйсен специальноçĕпе ялта пилĕк çултан кая мар тăрăшакан специалистсем.
Çĕр ĕçĕпе кăна пурăнакан район çамрăкĕсемшĕн çак программа уйрăмах меллĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен тупăшĕ, промышленность аталаннă районсеннинчен сисĕнмеллех пĕчĕк. Çĕпрел шăп çавăн пек районсенчен пĕри шутланать те. Кунти вăтам ĕç укçи республикипе чи пĕчĕкки.
Çӳлерех асăннă программăна пурнăçа кĕртме Çĕпрел районне 2007 çулта 16766400 тенкĕ субсиди уйăрнă. Муниципаллă район ертӳçин пулăшуçи Ш.Алиуллов каланă тăрăх, программăна хутшăнакансен йышĕ ӳсет. Унпа районта пĕлтĕр тата кăçал пурĕ 64 çемье усă курса çурт-йĕр лартать. Вĕсенчен 24-шĕ çĕнĕ пӳрте куçнă та ĕнтĕ.
Çапах та чи курăмли – ку программăпа Çĕнĕ Çĕпрел ялĕн хĕвел анăç пайĕнче чылай поселок ӳссе ларас шанăç пурри. Унта ретпе ларакан чаплă, пĕр пек çичĕ çурта вĕçленĕпе пĕрех (подрядчикĕ вырăнти «Символ» тулли мар яваплăхлă общество). Çуртсен уççине хуçисене çитес вăхăтра памалла. Сăмах май, ку лаптăкра пурĕ 30 çурт валли вырăн уйăрнă. Кĕç-вĕç тата темиçе çурт купалама пуçламалла-мĕн. Кунта çак программăна хутшăнакан кирек хăш ял çыннин те çурт лартма ирĕк пур.
 
: 1340, Хаçат: 52 (730)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: